Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канашри ӗнер ҫур ҫӗрте виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫемье коридорта ҫулӑм ҫатӑртатнипе вӑранса кайнӑ. Ҫавна май вӗсем алӑкран тухайман, хӗрарӑм ачисемпе тепӗр пӳлӗме кӗрсе пытаннӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем амӑшне тата 6-ри, 11-ти ачисене урама илсе тухнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Пушара 10 минутран сӳнтернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра ҫанталӑк ҫара ҫӗр ҫинче сивӗтрӗ. Ырантан вара хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӑ.

Юпан 16-мӗшӗнче, юнкун, республикӑн кӑнтӑр енче йӗпе юр ҫума пултарать. Ытти районта ҫумӑр ӳкӗ.

Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрласерен 2-4 градус кӑна ӑшӑ пулӑшӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле тӑм ӳкӗ.

Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех самаях сивӗтӗ.

 

Хулара
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм качакине ҫухатсан ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтнӑ. Выльӑха шыранӑ та тупнӑ - вӑл шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ иккен.

Ҫӑлавҫӑ ятарлӑ снаряжени пулӑшнипе аяла аннӑ та качакана ирӗке кӑларнӑ. Выльӑх йӗркеллех, ӑна хуҫине панӑ.

Хӑрушӑ шӑтӑк пирки вара тивӗҫлӗ службӑна пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем комета вӗҫнине сӑн ӳкернӗ. С/2023 А3 ятлӑскер паян Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхра вӗҫсе иртет, ҫавна май ӑна ятарлӑ аппаратсӑр, ахаль куҫпах, курма пулать.

Палӑртмалла: ҫак комета юлашки 25 ҫулта чи ҫутти пулнӑ. Кӗҫех комета курӑнми пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл майӗпен ҫуттине ҫухатса пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/101127
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Эконом ялӗнче канмалли питӗ илемлӗ вырӑн пур. Вӑл - «Хӑтлӑ картиш».

Ӑна Валентинӑпа Юрий Русковсем хута янӑ. Кунашкал кану вырӑнӗ пирки вӗсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кивӗ фермӑна туянсан ӗмӗтне пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Халӗ унта - мунча, икӗ хӑна ҫурчӗ, банкет залӗ тата пулӑ тытмалли пӗве. Русковсем экзотикӑллӑ чӗрчунсен зоопаркне уҫасшӑн. Хальлӗхе уна понисем, чӑхсем, кӑрккасем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17435
 

Пӑтӑрмахсем
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Атӑлта паян 63 ҫyлти арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.

Арҫын вӗрсе хӑпартнӑ кимме ларса пулӑ тытнӑ иккен. Кимме Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче асӑрханӑ, хуҫин виллине – Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче.

Малтанлӑха шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын кимӗрен тухса ӳкнӗ. Ҫапах та инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/14584
 

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Турханкасси ялӗнче «Чӑваш ялӗн илемӗ» округри фестиваль-конкурс иртнӗ.

Лидия Филиппова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна юпа уйӑхӗнче уявлакан Ял хӗрарӑмӗсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.

Фестиваль-конкурса 7 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсене хавхалантарма вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра округ пуҫлӑхӗ Владимир Петров та, пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_1967
 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра Марина Карягинӑн «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекине хакланӑ. Мероприяти унти Литераторсен ҫуртӗнче иртнӗ.

Юра уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вара Шупашкарта, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, кӗнеке презентацийӗ иртӗ. Унта икӗ кӗнекепе паллаштарӗҫ: «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи».

Кӗнеке премьерине литераторсем, наука, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, вӗрентӳре тӑрӑшакансем пуҫтарӑнӗҫ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_5422
 

Культура
https://vk.com/wall-35906750_220219 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-35906750_220219 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Кӳкеҫ посёлокне 1745 ҫулта йӗркелесе янӑ. Район центрӗ аталанса-илемленсе пырать.

Кӳкеҫре кӑҫал нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта чӑваш эрешӗпе илемлетрӗҫ. Посёлок логотипӗллӗ сумкӑсем те кӑларнӑ.

«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫӗн общество канашӗ» пабликра ҫав логотиплӑ сумкӑсемлӗ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Ун пек сумкӑпа пӗр пике Арменири Ереванта сӑн ӳкерӗннӗ, каччӑ вара — Грузири Батуминче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_220219
 

Персона
Машина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Машина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть Марина Карягина поэтӑн тата драматургӑн икӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

«Ҫак кунсенче харӑсах «йӗкӗрешлӗ» пултӑм темелле пуль: икӗ «Ача» кун ҫути курчӗ.

«Ҫӗн Кун ачи» кӗнекере — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ пьесӑн тулли варианчӗ, «Эреш-мен» пьеса-юмах тата тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусем.

«Ачаш ача» кӗнекере – шкул ҫулне ҫитменнисене тӗрлӗ сасӑсене тӗрӗс калама пулӑшакан сӑнарлӑ сӑвӑсем. Палиндромсем те пур (кӗнекен ячӗ те – палиндром). Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли – уйрӑм пай», — хыпарланӑ автор «Контактра».

Кама кӑсӑклӑ - ыйтма пултаратӑр.

Ӳнерҫисем - Наталия Андреевӑпа Георгий Фомиряков.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_5396
 

Страницӑсем: 1 ... 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, [400], 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, ... 4144
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...