Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2005-2015 ҫулсенче Улатӑр хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Марискина Улатӑр хулин хисеплӗ ҫыннин ятне панӑ. 2018 ҫулта ӑна коррупцишӗн судпа айӑпланӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл подряд организацине нимшӗн-мӗншӗн хыснаран 1,1 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫламан та. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ултавшӑн та айӑпланнӑ. Суд Михаил Марискина юсанмалли колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑн: "Арҫын, тавара тавӑрса пар!" - тесе чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра полици капитанӗ Валерий Горшков ӗҫ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Хӗрарӑм кӑшкӑрнине кура вӑл та арҫын хыҫҫӑн чупнӑ. Хайхискере тытса чарнӑ. Арҫын лавккаран пӗр ещӗк сӑра вӑрласа тухнӑ иккен. Ҫав кун вӑл ҫак лавккаран темиҫе хут та тавар йӑкӑртма тӑнӑ иккен. Палӑртмалла: 33 ҫулти арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальлӗхе ӑна, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра, тухса ҫӳреме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре ӗҫ укҫи ӳссех пырать. Ҫапла пӗлтерет Росстат. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑтам шалу 40 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кӑҫал ҫав уйӑхра вара вӑтам ӗҫ укҫи 49195 тенкӗ пулнӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнчи 5 регионтан иртсе кайнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: пирӗн республикӑри вӑтам шалу виҫи 9 уйӑх ӗнтӗ 40 пин тенкӗрен ытларах. Танлаштарма: 2020 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 31844 тенкӗпе танлашнӑ, 2021 ҫулта - 35798 тенкӗпе, пӗлтӗр вара - 41216 тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗсем Йӑлӑмра правасӑр яш инкеке лекнӗ. Мотоциклпа пыраканскер руле ҫултан айккинелле пӑрса янипе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Каччӑ суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Аманнӑскер унта сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
pravdapfo.ru ҫӑлкуҫри материалсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш. Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
youtube.com сайтри сӑн Шупашкарта троллейбус водительне ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1,75 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫана арҫын кредит илнӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне "Мускаври йӗрке хуралҫи" шӑнкӑравланӑ. Шупашкарти 38 ҫулти арҫын та самай пысӑк укҫасӑр юлнӑ. Хӑйӗнпе "Тӗп банк ӗҫченӗ" тесе паллаштарнӑ арҫын ӑна пухнӑ 755 пин тенкине урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне кредит илтернӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Халӑх тетелӗнчи Светлана Васильева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче ҫӗнӗ аллея уҫӑлнӑ. Сывлӑшпа десант ҫарӗнче пулнисем маларах «Никто, кроме нас» (чӑв. Пирӗнсӗр пуҫне никам та) стела вырнаҫтарнӑ, моряксем — якорь евӗрлӗ «Защитникам морских рубежей» (чӑв. Тинӗс чиккисен хӳтӗлевҫисене) стела тата Андреев ялавне. Митинга вырӑнти хастарсем, «Сияние» тата «Ҫӑлкуҫ» ташӑ тата пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
putpobedy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ. Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать. Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ. «Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине Артём Йовенкӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Артём Романовича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Грани" хаҫат архивӗнчи сӑн Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлара. Кӑҫал та сасӑлав пулнӑ. Унта 7 ҫын хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал ҫак хисеплӗ ята кам тивӗҫӗ-ха? 2002-2010 ҫулсенче Шупашкар мэрӗ пулнӑ Николай Емельяновшӑн чи нумай ҫын сасӑланӑ. Вӑл 2066 сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе сасӑлава 4420 ҫын хутшӑннӑ. Николай Емельянов хальхи вӑхӑтра Шупашкарти «Водоканалта» директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗнче ӗҫлет. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |