Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
"Ҫыхӑнура" канашлуран илнӗ сӑн
"Ҫыхӑнура" канашлуран илнӗ сӑн

Республикӑра автоклубсем пурри пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал тата ҫитес ҫул тепӗр 10 автоклуб туянасси пирки пӗлтернӗ.

Палӑртмалла: кӑҫал Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсенче виҫӗ автоклуб ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем – ПАЗ автобуссем ҫинче. Автоклубсем пулӑшнипе 80 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Унччен автоклубсем Патӑрьел тата Канаш районӗсенче кӑна пулнӑ.

Канашлура Элтепер районсенче культура объекчӗсене ҫӗклени, юсаса ҫӗнетни пирки те каланӑ.

 

Политика
kanashen.ru сайтри сӑн
kanashen.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра патшалӑх служащийӗсем валли награда ҫирӗплетӗҫ. Вӑл «Чӑваш Республикинчи патшалӑх граждан службинче лайӑх ӗҫленӗшӗн» уйрӑм паллӑ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра Элтеперӗн ҫак хушӑвне сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл коррупципе кӗрешекен экспертиза витӗр тухать.

Элтепер администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кунашкал награда 6 регионта пур: Мари Элте, Удмуртире, Мордва Республикинче, Чулхула, Самар тата Пенза облаҫӗсенче.

Палӑртмалла: республикӑра 1,5 пине яхӑн патшалӑх служащийӗ шутланать.

 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: Sputnik / Валерий Мельников
Ҫӑлкуҫ: Sputnik / Валерий Мельников

Китайра 25 ҫултан кӗҫӗнрех кинсене ытларах ҫуратчӑр тесе укҫан пулӑшӗҫ.

Чаншань уесӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсене, качча тухакан хӗр 25 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, пӗр пин юань (13,3 пин тенке яхӑн) тӳлӗҫ. Sky News ҫырнӑ тӑрӑх, ҫапла майпа ҫамрӑксене ҫемье ҫавӑрса ача ҫуратма хавхалантарасшӑн.

2022 ҫулта Китайра пурӗ 6,8 миллион ҫӗнӗ мӑшӑр регистрациленӗ — 1986 ҫултанпа кунашкал пӗчӗк кӑтарту пулман. Хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ карьера тӑвас тесе тата ача-пӑча пӑхса ӳстерме нумай тӑкаклама тивнӗрен ачаллӑ пуласшӑн мар.

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра вӗлтрен кайӑксене те ырламаҫҫӗ. Урӑхла каласан, туйсен шучӗ чакни ачасем сахалрах ҫурални ҫине те тӳрремӗн витӗм кӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/wedding-reward/
 

Ӑслӑлӑх
Ҫӑлкуҫ: Дзенри «Твой внутренний голос» канал
Ҫӑлкуҫ: Дзенри «Твой внутренний голос» канал

Ӑсчахсем тӗпчевсем ирттернӗ те пач урӑх кӑмӑллисем чӑннипе пӗр-пӗрин патне туртӑнманнине тупса палӑртнӑ. Чылай мӑшӑрӑн пӗрешкел туртӑмсем пур иккен, вӗсен шутне политикӑллӑ шухӑшлав, вӗренӳ шайӗ, эрех-сӑрапа иртӗхме пултарнисем те кӗреҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсем романтика хутшӑнӑвӗсене халалланӑ 200 ытла статьяна тишкернӗ. Вӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, 82% пуҫласа 89% таран мӑшӑрсен пӗрешкел енӗсем пулнӑ, 3% ҫеҫ пӗр-пӗринчен чылай уйрӑлса тӑнӑ.

Унтан психологсем 80 пине яхӑн мӑшӑра ҫӗнӗрен тишкернӗ. Вӗсен те чылай енӗпе пӗрпеклӗх тупӑннӑ, ҫав шутра политикӑпа тӗн тӗлӗшпе пӗрешкел шухӑшлани, вӗренӳ шайӗ тата IQ кӑтартӑвӗ те.

Тӑтӑшрах палӑракан уйрӑмлӑхсен шутне ҫӳллӗш, йывӑрӑш тата сывлӑх тӗлӗшӗнчен уйрӑлса тӑни кӗнӗ. Ҫавӑн пекех экстравертсем ытти экстравертсемпе сахалрах хутшӑну йӗркеленӗ, интровертсем вара хӑйсем пеккисене тиркесех кайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/opposites-not-match/
 

Персона
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ара Мишши (Михаил Краснов) ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

«Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн кирек хӑш ӳсӗмри вулакансем валли те илемлӗ кӑларӑмсем пичетленсе тухрӗҫ. Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хускатать: тӑван чӗлхене упраса хӑварасси, атте-аннене хисеплесси, асатте-кукаҫи ҫӗрне манса каймалла марри... Чӑваш литературинче хӑйӗн вырӑнне тата вулаканне тупрӗ теме пулать ун ҫинчен», — пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.

Ҫыравҫӑна Чӑваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Юрий Сементер, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Анатолий Кибеч, Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫисем, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Валентина Тарават, Николай Ларионов тата ыттисем саламланӑ.

Уявра Ара Мишшине Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ ята тата Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин хисеплӗ паллине парса чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall332305213_1931
 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫулла типӗ килчӗ. Кун пекки 2010 ҫултанпа пулман. Кӗркуннерен вара мӗн кӗтмелле?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне ытти чухнехинчен ӑшӑрах килме пултарать. Ҫумӑр вара нормӑпа килӗшӳллӗн ҫӑвӗ.

Ҫитес виҫӗ кунра ҫумӑрлӑ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Вырсарникун вара каллех ӑшӑтать. Ҫитес эрнере 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Авӑн уйӑхӗ ҫакнашкал пулас шанчӑк пур. Кун пекки – питӗ сайра тӗл пулакан пулӑм.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш юр юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫумӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 12-13 сантиметра ҫитме пултарать.

 

Республикӑра
Транспорт прокуратури тунӑ сӑн
Транспорт прокуратури тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 19 сехетре Канашра хоппер йышши тӑхӑр вакун рельсран тухса кайнӑ. Ку, ахӑртнех, тиев ӗҫӗсене тӗрӗс мар йӗркеленипе пулса тухнӑ.

Станци ертӳлӗхӗ вакунсем рельсран тухса кайнине вӑрттӑнлӑхра хӑварма шутланӑ. Анчах тепӗр ирхине вырӑна вакунсене тӑратма пулӑшакан пуйӑс чӗнсе илнӗ. Ҫавна май ку пулӑм пирки ыттисем те пӗлнӗ.

Вырӑна транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи ҫитнӗ. Ведомство ӗҫ-пуҫа тишкерӗ.

 

Персона
hypar.ru сайтри сӑн
hypar.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри паллӑ кинорежиссер, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Леонид Трифонов 75 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне пӗтерсен хӑюлӑх пухса Ленинградри музыка театрӗн тата кинематографин институтне вӗренме кӗнӗ. Кайран вӑл Чӑваш академи театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫамрӑк актер уҫӑ сассипе уйрӑлса тӑнӑ.

Тӗслӗ телевидени станцине уҫсан Леонид Трифонов ҫутҫанталӑка тухса спектакльсем ӳкерме пуҫланӑ. «Йӑлтах чӑн-чӑн кинори пек пулмалла», - ҫапла калама юратнӑ Леонид Трифонов. Артистсене те, сӑнарсене те профессионаллӑ ӗҫлеме ыйтнӑ. Унӑн пултарулӑхӗнче аутенциллӗ фильмсем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Уяв», «Осеннее пиво», «Жертвоприношение», «Мӑнкун». Вӗсене Самарти этнографпа Екатерина Ягафовӑпа хатӗрленӗ.

Трифонов Леонид Павлович 1948 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын палламан ҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ун тӗлӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн, ҫавна пула ҫын вилнӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 1 сехет ҫурӑра 37 ҫулти арҫын вырӑнти кафесенчен пӗринче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй унччен палламан ҫынпа харкашма тытӑннӑ. 34 ҫулти арҫын тусӗсемпе пулнӑ. Унтан ҫавсем урама тухнӑ. Ҫавӑнпа тавлашу малалла тӑсӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне 37-ри арҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларса та 34-рине хырӑмӗнчен чикнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын сиплев учрежденийӗнчи реанимацире ҫав кунах вилсе кайнӑ.

 

Хулара
novyefoto.ru сайтри сӑн
novyefoto.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ.

Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур.

Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.

 

Страницӑсем: 1 ... 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, 411, 412, [413], 414, 415, 416, 417, 418, 419, 420, 421, 422, 423, ... 3841
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Пуш, 01

1901
124
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
35
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...