Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Нина Яковлева черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 09.06.2014 07:59 | 1539 хут пӑхнӑ
Персона Нина Яковлева артистка
Нина Яковлева артистка

Ӗнер чӑваш сценин шутлӑ ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева 74 ҫул тултарнӑ. Вӑл Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылять. Хӑй вара 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вунулттӑра чухне ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Курса СССР халхӑ артисчӗ В.А. Орлов ертсе пынӑ. Сцена ҫине Нина Ильина пуҫласа 1961 ҫулта тухнӑ.

Ӑна критиксем наци характерне, йӑли-йӗркине, пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне, ӑнлавне аван пӗлекенскер тесе хаклаҫҫӗ. Нина Яковлева калӑпланӑ сӑнарсем — пӗрпекрех те палласа илмеллескерсем. Илер-ха В. Шекспирӑн «Вуниккӗмӗш каҫӗнчи» Вилоӑна, М. Горькийӑн «Аркатакансемри» Надеждӑна, Ф. Абрамовӑн «Тӑван килӗнчи» Лизӑна. Е тата чӑваш авторӗсен пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенчи сӑнарсене: Екатерина Алексеевнӑна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», Н. Терентьев), Праскине («Праски инке хӗр парать», А. Чебанов), Сетнер амӑшне («Нарспи», К. Иванов), Амӑшне» («Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», Б. Чиндыков») тата ыттисене.

2010 ҫулта Нина Яковлевана «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Вӑл — РСФСР тата чӑваш халӑх артистки.

#Пысӑк Енккасси, #Вӑрмар районӗ, #академи драма театрӗ, #театрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем