Кӗҫӗр, шӑп та лӑп ҫурҫӗрте, Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков Чӑваш Ен Элтеперӗн сасӑлавӗн малтанзи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.
Александр Цветков каланӑ тӑрӑх, ҫурҫӗр тӗлне пирӗо республикӑра протоколсен 19,2 процентне шутланӑ.
Элтепер суйлавне хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ Олег Николаев 81 процент сасӑ пухнӑ.
Александр Андреев, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ, 8,78 процент пухнӑ.
Константин Степанов, Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн пайташӗ, – 3,75 процент.
Николай Степанов, «Раҫҫейрри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн» партийӗн пайташӗ, – 2,28 процент.
Сергей Матвеев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ – 1,91 процент.
Паян пирӗн республикӑра Чӑваш Ен Элтеперӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсем суйламалли сасӑлав малалла пырать. Пӗрлехи суйлав кунне авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тесе палӑртнӑччӗ. Кӑшӑлвирусран асӑрханас тӗллевпе сасӑлав виҫӗ куна пырать. Суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем ӗнер тата виҫӗмкунах сасӑларӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава паян кайнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче сасӑланӑ. Олег Алексеевич суйлав участокне мӑшӑрӗпе Наталья Алексеевнӑпа кайнӑ.
Сӑмах май каласан, паян ирхи 10 сехет тӗлне пирӗн республикӑри суйлавҫӑсенчен 40 проценчӗ сасӑланӑ.
Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 560 ҫын ытларах вилнӗ (43 процент). Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче 1301 ҫын вилнӗ, кӑҫал – 1861.
Ку кӑтартупа Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Тутарстан (54,2 процент), иккӗмӗш вырӑнта – Пушкӑрт Республики (47,7 процент).
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑха илес тӗк, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1352 ҫын ытларах вилнӗ. 2019 ҫулхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 8948 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, кӑҫал ҫичӗ уйӑхра 10300 ҫын вилнӗ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал 30 пин ҫынна юханшыв трамвайӗпе турттарнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ.
Пассажирсене турттаракан юханшыв транспорчӗ «Шупашкар – Сосновка поселокӗ» маршрутпа ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшнчен ӗҫлеме тытӑннӑ, «Шупашкар – Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж» маршрутпа — утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен.
Юханшыв портне тӑкаксене саплаштарма Шупашкар хула администрацийӗ 7,9 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, тепӗр 7,8 миллион тенке республика хыснинчен хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ май пулакан тӑкаксем валли уйӑрнӑ.
Йӑлӑма 10 пин ытла пассажир кайнӑ, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляжа — 20 пин ытла.
Ковида пула пандеми тесе йышӑннӑранпа кӑшӑлвирусран вилнисен шучӗ Чӑваш Енре 73-е ҫитнӗ. Ҫав шутран тата тепӗр ҫын иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене юлашки талӑкра пирӗн тӑрӑхра тепӗр 28 ҫӗнӗ тӗслӗх шута илнӗ. Эпидеми тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа, официаллӑ статистикӑна ӗненсен, кӑшӑлвируспа пӗтӗмпе 7923 ҫын чирленӗ. Ҫав шутран 6553-шӗ сывалнӑ, вӗсенчен 21-шӗ – иртсе кайнӑ тапхӑрта.
Чирлекенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ку вирусран хальхи вӑхӑтра 1297 ҫын сипленет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 7550 ача ҫуралнӑ. Кун пирки Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесенчен 140-шӗ йӗкӗреш, 3-шӗ – виҫӗреш. Виҫӗрешсем пурте Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ.
Маларах эпир кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 6536 ача ҫуралнӑ, ҫав шутра – 3367 арҫын ачапа 3169 хӗрача тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫав вӑхӑтра ҫуралнисенчен 35 проценчӗ, е 2276-шӗ, – ҫемьери пӗрремӗш ача, ҫемьери иккӗмӗш ача – 2371, врҫҫӗмӗш ача – 1405, тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхисем – 475.
Ку ҫулталӑк кӑларса тӑратнӑ чи пысӑк хӑрушлӑх вӑл, паллах, COVID-19 кӑшӑлвирус. Унӑн витӗмне пула тӗнче экономики ҫеҫ мар, нефть хакӗ те чакрӗ, ҫынсен пурнӑҫ йӗрки йӑлт арпашӑнса кайрӗ.
Чи малтанах, республикӑра пӗр ҫын та чирлемен чухне, ҫак кӑшӑлвирус питӗ хӑрататчӗ. Пӗрремӗш чирлисене тупнӑ чухне халӑх питӗ тӗлӗнетчӗ — анализ кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ пулсан ма вара ӑна республикӑна илсе килмелле-ха? тесе ыйтатчӗ. Ним явапӗ те ҫук тесе вӑрҫатчӗҫ ҫав ҫынсене. Уйрӑмах Мари Эле пирӗн республика урлӑ каҫнӑ пӗр хӗрарӑма астӑвасса ятлатчӗҫ.
Чире сарас мар тесе уйӑх ытла халӑх килте ларчӗ. Ресторансемпе кафесене хупса лартрӗҫ... Ӗҫлеме чарнине пула чылай предприниматель шар курчӗ. Юрать-ха каярах вӗсене майӗпен уҫӑлма ирӗк пачӗҫ, анчах хӑшӗ-пӗри халь те ӗҫе пуҫлаймасть. Калӑпӑр, чӑваш эстрада юрӑҫисем пысӑк шар курчӗҫ — хӗлренпе вӗсем пӗр концерт та ирттермен. Ҫак сӑлтава пулах ман укҫа конверчӗсем те сутӑнма пӑрахрӗҫ...
Тем каласан та COVID-19 хӑратакан пулӑм.
Статистикӑна пӑхас пулсан ку чир сана ҫакланмӗ тесе шухӑшлама пулать.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрне куҫассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку вируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа тата тепӗр 31 ҫын чирленине шута илнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ.
Иррсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозӗллӗ 27 ҫын чиртен сывалнӑ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра ерекен ҫак чир 7 713 ҫынна лекнӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 70 ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер хыпарланӑччӗ.
«Мир квартир» портал специалисчӗсем ҫурт-йӗр тара илме мӗн хака ларнине тишкернӗ. Хваттер тара илейменнисем пӳлӗм суйлаҫҫӗ. Вӑтамран илсен, хак 1,5 процент ӳснӗ.
Хаксем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗршывӑн 39 пысӑк хулинче ӳснӗ, 31 хулара чакнӑ.
Севастопольте, сӑмахран, пӳлӗм тара илме халӗ 24,1 процент хаклӑрах ларать, Барнаулта – 18%, Пензӑра – 15%, Волгоградра – 14,2%, Мурманскра – 12,3%, Сочире – 12,1%, Якутскра – 12,1%, Белгородра – 9%, Аҫтӑрханта – 8,8%.
Хаксем Магнитогорскра хак 19,3 процент йӳнелнӗ, Тольяттире –13,4%, Краснодарта – 8,5%, Тверьте – 8% , Чуллӑ Ҫырта –7,7%, Шупашкарта – 7,3%, Хусанта – 5,2%. Мускавра 6,5 процент йӳнелнӗ, Мускав облаҫӗнче – 6,5%, Питӗрте – 4,6%.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |