«News mail.ru» хыпарӗсем
Ульяновск пуҫлӑхӗ Сергей Ермаков хулана малтанхи ятне — Чӗмпӗре (вырӑсла — Симбирск) тавӑрас пуҫару ӗҫне тапратса янӑ.
Авал хула ҫак ятпа 1924 ҫулчен пурӑннӑ. Облаҫне вара хальхи ятнех – Ульяновск (вырӑсла) облаҫӗ — хӑварма сӗннӗ. «Чаплӑ янташӑн астӑвӑмне хисеплесе, облаҫ ячӗ Ульяновск юлтӑрах», — шутлать хула ертӳҫи.
2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӗмпӗр карманӗ туса лартнин 360 ҫулӗ ҫитет. Унсӑр пуҫне, 2012 ҫулта хула шӑпипе тачӑ ҫыхӑннӑ Иван Гончаров ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 200 ҫул тулать.
Чӗмпӗрте нумай паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем: Иван Гончаров, Денис Давыдов, Николай Языков, Николай Карамзин тата патшалӑх ӗҫтӗшӗсем: Александр Керенский, Владимир Ульянов (Ленин) ҫуралнӑ. Чӗмпӗре (Симбирска) Ленин вилнӗ хыҫҫӑн 1924 ҫулта Ульяновск ята куҫарнӑ, ас тивтерет ИТАР-ТАСС.
2007 ҫул вӗҫӗнче Чaнлӑ районӗнчи Анат Тимӗрҫенти вӑтам шкулта чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ Ваҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ.
Ваҫҫа Аниҫҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ентешӗсем ӑна ҫывӑха хурса асра тытса пурӑннине палӑртма питех те кӑмӑллӑ.
Уява хатӗрленекенсем аякри тата ҫывӑх хӑнасене чӗннӗ. Хаклӑ хӑнасем хушшинче ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, “Чaнлӑ районӗ” муниципаллӑ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.А. Князькин, УОЧНКА филиалӗн ертӳҫи В.Н. Игнатьева-Тарават, поэт тата композитор, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем, чӑваш ҫыравҫисем – РФ Писательсен союзӗн членӗсем Анатолий Юманпа Анатолий Чебанов. Анат Тимӗрҫенти музей директорӗ В.В. Андрихова Ваҫҫа Аниҫҫи пултарулӑхне кӑтартса паракан стендсемпе, кӗнеке куравӗпе, ҫамрӑк алӑстисен тӗрӗ-эрешӗпе паллаштарчӗ.
Иртнӗ ҫул ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетме Ульяновск облаҫӗнчи ҫыравҫӑсем хулари 17-мӗш номерлӗ вулавӑша пуҫтарӑнчӗҫ.
«Канаш» хаҫат журналисчӗ, ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ Анатолий Ырьят «Шевле» ӗҫне пӗтӗмлетес ирӗке хӑй ҫине илчӗ.
— Ҫак ҫул чӑваш хаҫатне ҫыракансен шучӗ ӳсни савӑнтарать пире, — терӗ Анатолий Григорьевич. — Шурӑ сухаллӑ ҫыравҫӑсемпе пӗрле ҫамрӑксем, ҫивӗч калем ӑстисем, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен самай аталанни ҫунат хуштарать. «Шӑпӑрлан» кӑларӑмра та тaтӑшах облаҫри шкул ачисен ӗҫӗсем пичетленеҫҫӗ. Чи хастар шевлеҫӗсем кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине те хамӑр ҫитӗнӳ тесе шутлатӑп. Вӗсем пурте «Канаш» ҫумӗнче йӗркеленнӗ литература пӗрлешӗвӗн илемӗ. Хаҫатӑн юлашки номерӗнче тухнӑ пӗтӗмлетӳллӳ статьяра пур ҫыравҫӑсен ячӗсене те асӑнтӑмӑр, тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтернӗ маттурсен ячӗсене пичетлерӗмӗр.
"Шевле" яваплӑ секретарӗ Лаврентий Данилов шевлеҫӗсем ҫинчен хулӑн альбом хатӗрлесе килнӗ.
— Пирӗн кӑҫал, — тӑсрӗ сӑмахне Лаврентий Иванович, — Ульяновск облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑнакан кашни сӑвӑҫ-ҫыравҫӑ ҫуралнӑ ҫӗршыва, тӑван тӑрӑхне кайса курмалла.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.
Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:
- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!
Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.
Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |