Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Республикӑра «киле ҫити оптика» технологи сарӑлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 09.06.2014 07:41 | 1489 хут пӑхнӑ
Республикӑра Киле ҫити — оптика
Киле ҫити — оптика

Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ.

Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ.

«Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ.

#ҫыхӑну, #тӗнче тетелӗ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #Кӳкеҫ, #Вармар, #Вӑрнар, #Йӗпреҫ, #Муркаш, #Ҫӗньял

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем