Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗ 5 ҫӗнӗ автомобильпе пуянланнӑ. Вӗсен марки — «LADA Largus». Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 14 автомобиль илсе килӗҫ.
Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче хальхи вӑхӑтра – 117 транспорт, ҫав шутран 8-шӗ курьер службине тивӗҫтерет. Почта машинисен пӗтӗмӗшле маршручӗ 12 пин те 500 метрпа танлашать.
Халӗ илсе килне пилӗк автомобильтен иккӗшне курьер службине уйӑрса парӗҫ, виҫҫӗшӗ почта турттаракан хаҫат-журналпа ытти япалана Шупашкарта пӗр вырӑнта тепӗр ҫӗре илсе ҫитерӗ. Автомобильсене 750 килограмм таран тиеме пулать. Вӗсене маякпа, сиренӑпа тата сигнализаципе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари ыйтӑвӗсемпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов ертсе пынӑ. Ларӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 60 процентран кая мар йышне грипран прививка тума палӑртнӑ. Чир хӑвӑрт ерес хӑрушлӑх пур ҫынсене илсен вакцинаци кӑтартӑвӗ 75 процентран кая мар пулмалла.
Эпидемиологи тапхӑрӗнче тухтӑрсен пульницӑри амбулатори тата стационар уйрӑмӗсенче ҫеҫ мар, ҫынсем патне киле ҫитсе те пулӑшмалла. Вируса хирӗҫ препаратсене те пульницӑсен ҫителӗклӗ хатӗрлесе хумалла. Хушма койка фончӗ уҫма та хатӗр тӑмалла.
Специалистсем Раҫҫейри хӑш регионта ипотека илекенсем йышлине тишкернӗ. Ҫурт-йӗре банк панӑ кивҫен укҫапа туянакансем Югра тата Тӗмен тӑрӑхӗсенче нумай. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви. Асӑннӑ МИХӑн эксперчӗсем кредит рынокне тишкернӗ. Вӗсем 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗчченхи лару-тӑрӑва тишкернӗ.
Ямал тӑрӑхӗнче кашни пин ҫынран вӑтӑрӑшӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах. Тӗмен облаҫӗпе Югра та кӳршӗллӗ Ямалтан нумай юлмаҫҫӗ. Унта пин ҫын пуҫне 27,6 тата 27,4 ҫын ипотека илнӗ.
Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Архангельск, Магадан тата Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗсем, Удмурт Республики тата Пермь тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те ҫурт-йӗр условине ипотека пулӑшнипе лайӑхлатаҫҫӗ. Унта пин ҫын пуҫне 25 кредитран пуҫласа 23,4 кредит таран тивет.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурри тӗлне илсен пирӗн республикӑра 23 ача чӳречерен ӳкнӗ. Шел те, 4 ача ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнипе те пӗчӗккисен кун-ҫулӗ татӑлать. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра 2 тӗслӗхе шута илнӗ.
Ӑшӑ ҫанталӑкра пирӗнтен кашниех шыв-шур хӗрне туртӑнать. Ача-пӑча пушшех те. 4 ача шыва путса вилнӗ.
Тепӗр хӑрушӑ инкек — пушар. «Хӗрлӗ автан» никама та, ниме те шеллемест. Кун пек инкекре 3 ача пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух та асӑрханмалла. Пирӗн республикӑра ачасемпе кӑҫал хальлӗхе ун пек пӑтӑрмах пулса иртмен.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ пирӗн республикӑра 7,5 пинрен иртнӗ. Ҫав шутран 82 проценчӗ сывалнӑ.
Паян ир тӗлне пирӗн республикӑра 7516 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ку вӑл – официаллӑ статистика. Маларах асӑннӑ 7,5 пин ытла тӗслӗхрен 35 ҫынна вирус иртнӗ талӑкра ернӗ.
6196 ҫын сывалнӑ. Ҫав йышран 27 ҫын иртсе кайнӑ талӑкра сипленнӗ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа COVID-19 68 пациент пурнӑҫне татнӑ. Ку вируса пула юлашки талӑкра никам та вилмен.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра пысӑк суту-илӳ центрӗсене тата аттракционсене уҫма ирӗк панӑ.
Ӗҫе кайса суранланакансен йышӗ пирӗн республикӑра кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче уйӑхӗсенче чакнӑ. Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,5 процент сахалрах.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 105 ҫын ӗҫе кайсан шар курнӑ, 66-шӗ ҫӑмӑллӑн суранланнӑ, 22-ӗшӗ— йывӑр, 17-шӗ вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхра 116 ҫын аманнӑ. Кӑҫал шар курнисенчен 71-шӗ — арҫынсем, 34-шӗ — хӗрарӑмсем.
Инкексем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнипе (34 тӗслӗх, е 32,4 процент), япала пырса ҫапӑннипе е машина пырса кӗнипе (24 тӗслӗх, е 22,9 процент), ҫул-йӗр ҫинчи пӑтармахсемпе (11 тӗслӗх, е 10,5 процент) тата ытти сӑлтавпа пулнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кӗрхисене акма тытӑннӑ. Кӗрхисем валли 67,4 пин гектар ҫӗр, е планпа пӑхнин 64,4 процентне, хатӗрленӗ. Кӗрхисене акма 5 районта тухнӑ. Вӗсене 435 гектар (2019 ҫулхи ҫак кун тӗлне – 1,1 пин гектар) акнӑ.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырасси те малалла пырать. Хальлӗхе 95,4 пин гектар вырнӑ, е планпа пӑхнин 32,7 процентне. Тӗштырӑна 332,4 пин тонна тӗшӗленӗ. Тухӑҫ вӑтамран гектар пуҫне 35,0 центнер тухать. Чи пысӑк тухӑҫ – Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче. Унта гектартан 48,9 тата 41,5 центнера ларнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра 197 ҫын сывалнӑ. Ҫав шутра – килте сипленнисем те.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ҫӗнӗ йышши вируспа 5311 ҫын чирлесе сывалнӑ, 68 ҫын вилнӗ.
COVID-19 вирусран ҫак талӑкра никам та вилмен. Ҫӗнӗрен чирленисене тепӗр 32 ҫынна шута илнӗ. Эпидемиологи тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ йышши кӑшӑлвирус 7279 ҫынна ернӗ.
Кӗркунне пирӗн ҫӗршывра халӑха кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫласшӑн.
Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗнче вируслӑ пневмонипе чирлекенсен йышӗ ӳснине палӑртнӑччӗ. Унпа танлаштарсан, утӑ уйӑхӗнче ку чирпе нушаланакансен йышӗ чакнӑ. Ҫапах кӑтарту ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 4,8 хут пысӑкрах.
Утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре 1655 ҫын вируслӑ ӳпке шыҫҫипе чирленӗ. Ку, ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, 26 процент сахалрах. Юлашки эрнере 195 ҫыннӑнне «пневмони» диагноз лартнӑ. Ку кӑтарту унчченхи эрнерен 20 процент чакнӑ.
Пневмонипе чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленнӗ, анчах ОРВИпе нушаланакансем нумайланнӑ. Ҫӗртмепе танлашатарсан, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 7,3 процент нумайрах. Халӗ ачасем мар, аслисем ытларах чирлеҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6536 ача ҫуралнӑ, ҫав шутра – 3367 арҫын ачапа 3169 хӗрача.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра ҫуралнисенчен 35 проценчӗ, е 2276-шӗ, – ҫемьери пӗрремӗш ача, ҫемьери иккӗмӗш ача – 2371, врҫҫӗмӗш ача – 1405, тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхисем – 475.
Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 118 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ, 3 – виҫӗреш. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтра 143 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 6 – виҫӗреш.
Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗсене ытларах чухне Александр, Матвей, Егор, Роман, Кирилл, Артём, Иван, Максим ят панӑ. Хӗрачасенчен Анна, Мария, Виктория, София, Дарья, Ева, Милана, Ксения, Анастасия, Валерия, Варвара ятсене ытларах суйланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |