Ҫавалкас (выр. Сявалкасы) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен ял. Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.
Илепер юханшывӗн ҫыранӗсенче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 82 км, район тӗпне (Вӑрнар) ҫитме — 21 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 21 км. Ял витӗр асфальтлӑ ҫул иртет.
XVII—XVIII ӗмӗрсенчи архив докуменчӗсенче Толи-касы (Кивҫурт Мӑрат ялтан тухнӑскер) пек палӑртнӑ. XIX ӗмӗр — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче — Пӗрремӗш Мӑрат ялӗн (хальхи вӑхӑтра Кивҫурт Мӑрат) ялтан тухнӑскер. Историри ячӗ — Сявал-касы-Мурат (Ҫавалкас Мӑрат).
Кунта пурӑнакансем 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, пичке тӑвасси, ҫӗвӗҫ тата атӑ-пушмак ӗҫӗсем. 1894 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. 1931 ҫулта «Ҫутталла» колхоз йӗркеленнӗ.
Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1925 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Кӗҫӗн Явӑш вулӑсне, 1925—1927 ҫулсенче — Ҫӗрпӳ уесӗн йышне кӗнӗ, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗччен тата 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа — Вӑрнар районӗн йышӗнче, 1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗччен — Калинино районӗн (хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗ) йышӗнче пулнӑ.
Ял канашӗ: 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫавалкас ял канашӗ.
2004 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлнелли даннӑйсем тӑрӑх — 134 кил, 373 ҫын. Наци йышӗ — чӑвашсем.
Ялта шкул, ача пахчи, клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, Ветерансен ҫурчӗ, ветеринари участокӗ, спорт лапамӗ, тӑватӑ магазин пур. Яла газ кӗртнӗ (85 кил). Ял витӗр асфальтлӑ ҫул иртет.
2010 ҫулта К. Маркс ячӗллӗ ЯХПК ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 