Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш пайне пӗтӗмлетнӗ.

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Витали Родионов 01.11.2014 17:05 | 1458 хут пӑхнӑ
Культура Илле Иванов
Илле Иванов

Калав ҫыракансен Пӗтӗм тӗнчери Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш пайне пӗтӗмлетнӗ.

Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ (штабӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доктор, доцент) кӑҫалхтпе виҫҫӗмӗш ҫул калав ҫыракансен Пӗтӗм тӗнчери Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвне йӗркелет. Кӑҫал унта чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑннӑ.

Ӑмӑрту пӗлтерӗвӗ пуҫласа утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Салам» хаҫатра пичетленнӗ, авӑнӑн 13-мӗшӗнче — «Хыпар» хаҫатра. Ҫак хыпара чӑваш ҫыравҫисен пур пӗрлешӗвне те вӑхӑтра ҫитернӗ. Жюрире малтан 7 ҫын пулнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула калавсене пӑхса тухма пуҫличчен тӳресен пӗр пайне улӑштарнӑ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Чӗмпӗрти 7 ҫыравҫӑ 8 калав ярса панӑ.

Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи Виталий Родионов профессор, доктор ертсе пыракан сумлӑ тӳрелӗх, калавсене пӑхса тухса, пӗрремӗш вырӑна «Durak» калав тухнине палӑртнӑ (авторӗ — Илле Иванов).

Тӳрелӗх ӗҫне хутшӑннӑ Борис Чиндыков кун пирки ҫапла палӑртнӑ:

— Durak, ытти калавсемпе танлаштарсан, паянхи чӑваш пурнӑҫӗн чи ҫивӗч ыйтӑвне хускатать. Чӗлхи те унӑн — ҫивӗч, чӗрӗ, пӑнтӑхпа е тутӑхпа хупланнӑскер мар. Калавӑн сюжечӗ — питӗ ансат, анчах ҫав вӑхӑтрах калавра чи кирли — кӗтменлӗх те пур. Тӗп геройӑн — Палюк студентӑн сӑнарӗ куҫ умне курӑмлӑн тухса тӑрать, унӑн хӑпартланӑвӗ те, иккӗленӗвӗ те, лӑпкӑлӑх шыраса каялла чакма хӑтланни те вулакана хумхантарать, унпа пӗрле пӑшӑрхантарттарать; калав вӗҫӗнче, кульминаципе катарсис пӗр килсен, вулакана Палюкпа пӗрле «Республика майтанӗ!.. Тӑратӑр кунта!» тесе кӑшкӑртттарать.

Конкурса килнӗ ытти калавсенчен кӑна мар, паянхи чӑваш литературинчи ытти калавсенчен те пач уйралса тӑрать Durak, ҫӗнӗлле, уҫӑ та ыратуллӑ сас пулса янрать.

Ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна Елена Мустаева хайланӑ «Ҫылӑх» калав тухнӑ. Елена Мустаева Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Чӗмпӗрти чӑваш хаҫатӗнче ӗҫлет.

Виҫҫӗмӗш вырӑнта Анатолий Смолинӑн «Касу, е Хӗвел тымарӗ» калавӗ. Чӑвашсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ сӑвӑҫӗ Анатолий Смолин пурнӑҫран вӑхӑтсӑр, 2012 ҫултах уйрӑлса кайнӑ. Анчах та вӑл ҫырнӑ ҫак калав халиччен ниҫта та пичетленмен, ҫавӑнпа ӑна ӑмӑртӑва явӑҫтарнӑ.

Калав ҫыракансен ҫак ӑмӑртӑвне йӗркелесе ирттерекенсем вӑл ҫитес ҫул та пуласса шантараҫҫӗ.

#Турци, #Тутарстан, #литература, #конкурссем, #Чӗмпӗр

 

Комментари:

Agabazar // 3043.0.9653
2014.11.01 18:01
Agabazar
Виттали Родионов
Agabazar // 3043.0.9653
2014.11.01 18:02
Agabazar
Кашгар Махмучĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем