Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн чӳк уйӑхӗнчи ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2021 19:52 | 1263 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӳк уйӑхӗ иртсе кайнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн вӑл уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Паллах, мӑшӑрсен йышне миллиона ҫитернӗ хыҫҫӑн пирӗн ӗҫ малтанхи пек хӑвӑртах пымасть.

Ҫавах иртнӗ уйӑхра эпир темиҫе кӗнеке мӑшӑрлама ӗлкӗртӗмӗр. Сӑмахран, Дмитрий Медведевӑн «Ровно патӗнче» хайлавӗ хатӗр. Халь Михаил Брагинӑн «Фельдмаршар Кутузовпа» Олег Дрожжинӑн «Ухӑран — танка ҫитиччен» кӗнекесемпе ӗҫлетпӗр. Кӑштах ҫӗнӗ кӗнекесене те сканерлатпӑр. Кунта Эммануил Казакевичӑн «Кӑвак тетрадьне» тата Джеймс Шульцӑн «Пӗчӗк индеец Синопӑна» асӑнма пулать.

Раштав уйӑхне эпир 1 038 200 мӑшӑрпа кӗретпӗр. Тепӗр май каласан, чӳк уйӑхӗнче пурӗ 23 679 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ. Куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 9 561 725 ҫитрӗ. Шел те, Ҫӗнӗ ҫулччен ку кӑтартӑва 10 миллион таран ҫитерейместпӗр пулас (сахалтан та 44 пин ҫӗнӗ мӑшӑр тумалла-ҫке!). Апла пулин те кӑҫал эпир ҫавах хастар ӗҫлени куҫ кӗретех.

Мӑшӑрсем нумаях тӑваймарӑмӑр пулин те ытти енӗпе ӗҫлени пирки каласа пама пулать. Сӑмахран, акӑлчанла-чӑвашла пуплевӗш мӑшӑрӗсем хатӗрлесе (алӑпа мар) вӗрентсе пӑхрӑмӑр. Шел те хальлӗхе мухтанмалӑх ӗҫ пулмарӗ. 44 пин мӑшӑр ку ӗҫ валли сахал пулчӗ. Темех мар, акӑлчанла мӑшӑрсене пухма пуҫланӑ кӑна-ха.

Тата эпир «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пирӗн сӑмах тишкерӳҫи палламан сӑмахсен йышне хатӗрлерӗмӗр. Вӑл унччен те пулса-ха, анчах хальхинче унӑн хӑвӑртлӑхне пысӑклатрӑмӑр. Сӑмах йышӗ пысӑк, ҫавна май сервершӑн ҫак сӑмахсен йышне шутласа кӑларма йывӑр. Эпир вара пур страницӑсене те кэшласа (хатӗр текст йӗркелесе) тухас терӗмӗр: капла сервер ялан шутламасть, хатӗр результата ҫеҫ кӑтартать. Ку пая, паллах, тата та лайӑхрах йӗркелеме пулать (сӑмахран, саспалли тӑрӑх хӑвӑртрах куҫмалли меслет хушма) — ку ӗҫе эпир каярах тӑвӑпӑр. «Корпус пӗлмен сӑмахсем» мӗн тума кирлӗ тетӗр-и? Пӗрремӗшӗнчен вӑл орфографи тӗрӗслемелли хатӗре кӗртмен сӑмахсене тупма пулӑшать, иккӗмӗшӗнчен — корпусри опечаткӑсене. Калӑпӑр, «аӑватӑ» сӑмах пур тесе кӑтартать пулсан — ку, паллах, опечатка, ӑна тӳрлетес пулать. Текста юсанӑ вӑхӑтра темле тӑрӑшсан та йӑнӑш сиктерсе хӑварни ҫавах пулать-ҫке... Хальхи вӑхӑтра пирӗн корпус 1380 страницӑллӑх сӑмахсем пӗлмест. Кунта ытларах пайне пайӑр ятсем йышӑнаҫҫӗ тесе шутласан та ку ҫавах пысӑк кӑтарту. Майӗпен йыша кӗскетӗпӗр, корпуса ытларах сӑмах тишкерме вӗрентӗпӗр. Тата ҫакнашкал меслетпех «Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсем» пая та хӑвӑртлатас шухӑш пур.

Хыпара вӗҫленӗ май ытти кӑтартусем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр. Текстсен йышӗ пирӗн халь 2577-пе танлашать. Ку вӑл иртнӗ пӗтӗмлетӳрен 73 текст ытларах. Пуплевӗшсен йышӗ халь 1 122 619 е 24 031 ытларах. Сӑмахсен йышӗ: 11 370 163 (+260 232 сӑмах). Ытларах енӗпе иртнӗ уйӑхра эпир кӗске текстсене кӗртрӗмӗр.

#статистика, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем