Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем кашни кунах тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Республика ертӳҫисем ҫынсемшӗн тӑрӑшни пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫӗнӗ йышши оборудовани кӳрсе килесси пирки сӑмах хускатнӑ.
Хӑрушӑ вируса тупса палӑртма тата сиплеме республика хыснинчен тепӗр 26 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ларура каланӑ тӑрӑх, Канашри медицина центрӗ валли ҫитес вӑхӑтра 11 лаборатори оборудованийӗ туянӗҫ. Ковдипа чирлисене сиплеме кислород концентраторӗсем 50 штук туянма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышӗ тата тепӗр 126 ҫын хутшӑннӑ. Вилекенсен йышӗ 6 ҫын нумайланса 265-е ҫитнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл.
«Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская.
Кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ пирӗн республикӑра ӳссех пырать. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне илсен тата тепӗр тӑхӑр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра паян пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 12 пин те 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалнисен хисепӗ — 10 пин те 973 ҫын. Вилнисен йышӗ 259 ҫынна ҫитнӗ, ҫав шутран тепӗр тӑххӑрӑшӗ иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чиртен асӑрханас тесен халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнмалла, санитарипе гигиена правилисене май килнӗ таран пӑхӑнма тӑрӑшмалла.
Ырантан, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗсенчи 9-11-мӗш класс ачисене тата студентсене инҫет ҫыхӗпе вӗрентӗҫ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Йышӑну хальлӗхе икӗ эрнене пырӗ.
Кӑшӑлвируспа пирӗн республикӑра 114 вӗренекен чирленӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ Шупашкарта-мӗн. Ковид тӗп хулара 104 ачана ернӗ. Вӗрентекенсем те чирлеҫҫӗ. Вирус 54 педагога лекнӗ. Ку йышран 17-шӗ — Шупашкарта.
Кӑшӑлвируса пула Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш, Вӑрнарти 2-мӗш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсене вӑхӑтлӑха хупнӑ. 34 класс инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Унран та ытларах — вилекенсем те пур.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ковидпа 11 пин те 387 ҫын чирленине шута илнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ҫав шутран тепӗр 101 ҫынна вирус ернине тупса палӑртнӑ. 10 ҫын вилнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирусран вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пӗчӗкрех. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ. Ҫынсен вилеслӗхӗ 100 пин ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра — 17,1. Ҫӗршывра ку цифра — 23,2. Инкек пырса ҫапнӑ ҫемьесене ку статистика лӑплантараймӗ пуль.
Паянтан «Чувашиякурорт» санаторире те кӑшӑлвируспа чирлисем валли койкӑсем хатӗрленӗ. Унта 240 койкӑна саппасра тытӗҫ. Хальлӗхе пирӗн республикӑри пульницӑсенче кӑшӑлвируслисем валли 3280 койка пур.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳри район пульницинчи стационарта та ковидпа чирлӗ ҫынсене сипленме пулӑшаҫҫӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра пушӑ койкӑсем паянхи куна ҫителӗклӗ. Кунта ҫынсене килте сиплени те витӗм кӳрет.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин канашлу ирттернӗ. Унта кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ҫӗршыв ертӳҫине ковид енӗпе Чӑваш Енри лару-тӑру пирки те каласа кӑтартнӑ. Пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли хатӗрленӗ койкӑсенчен 95 проценчӗ чирлисемпе тулса ларнӑ.
Уйрӑмах йывӑр лару-тӑру ҫӗршыври 10 регионта иккен. Ҫавсен шутӗнче Чӑваш Ен те пур.
«Койкӑсене чирлисем йышӑнакан кӑтарту 46 регионта ҫӗршыври вӑтам цифрӑран пысӑкрах. Уйрӑмах йывӑр лару-тӑру 10 регионта. Виҫӗ регионта койкӑсен 95 проценчӗ тулнӑ. Ку вӑл Чӑваш Республики, Орлов облаҫ тата Севастополь», — пӗлтернӗ Путина Раҫсей Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Татьяна Голикова.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 32 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ.
Пӗлтӗр 36 ача сарӑмсӑр вилнӗ, виҫӗмҫул – 52 ача, 2017 ҫулта – 48 ача. Ытларах чухне шӑпӑрлансем чӳречерен ӳксе вилеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кун пек майпа 6 ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 23 ача суранланнӑ.
Ҫавӑн пекех аслисем ачасене хӑрушлӑхра хӑвараҫҫӗ, тин ҫуралнӑ ачана вӗлернӗ тӗслӗх те пулнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ пепке виллине тупнӑ, ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пирӗн республикӑра иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ. Кун пекки, тӳрех палӑртар, халиччен пулманччӗ. Ҫак эрнери ытларикун талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнине официаллӑ статистика хыпарланӑччӗ-ха, анчах цифра унран иртсе курманччӗ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 197 ҫын ковида пула вилнӗ.
Пандеми вӑхӑтӗнче кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ 11 пине ҫывхарать. Паянхи куна ку цифра – 10939, ҫав шутран 87 ҫынна чирлине иртсе кайнӑ талӑкра шута илнӗ.
Thebiggest.ru сайтра хӑйне евӗр сасӑлав пуҫарнӑ. Унта хутшӑнакансен хӑйсене хӑш наци ҫынни тесе шухӑшланине пӗлтермелле. Сасӑлава ҫак йӗркесен авторӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсене чӑваш тесе палӑртнисем ҫак самантра – 1671 ҫын.
Сасӑлав страницинче кашни халӑх пирки кӗскен ӑнлантарса пани пур. Унта Раҫҫейре чӑвашсем 1,58 миллион ҫын пурӑннине пӗлтернӗ, тӗнчере – 1,6 миллион тенкӗ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, историлле тӑван ҫӗршывӗнче ҫак тӗрӗк этносӗн ҫурри пурӑнать, ытти пайӗ пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашсем чӑн тӗне ӗненнӗ.
Сасӑлава хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |