Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Стронций титаначӗн ярӑшлӑхне 400 хут ӳстернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.11.2013 13:13 | 1470 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх Стронций титаначӗ
Стронций титаначӗ

Вашингтон университетӗнчи (АПШ) физиксем стронций титаначӗн кристалӗнче ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. фотопроводимость) асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ӑнсӑртран уҫнӑ иккен — университет сайчӗ ҫапла пӗлтерет. Ку пулӑма стронций титаначӗнче унччен сӑнаман имӗш, пуласса та шутламан.

Фотоярӑшлӑх — ҫурмаярӑшсен (выр. полупроводник) уйрӑмлӑхӗ, пӗр-пӗр материал ҫине ҫутӑ ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Витӗмӗ ҫакнашкал: фотонсем япалашри электронсене хускатаҫҫӗ, заряда куҫаракансен йышӗ ӳснӗрен ярӑшлӑх та пысӑкланать. Фотоярӑшлӑхпа тӗрлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, копилекен аппаратсенче.

Ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. Устойчивая фотопроводимость) — хальтерех уҫнӑ пулӑм. Вӑл фотоярӑшлӑхӑн пайӑр уйрӑмлӑхӗ шутланать, пӗр-пӗр япалаша пӗчӗк тапхӑр ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ нумайлӑха тӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ.

Стронций титаначӗ фотоярӑшлӑхне тӗпченӗ чухне ӑсчахсем ҫак япалан ҫирӗп ярӑшлӑхӗ валли пӳлӗм ӑшши те ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. 10 минут ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн фотоярӑшлӑхӗ 400 хут ӳсни темиҫе куна тӑсӑлнӑ иккен. Ку виҫе пӗчӗк мар имӗш, ҫавӑнпа та малашне тен стронций титанатне компьютер хатӗрӗсене ӑсталанӑ ҫӗрте те усӑ курма пулӗ. Сӑмахран, компьютер асӑмӗ (выр. память) валли.

#ӑслӑлӑх, #тӗпчевсем, #компьютерсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем