Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп вӑййисен чемпионкин Улатӑрта тӑванӗсем пур иккен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 22.02.2014 11:09 | 1291 хут пӑхнӑ
Спорт Аделина Сотникова
Аделина Сотникова

Виҫӗмкун олимп вӑййинче 17 ҫулхи Аделина Сотникова тӑркӑчпа (конькипе) илемлӗ ярӑнса ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Кунашкал ҫитӗнӗве унччен ни Совет Союзӗнче ни Раҫҫей вӑхӑтӗнче туманччӗ, ҫаванпах пулӗ ҫӗршыв чӑннипе те савӑнчӗ.

Аделина Сотникова Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттарӗн Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ иккен. Виҫӗ ҫулта чухне вӑл хӑйӗн амӑшӗпе Улатӑра тӑванӗсем патне хӑнана та килсе кайнӑ иккен. Халӗ Улатӑрта унӑн аякри тӑванӗсем Анатолий Николаевичпа Любовь Александровна Федотовсем пурӑнаҫҫӗ.

«ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх Шупашкарта та тӑванӗсем ҫук мар. Унта пурӑнакан тӑванӗ патне Аделина пӗрре мар килсе кайнӑ тет.

#ҫитӗнӳсем, #Улатӑр, #Шупашкар, #спорт, #тӑркӑчпа илемлӗ ярӑнни, #олимп вӑййисем

 

Комментари:

Серте Унтри // 3378.4.4243
2014.02.22 21:31
Срочно! Срочно чăвашсен ДНК тĕпчекенсене ятарлă ямалла. Çӳçне те пулса тупса анализ туса чаваш юнĕ пури çук и пĕлес пулать!! Мĕншĕн эпир хамăр чăвашсен чапне ахалех урăхисене памалла?
Серте Унтри // 2059.3.4024
2014.02.24 10:45
Омерзительная черта, пальцем не пошевелив не упускать возможность приобщаться к чужой славе используя этническую, родственную принадлежность.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем