Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
«Хавхалану» клубӑн сӑнӳкерчӗкӗ
«Хавхалану» клубӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубӑн черетлӗ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.

Поэтсен тата сӑвӑ вулама е итлеме юратакансен мероприятийӗ

15 сехетре пуҫланӗ.

Клуб ларӑвӗн иккӗмӗш пайӗнче Михаил Сунталӑн (1945-2021) пултарулӑхне аса илсе унӑн сӑввисене те вулӗҫ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пурӑннӑ пулсан Сарри Мишши кӑҫал 80 ҫул тултарӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall169668988_6818
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗнче «Эхо войны» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ахрӑмӗ) балладӑпа паллаштарӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Проекта театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов вӑрҫӑ мӗнне пӗлекен поэт-классиксен сӑввисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.

Балладӑри пластикӑшӑн явапли — Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Рамиза Мухаметшина яваплӑ. Ӗпхури балетмейстерпа тетар унччен те пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Спектакле илемлетекенни — Дмитрий Михайлов.

 

Ҫул-йӗр

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.

Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.

Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче килсӗр-ҫуртсӑр, пӗр документсӑр-мӗнсӗр ҫынна паспорт туса панӑ, кӗҫех ӑна интерната вырнаҫтарӗҫ.

Килсӗр-ҫуртсӑр, пӗр документсӑр ҫын кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне лекнӗ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна урама кӑларса яраймӑн. Унтисем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӗлтернӗ.

Арҫынна халӗ паспорт туса панӑ. Документа туса пама Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗпе ӗслекен управленийӗ пулӑшнӑ, патшалӑх пошлинине тӳлеме чиркӳ укҫа уйӑрса панӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӑрҫӑ вететарнӗсемпе тыл ӗҫченӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ.

А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш Енри кадет корпусӗнчи мероприятие 17 ватта чӗннӗ. Пӗтӗмпе вара ун пек медальпе республикӑри 2574 ҫынна чыслӗҫ.

Медале тивӗҫнисенчен пӗри, Тамара Даниловская, Олег Николаева сӑвӑ вуласа панӑ. Тверь облаҫӗнчи ялта ҫуралнӑ хӗрарӑм колхозра лашапа ӗҫленӗ, уйсене сӳреленӗ. Кайран Шупашкарти 5-мӗш стройтрестра аслӑ экономистра ӗҫленӗ.

 

Культура

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи «Ял ӗҫченӗ» хаҫӑт 90 ҫул тултарнӑ.

Пӗрремӗш номере А. Каховский яваплӑ редактор ала пуснӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат эрнере виҫӗ хутчен, икшер полосапа, тухса тӑнӑ. Кӑларӑмӑн теп тӗллевӗ — коллективизацие хӑвӑртлатасси. Хаҫат ҫавна май «Большевикла колхозшӑн» ятпа пичетленнӗ.

Унтан «Сталин ялавӗ» те, «Ленинец» та пулнӑ. 1966 ҫулта вӑл «Ял ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.

 

Вӗренӳ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче халӗ трактористсене те хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта трактородрома ҫӗнетнӗ, свидетельство илнӗ.

Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, экзамен иртнӗ. 20 кандидатран 10-шӗ ӑна ӑнӑҫлӑ тытнӑ, удостоверени илнӗ.

Палӑртмалла: техникумра тракторист специальноҫне студентсем кӑна мар, ыттисем те илме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12960
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Республикӑри ял спорчӗн вӑййисем иртӗҫ. Ӑмӑртусем Красноармейски тата Ҫӗрпӳ округӗсенче пулӗҫ.

Унта хутшӑнакансем йӗлтӗрпе чупса, пневматика винтовкинчен персе, шахматла, шашкӑлла выляса тата ыьти ӑмӑртура тупӑшӗҫ. Механизаторсен виҫӗ енлӗ кӗрешӗвӗ те пулӗ.

Чи лайӑх команда Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисене хутшӑнӗ. Вӑл Барнаулта пуш уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_129668
 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.

Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче тепӗр троллейбус кӗҫех ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ку хӑҫан пуласси паллӑ марччӗ.

Халӗ паллӑ: 61-мӗш маршрута нарӑсӑн 21-мӗшӗнче ҫула ярӗҫ. Вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ.

Аса илтерер: икӗ хула хушшинче 2024 ҫулхи ҫулларанпа 62-мӗш троллейбус ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_420081
 

Страницӑсем: 1 ... 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, [411], 412, 413, 414, 415, 416, 417, 418, 419, 420, 421, ... 4242
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Ҫурла, 30

1905
121
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫуралнӑ.
1975
51
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри вилнӗ.
1976
50
Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минералоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
1991
35
«Хыпар» хаҫат хӑйӗн малтанхи ятне тавӑрнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...