Митта Ваҫлейӗ (чӑн ячӗ Митта Василий Егорович), — чӑваш сӑвӑҫи. 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӑй тӑван ялӗнче вилнӗ.
1934 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.
Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ.
Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора ӗҫленӗ.
Вӗрентекен, Шупашкарта район хаҫӑчӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ, радиокомитетра, кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.
1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
1955-1957 – литконсультант, «Тӑван Атӑл» альманахӑн яваплӑ секретарӗ.
1924 ҫултан пичетленнӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш сӑвви реформине малалла тӑснӑ. Хайлавӗсен тӗп теми — тӑван ҫӗр-шыв ҫӗнелни. 1930-мӗш ҫулсенчен пуҫласа хайлавӗсем публицистика енне туртӑнни, Маяковски витӗмне курни палӑрать. 1950-мӗш ҫулсенчи сӑввисем философилле. «Тайӑр» поэмӑра Чӑваш поэчӗ Тайӑр Тиммкин кун-ҫулӗ, шӑпине ҫырса кӑтартнӑ. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми
Митта Ваҫлейӗн сӑввисем
Ячӗ халӑх асӗнче (Е. Арланова)