Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.rchuv.ruсӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Юмах патӗнче хӑнара» республикӑри конкурс иртӗ. Унта «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — анне чӗлхи) проекта пурнӑҫа кӗртекен шкул ҫулне ҫитменнисен орагнизацисенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ. Чӑваш халӑх е литература юмахне чӑвашла лартнӑ ӗҫсен тӑршшӗ 10 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Ролика ӳкерме тата монтаж тума видеокамерӑсемпе, фотоаппаратсемпе, компьютерсемпе палнштесемпе, карас телефонӗсемпе усӑ курма юрать. Видео сасси е унӑн субтитрӗсем чӑвашла пулмалла. Ӗҫсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑта Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. «Чувашия Благодарит» (чӑв. Чӑваш Ен тав тӑвать) ят панӑ пирӗн республика экспозицине. Чӑвашсем унта ытти пуянлӑхӑмӑрпа пӗрлех «Тухья» арт-объекта илсен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Хӗрсем пуҫа тӑхӑннӑ арт-объект ҫӳллӗшӗ — 6 метр. Ӑна алӑпа ӑсталанӑ, вӑл 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрать. Экспозицире мӗн пулса иртнине кура ҫутӑ тӗсӗ ылмашать. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен экспозиципе Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем: Раҫҫей халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Иван Иванов, Валентина Иванова, Геннадий Медведев тата Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Василий Николаев паллаштарнӑ. «Тӑванлӑх алтӑрне йӑтса» концерт хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ. «Мне бы в Чебы» икӗ кунлӑх ҫулсӳреве асӑннӑ тӑрӑхри хӗр ВДНХри куравра тивӗҫнӗ. Ирина Пиленкова пирӗн тӑрӑхӑмӑрӑн куравӗпе паллашма пынӑ 10 пинмӗш ҫын пулнӑ. Турпутевкӑсене ҫавӑн пекех «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗмсен кӗнеки) викторинӑна, «Открой бизнес в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре бизнес уҫ) вӑййа хутшӑнакансем хушшинче те выляттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайӗнчи культура ҫуртӗнче театр коллективӗсен республикӑри «Асамлӑ чаршав» IV-мӗш фестивалӗн гала-концерчӗ пулӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов (режиссёрӗ — Ольга Ерилеева) халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗнче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина халалланӑ. СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ ҫав фестивале А. Ахверина ҫырнӑ «Калуш кайрӗ Атӑла» пьесипе лартнӑ спектакльпе хутшӑнӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() astera.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӑванне пулӑшас тесе улталаннӑ. «Ватсап» мессенджерта ун патне тӑванӗнчен ҫыру килсе выртнӑ, ҫырура хӑйӗн ячӗпе илнӗ банк карттин сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫийӗнчен 30 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ. Арҫын малтан тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Унтан укҫана куҫарса панӑ. Кӑштахран хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та унӑн ватсапри аакаунтне такамсем ватни пирки асӑрхаттарнӑ. Сӑмах май каласан, аккаунта икӗ факторлӑ авторизаци витӗр кӑлармалла. Аккаунта урӑх хатӗртен кӗрсен е электрон почта ҫине ҫыру килӗ е ятарлӑ код. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль иртет. Ҫав вӑхӑтра чӑваш сцени ҫинче Азербайджан, Калмӑк, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи театрсен чи лайӑх спектаклӗсене курма май туса панӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ кун калмӑксем спектакль кӑтартнӑ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче — пушкӑртсем тата азербайджансем, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — ҫармӑссем. Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Крым тутарӗсем Александр Пушкинӑн «Бахчисарайский фонтан» поэми тӑрӑх Эдип Эмир лартнӑ драмӑна курма май пур. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тутарсем спектакль кӑтартӗҫ, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — чӑвашсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ СССР халӑх артистки, ӗмӗрне Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина пурӑннӑ Шупашкар хулинчи Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ҫуртра артистка ывӑлӗпе Атнер Хусанкайпа тата кинӗпе Гажидмапа 22 ҫул пурӑннӑ. Аса илтерер: Вера Кузьмина – пирӗн республикӑри паллӑран та паллӑ артистка. Чӑваш драма театрӗнче вӑл 74 ҫул ӗҫленӗ, ҫав ҫулсенче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ianed.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫаранҫырма ялӗнче пӗр арҫын теприн патне, сывлӑх енчен хавшакрахскер вӑл, кӗнӗ те эрех валли укҫа ыйтнӑ. Лешӗ пама хирӗҫленӗ. Хӑна тарӑхса кайнипе кӗпе-йӗм ҫакмалли канра ярса тытнӑ та сусӑра пӑвма пуҫланӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатсан хайхискер тарса ҫухалнӑ. Ҫав арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Малтанах республика хыснинчен ҫитес ҫул 11 клуба юсаса ҫӗнетме 100 млн тенкӗ пӑхса хунӑ. Анчах кайран ку виҫене пысӑклатма йышӑннӑ. Тепӗр 200 миллион тенкӗ хушнӑ. Ҫапла 2024 ҫулта клубсене юсама 300 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Сӑмах май, кӑҫал 156,8 миллион тенкӗпе 12 клуба юсаҫҫӗ. Кӑҫал 8 автоклуб туяннӑ. Ҫитес ҫул 5 автоклуб илме 45 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() a-ndo.ru сайтри сӑн 2024 ҫултан Раҫҫейре ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла йышӑннӑ РФ Патшалӑх Думи. Ку, кӑҫалхипе танлаштарсан, 18,5 процент пысӑкрах. Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫынсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлеме, тупӑшне ӳстерме пулӑшӗ. 2024 ҫулта ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пысӑкрах пулӗ. Кунашкалли - пӗрремӗш хут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |