Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм авиабилет туянас тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хӗрарӑмӑн хӗрӗ тахҫантанпах ют ҫӗршывра пурӑнать иккен. Амӑшӗ ун патне кайса курас тенӗ. Авиабилет сутакан тӗрлӗ интернет-сайтсене тишкернӗ хыҫҫӑн хак илӗртекен пӗлтерӗве асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ менеджерӗсемпе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн лешсем ӑна билет туянассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Телеграма» кӗрсе сӳтсе явма сӗннӗ. Ҫула тухмалли куна тата вӑхӑта кӑтартнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма билет хакне тӳлеме сӗннӗ. Банк картти ҫинчен 9300 тенкӗ касса кайнӑ хыҫҫӑн билет сутакансем хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Канаш" хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Ҫӗр ҫинче мӗн вӑйлӑ? Что сильнее всего на свете?» сӑрласа илемлетмелли юмах пичетленсе тухнӑ. Ӑна икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — кун ҫути кӑтартнӑ. Юмаха вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, Екатерина Васильева художник кӑларӑма илемлетнӗ. Кӗнеке валли материалсене Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ. Сӑмах май май каласан, юмаха чӑваш пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине тӗпчекен Никита Романов этнограф Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи Шарпаш ялӗнче 1951 ҫулта ҫырса илнӗ иккен. Ӑна Опраньох ятлӑ мучи каласа панӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ. Кун пирки статья авторӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. «Чӑвашри репресси» ятлӑ статьяна Елена Нарпи Бюлент Байрам ӑсчахпа пӗрле ҫырнӑ. Ҫав ӗҫе Турцире тухнӑ «Тӗрӗк тӗнчинчи репресси» пичетлесе кӑларнӑ. «Ку кӗнекере тӗрӗк чӗлхиллӗ чылай халӑхӑн синкерлӗ саманара шар курнӑ культура, тӗн, ӑс-хакӑл ҫыннисен пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Кӗнекере 700 ытла страница, ӑна тӗслӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, чаплӑ хут ҫинче пичетленӗ. Пирӗн халӑхӑн ХХ ӗмӗрти синкерлӗ шӑпин пӗр пайне ҫак кӗнекере ҫутатса паракан Бюлент Байрама чун-чӗререн тав тӑватӑп!» — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен велосипедсем ҫухалма тытӑннӑ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче-ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ урапаллӑ транспорт хатӗрӗ ҫухаличчен урампа велосипедлӑ каччӑ иртсе кайнӑ. Кӑштахран йӗрке хуралҫисен аллине 21 ҫулхи каччӑ ҫакланнӑ. Ун килӗнче вӑрланӑ тӑватӑ велосипеда тупса палӑртнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шурпашкарти Хӗрлӗ тӳремре концертпа йӑла-йӗрке программине ирттереҫҫӗ. Вӑл — «Улах». Ӑна «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» фестивальпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Улах — чӑвашсен авалхи йӑли. Унта хӗрсем пухӑнса ал ӗҫӗпе аппаланнӑ: хӗр тупри хатӗрленӗ е пулас ачи валли кӗпе-йӗм тӗрленӗ. Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑвасшӑн. Кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче (вӑл 15 хутлӑ) хӗрарӑм виллине тупнӑ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансем ӑна никам та паллайман. Хӗрарӑм 30-35 ҫулсенчи пек курӑннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм миҫемӗш хутран ӳкни паллӑ мар. Анчах, ахӑртнех, чылай ҫӳллӗ ҫӗртен персе аннӑ, мӗншӗн тесен подъезд тӑрри самаях авӑннӑ. Вырӑна полицейскисем, суд-медицина экспертизин ӗҫченӗсем ҫитнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Правительствин кивӗ ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе 2025 ҫул тӗлне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн строительство министрӗ Павел Данилов «Правде ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ. Ҫав ҫурт 10 ҫул пушӑ ларать. Ҫуркунне юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫурт, сӑмах май калсан, федераци пӗлтерӗшӗллӗ культура эткерлӗхӗ шуитланать. Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ӗҫсене 430 миллион тенкӗлӗх туса ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шалти ӗҫсене кӳлӗнмелле. Реконструкцие 2025 ҫулта вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
chges21.rchuv.ru сайтран илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствин «Чувашские государственные электрические сети» (чӑв. Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсем) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине реорганизацилӗҫ. Ун ҫумне «Республиканские электрические сети» (чӑв. Республикӑн электричество сечӗсем) патшалӑх унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ. Республикӑн электричество сечӗсем мӗнпур пурлӑхӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсене куҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри министра орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Пысӑк шайри хисепе республикӑн физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров тивӗҫнӗ. Василий Владимировича «Чӑвш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслӗҫ. 106-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Василий Петров 1963 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Новосибирск хулинче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнче вӗреннӗ. «Успех» сывлӑх центрӗнче тренер-преподавательте ӗҫленӗ, «Техцентр» организацире директор пулнӑ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑн Спорт министерствинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи ферма территорийӗ ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Ферма ҫывӑхӗнчи уй ирхи 9 сехет ҫурӑра ҫунма пуҫланӑ. «Тен, хуралтӑ таврашӗсем те сиенленнӗ. Унта вӑйлах ҫунать», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |