Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзӗн Г. Тукай ячӗллӗ клубӗнче тутарсен паллӑ поэчӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Муса Джалилӗн нумаях пулмасть Шупашкарта чӑвашла кун ҫути курнӑ «Моабит тетрачӗсем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Поэзи тата икӗ халӑхӑн туслӑх уявне Чӑваш халӑх поэчӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Порфирий Афанасьев, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Раиса Сарпи, «Моабит тетрачӗсен» тулли вариантне (1956 ҫулта кӗнекене кӗскетсе пичетленӗччӗ) чӑвашла куҫарнӑ Валери Туркай хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хӑнисене Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Рафис Курбанов, Тутарстанри Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутар халӑх поэчӗ, Раҫҫей тата Тутарстан Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис, Тутартсан Ӑслӑлӑхсен академийӗн вице-президенчӗ Джавдат Сулейманов профессор тата ыттисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем Туркай ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ-мӗн.
Г. Тукай ячӗллӗ клубра ҫав каҫ Муса Джалиль сӑввисем чӑвашла та, тутарла та янӑранӑ. Чӑвашла вӗсене Чӑваш Ен хӑнисем вуланӑ, Г.Камал ячӗллӗ Тутар академи театрӗн артисчӗ Ришат Ахмедуллин тата Хусанти 155-мӗш гимнази вӗренекенӗ Родион Артемьев — тутарла. Кӗнеке уявне юрӑ-ташӑ пуянлатнӑ. Раҫҫей тата Тутар халӑх артистки Зиля Сунгатуллина, Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Айдар Нургаянов тата «Салам» чӑваш фольклор ансамблӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.