Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, асӑннӑ ведомствӑна ертсе пыма Алина Елисеевӑна шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Ҫӗнӗ ертӳҫӗне ҫирӗплетиччен. Вӑл хӗрарӑм ҫав савӑнта

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче ишессипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 8 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Мускав ҫывӑхӗнчи Раменское хулинче иртнӗ.

Мария 50 тата 100 метрлӑ дистанцисене ишсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ ишсе тата 100 метра комплекслӑ ишсе мала тухнӑ. Ку кӑна мар. Мария ҫурӑм ҫинче ишсе тата 200 метра комплекслӑ ишсе кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: Мария Олимп резервӗсен 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн куҫӗ 90 процент курмасть.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Канаш муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн суд туна. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.

Ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче бензопӑчкӑпа усӑ курса вӑрманта темиҫе йывӑҫ каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 113 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Ҫапах унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр текех ирӗлмӗ, хӗл ларнӑ. Паян ҫил-тӑман вӗҫтеркелет, ҫил кастарать, ҫавна май тата сивӗ пек туйӑнать.

Ҫитес икӗ кунра сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 14-16 градус таран сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче вара ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун термометр «плюс» кӑтартӗ, кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫул ҫинче юр ҫӑрӑлма пултарӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ӑшӑ нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ, часах сивӗтӗ. Ытларикун ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ. Уйӑх вӗҫӗнче 6-8 градус сивӗ тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав сивӗ те типӗ ҫантанлӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑра термометр 20-25 градус кӑтартма пултарӗ.

 

Сывлӑх
letsgophotos.ru сайтри сӑн
letsgophotos.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекен нумайлансах пырать. Чӳкӗн 13-19-мӗшӗсенче республикӑра унпа 495 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнере вара - 434 ҫын.

Иртнӗ эрнере 1 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта 52 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ.

Раҫҫейӗпе илес пулсан та, кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Иртнӗ эрнере ҫӗршывра 93 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнине палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку таранччен ҫак амак 4747 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансен халӗ таса та паха шыв ҫителӗклех. Нумаях пулмасть унта «ЖКХ сферине ҫӗнетесси тата аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн шыв башни вырнаҫтарнӑ.

Таса шыв ыйтӑвӗ чӗчкенсене 10 ҫул ытла канӑҫсӑрлантарнӑ. Ялта нумайӑшӗ выльӑх-чӗрлӗх усрать. Вӗсене пусӑран, юханшыв-пӗверен ӑсса шӑварнӑ. Анчах 10 ҫул хыҫҫӑн шыв ыйтӑвӗ тата ҫивӗчленнӗ.

Халӗ чӗчкенсем шывпа перекетлемесӗрех усӑ кураҫҫӗ. Башньӑри шыв ҫынсем валли те, выльӑх валли те ҫитет.

 

Раҫҫейре
Анастасия Степанова архивӗнчи сӑн
Анастасия Степанова архивӗнчи сӑн

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Анастасия Степанова «Санкт-Петербург вице-мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Анастасия - 37 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ӳснӗ, кунтах пӗлӳ илнӗ. Пирӗн ентеш нумай ҫул ӗнтӗ Питӗрте пурӑнать. Вӑл - 3 ача амӑшӗ. Анастасия - косметолог, перманент макияжӗ тӑвакан специалист. Хӗрарӑмсене илемлӗ тата телейлӗ пулма пулӑшать вӑл.

Малтан Анастасия Питӗрти Красногвардейск районӗнче иртнӗ илем конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вице-мисс пулнӑ. Кӗр пуҫламӑшӗнче вара пирӗн ентеш Питӗрти илем конкурсне хутшӑнма шутланӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӳкӗн 20-мӗшӗнче ирхине Сӗнтӗвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракассинчи лавккана ҫаратни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех палӑртнӑ: 20 ҫулти каччӑ. Вӑл ҫур ҫул каялла кӑна тӗрмерен тухнӑ.

Вӑл ирӗке тухнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫак тапхӑрта каччӑ нумай хутчен йӗркене пӑснӑ. Ҫав шутра - ҫаратнӑ та. Лавккаран вӑл кассӑри укҫана, тавар илнӗ. Нухрата хайӗн ҫумӗнче тупнӑ, тавара - мунчара.

Хальлӗхе каччӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Кӗҫех суда ӑна арестлеме ирӗк парасси пирки ыйту тӑратӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерстви Чӑваш тӗррин кунне халалласа «На работу с вышивкой» (чӑв. Ӗҫе чӑваш тӗррипе) республикӑри акци ирттерме йышӑннӑ.

Аса илтерер: пирӗн еспубликӑра Чӑваш тӗррин кунне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл вырсарникуна лекӗ, ҫавна май чылай мероприяти чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртӗ. Чӑваш тӗррин кунне 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Маларах каланӑ республикӑри акцие хутшӑнакансене ӗҫе, вӗренӳ учрежденине чӑваш тӗрриллӗ япаласемпе пыма сӗнеҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксене #Деньчувашскойвышивки2023 , #наработусвышивкой хештэгсемпе сайтсенче тата халӑх тетелӗсенче вырнаҫтармалла.

 

Чӑвашлӑх
Геннадий Краснов. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Геннадий Краснов. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсинер чӑваш кӗпине тӗрлеме ӗмӗтленет. Тӗрӗ ӑсталӑхне 76 ҫулти Геннадий Краснов Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта алла илнӗ.

Асӑннӑ центрти Пултарулӑх мастерскойӗнче вӑл Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе малтан чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнӑхнӑ, ҫак енӗпе тӗрлӗ техникӑна вӗреннӗ.

Арҫын малтан салфеткӑсем тӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗпе тӗрлеме ларасшӑн.

«Кӗпе ҫинчи пулас эреше суйласа илме Ирина Ковеза пулӑшрӗ. Вӑлах ҫипписене суйласа пачӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.

 

Страницӑсем: 1 ... 439, 440, 441, 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, [449], 450, 451, 452, 453, 454, 455, 456, 457, 458, 459, ... 3938
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 14

1938
87
Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1959
66
Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...