Ҫитес эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет.
Ҫавна май Чӑваш Ене Пушкӑртстанран та хӑнасем килсе ҫитнӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пушкӑрт ӑсчахӗсем Константин Ивановӑн тымарӗсем Чӑваш Енри Пайкилтрен пулнине палӑртнӑ. Каярахпа сӑвӑҫӑн ватӑ аслашшӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнне те тупса палӑртнӑ.
Халӗ вара Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилтпе хӑйне евӗр туслӑх кӗперӗпе ҫыхӑнна теме юрать.
Agabazar // 3031.45.5609
2025.05.24 09:46 | |
![]() |
Çавнашкал професси пур — ăславçă. Слакпуç ялне пуçлакансем хушшинче тĕрлĕ ялсен çыннисем пулнă. Кунта вара Константин Ивановăн несĕлĕ пирки сăмах пырать. Поэтăн тĕпри несĕлĕ Канаш районĕнчи Пайкилтрен теме пулать. |
Лешкукша // 1800.33.0287
2025.05.28 17:02 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. |