Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче тракторист сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн тракторӗ айне пулнӑ. Ҫав кун «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче 15 сехетре 34 ҫулти арҫын удобрени пушатнӑ чухне хӑйӗн тракторӗн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫе Ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын пӗве хӗррине пулӑ тытма кайнӑ. Анчах вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман - путса вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сӑмах май, ун пек инкек унччен Вӑрнар районӗнче те пулнӑ. Унта та арҫын пулла кайсан путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ливин Хӗрлӗ Ҫурма Уйӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн 11 000 яхӑн ҫын вилнӗ, тепӗр 20 пине яхӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Асар-писер ҫанталӑк пӗвесене аркатнӑ, ҫыран хӗррине тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Даниэль ятлӑ шторм Африкӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ ҫӗршыва вырсарникун ҫӗрле хупӑрласа илнӗ, темиҫе сехет иртсен Вади Дерна юханшыв ҫинчи икӗ пӗве ҫутҫанталӑк вӑйне чӑтайман, ишӗлнӗ. Пуринчен ытла Дерна ятлӑ портлӑ хула сиенленнӗ, унта 90 000 яхӑн ҫын пурӑнать. 11 000 вилнӗ ҫынсӑр пуҫне темиҫе пин ҫынна тинӗселле юхтарса кайни ҫинчен те пӗлтереҫҫӗ, вӗсен шӑпи паллӑ мар. Аль-Байда медицина центрӗн директорӗ The Guardian хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк пулӑмӗ мӗнпурӗ 20 пин ҫын пурнӑҫне татма пултарнӑ. ПНО тӗп секретарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра ҫутҫанталӑк инкек кӑларса тӑратма пултарасси пирки вӑхӑтлӑ систерме пултаракан системӑсем пулнӑ пулсан инкек масштабӗ пӗчӗкрех пулӗччӗ. Ливи парламенчӗн председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вара правительство катастрофӑна сирсе ярас тӗлӗшпе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Дерна тата Бенгази хулисене юсаса ҫӗнетме патшалӑх 2 млрд динар (412 миллион АПШ долларӗ) уйӑрма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультечӗ театр пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалласа пӗрмаях ҫавра сӗтелсем йӗркелет. Кун пирки асӑннӑ учрежденире пӗлтереҫҫӗ. Хальхине, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнине, чӑвашсен профессилле театрне йӗркелесе янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавра сӗтелте паллӑ драматургӑн, тӑлмачӑн, актёрӑн, режиссёрӑн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, СССР Писательсен союзӗн пайташӗн сумлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхне тарӑннӑн тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Саранскра спектакль кӑтартнӑ. Мордва Республикинчи наци драма театрӗнче Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв. Театр кӗркунни) фестивалӗ пырать. Чӑваш артисчӗсем Юхма Мишши ҫыравҫӑн повеҫӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Бориса Манджиев лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кӑтартнӑ. Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль тӳрисем чӑвашсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Сценографипе хореографи тивӗҫлӗ», - тенӗ театр критикӗ Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ Китай тухтӑрӗсем ачасене пулӑшӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыври делегаципе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова тӗл пулнӑ. Китайри тухтӑрсем сывлӑх енчен хавшак ачасене реабилитаци тухма пулӑшасшӑн. Аякри специалистсене республика Правительствипе Раҫҫейӗн ача-пӑча фончӗ алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫланӑ май йыхравланӑ. Ачасен реабилитаци центрӗнче сипленекенсене Ли Шенкунь профессор тата ытти специалист тӗрӗслӗҫ. Сывлӑхне кура хӑш-пӗр ачана Китайра сиплеме направлени парӗҫ. Унта кайса килме хӑтланса ҫул ҫинче тӑкакланнине Раҫҫейӗн ача-пӑча фончӗ саплаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ. Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Тепӗр майлӑ каласан республикӑри тата муниципаитетри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Республикӑн Спорт министерствинче билетсемпе вырӑнсене малтанах йышӑнса хума сӗнеҫҫӗ. . Республикӑра пурӑнакансем бассейнсемпе, спорт лапамӗсемпе, тренажерсемпе тата фитнес-залсемпе, катоксемпе тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Строительство министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл унччен Канаш администрацийӗнче вӑй хунӑ. Министр ҫумӗ Екатерина Филиппова пулса тӑнӑ. Екатерина Филиппова – 40 ҫулта. Вӑл Канаш администрацийӗнче йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Строительство министерствинче вӑл ЖКХ тытӑмне ертсе пырӗ. Хальхи вӑхӑтра строительство министрӗн Михаил Коледан /вӑл та ку пукана нумаях пулмасть йышӑннӑ/ тӑватӑ ҫум: Владимир Максимов, Алена Протасевич, Алена Александрина, Екатерина Филиппова. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ӗҫрен кайнӑ. Халӗ вӑл – «Чӑвашэнерго» пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӳре-шара «Пехет» агромаркет кӑҫалах уҫӑлассине пӗлтернӗччӗ. Унта фермерсем хӑйсен продукцине сутма пултарӗҫ. Агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Лавккан дизайнӗпе концептне ҫулла хатӗрленӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 8 павильон, фермерсем валли 76 вырӑн пулмалла. Агромаркета тӳрех 1050 ҫын кӗрейӗ. Унта канмалли кунсенче апат хатӗрлессипе ӑсталӑх класӗсем иртмелле. Анчах агромаркет кӑҫал уҫӑлмӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна 2024 ҫулта 2-мӗш кварталта уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |