Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 19 почта уйрӑмне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӗсен проекчӗсем экспертиза витӗр тухнӑ. Ҫав йышра Патӑрьелти, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш, Пайкилт ялӗнчи почта уйрӑмӗсем пур. Мӗн юсӗҫ-ха вӗсенче? Алӑкӗсене, чӳрече блокӗсене, урайне, батарейсене, электро-, шыв тытӑмӗсене улӑштарӗҫ. Сусӑрсене кӗрсе тухма та май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() wp-s.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет. Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() leader-id.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Мастер коммуникаций» (чӑв. Коммуникаци ӑсти) конкурс иртӗ. Унта халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсем хутшӑнӗҫ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑри тата федераци шайӗнчи ӗҫ тӑвакан органсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе пӗрле ирттерет. Унта тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ организацисен специалисчӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес эрнере, Вӗрентекен кунӗ пулнине шута илсе, Чӑваш Енре пӗрремӗш «Халӑх вӗрентекенӗсене» палӑртӗҫ. Аса илтерер: ку хисеплӗ ята пама Олег Николаев Элтепер кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ. Тӳре-шара «Халӑх вӗрентекенӗ» ята тивӗҫнисене ӗҫ укҫи ҫумне окладӑн 40 процентне хушса тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Унӑн виҫине тата мӗнле тӳлемеллине вӗренӳ заведенийӗ хӑй палӑртӗ. Палӑртмалла: ҫак ята тивӗҫес тесен «Чӑваш Республикин хисепле учителӗ» е «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ят пулмалла, вӗсене илнӗренпе сахалтан та 5 ҫул иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() komsml.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, маттуррисене 2022 ҫулхи ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн палӑртнӑ. Хула округӗсенчен пӗрремӗш вырӑна Шупашкар хули тухнӑ. Ӑна 2,7 миллион тенкӗ грант парса хавхалантарӗҫ. Муниципалитет округӗсенчен Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Красноармейски — иккӗмӗш. Пӗрремӗшне ӑна 4 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшне — 3,2 млн тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() life.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре бензинӑн вӑтам хакӗ авӑн уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче 27 пус хакланнӑ. Халӗ унӑн пӗр литрне 55 тенкӗ те 92 пус парса туянмалла. «Аи-92» маркӑллӑ безинӑн вӑтам хакӗ 21 пус хакланнӑ, халӗ вӑл 51 тенкӗ те 62 пус тӑрать. «Аи-95» маркӑлли 23 пус хакланса 56 тенкӗ те 47 пуса ҫитнӗ; «Аи-98» хакӗ 56 пус ӳснӗ, 68 тенкӗ те 45 пус тӑрать. Дизель топливи 1 тенкӗ те 3 пус хакланнӑ, 64 тенкӗ те 99 пус тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ. Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. |
Хулара
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ. Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. Эсир вӗсемпе киленсе юлма ӗлкӗртӗр-и? |
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Тинехпи вулавӗсем» конференци иртӗ. Унта музейсенче ӗҫлекенсем ҫӗршывӑн 14 хулинчен пуҫтарӑнӗҫ. Кӑҫалхи Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине Мускаври Дарвин музейӗнчен, К.А. Тимирязев ячӗллӗ биологи музейӗнчен килсе ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти, Чикмери, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Глазоври, Елабугӑри, Кироври, Оренбургри, Самарти, Тольяттинчи, Ӗпхӳри музейҫӑсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() © shutterstock.com Кӗркунне пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем вӑя кӗнӗ. Ытти пайсене тӗрӗсленисӗр пуҫне ГИБДД ӗҫченӗсем малашне авто фарисем ҫинче хӳтлӗх пленки пуррине пӑхӗҫ, вӑл пулсан, ҫутӑна пач тӗксӗмлетмест пулин те, штраф ҫырса парӗҫ. Ҫӗнӗ правилӑсем тӑрӑх машинӑн фарисене нимӗнле майпа та «апгрейдлама» юрамасть. Ку йӗркене пӑссан водителе 500 тенкӗлӗх штрафлӗҫ, ҫакна КоАПӑн 12.5 статйин 3-мӗш пайӗнче ҫырса ҫирӗплетнӗ. Штрафланисӗр пуҫне автоинспекторсем йӗркене пӑсакан пленкӑна вунӑ кунран кая юлмасӑр сӳсе пеме ыйтӗҫ. Ку ӗҫе пурнӑҫламасан автомобиль тӳрех учетран тухӗ, водителе вара тата тепӗр 5 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса парӗҫ е 3 уйӑхлӑха правасӑр та хӑварма пултарӗҫ. Ҫакӑн пек ҫирӗп йышӑнӑва мӗнпе сӑлтавланине ӑнлантарса паман. Унччен малтан ӑнсӑртран чул таврашӗ лексе сиенлетесрен машина оптикине хӳтӗлени водительсене укҫа-тенке перекетлеме май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |