Тӗнчере
![]() Джеки Чан ӳкерчӗксемпе Аннета Егорова Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта 5-мӗш класра вӗренет. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурса хатшӑннӑ. Унта Buddy Bear упан дизайнне суйланӑ. Конкурса JC Group фонд тата Джеки Чан актер йӗркеленӗ. Конкурса пӗтӗмпе 208 ҫын хутшӑннӑ: Раҫҫерен, Индирен, АПШран, Индонезирен… Аннета Прохорова 11 ҫул тултарман ачасен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсене Джеки Чан хӑй суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уява пынӑ ачасем Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси те республикӑри чылай ял пекех уява пухӑннӑ. Каҫ кӳлӗм ваттисем те, кӗҫӗннисем те уяв лапамне ҫитнӗ. Мероприятие ял старости Регина Быкова уҫнӑ. Вӑл ял уявне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине, ял малалла аталаннине палӑртнӑ. Атапай ял клубӗн ҫумӗнчи «Сурпан» ушкӑн сцена ҫине тухни ҫеменкассисемшӗн чӑн-чӑн парне палнӑ. Вӗсен юррисем куракансене килӗшнӗ. Муркаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Валерий Вязов артистсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Уява кашниех хӑйӗн апат-ҫимӗҫӗпе килнӗ. Пӗрисем кукӑль пӗҫернӗ, теприсем — печени. Римма Михайлова повар вара пурин валли те хашлама хатӗрленӗ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче 5,5 пин ытла ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 605 ача нумайрах. 1-мӗш класа каякансем вӗренӗве хускануран пуҫлӗҫ. Вӗрентекенсем спорт флеш-моблӑ уяв программине хатӗрленӗ. Ун чухне викторинӑсем, ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗсем те иртӗҫ. Класс сехетӗнче Раҫҫей Крыма кӗни, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитни, ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ пулни ҫинчен калаҫӗҫ. Павел Астахов пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, шкулсенче паллӑ спортсменсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе уроксем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шуршӑлта ӗҫ хӗрӳ пырать Чӑваш Ен Андриян Николаев космонавт-летчик ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Планпа килӗшӳллӗн, А.Г.Николаев ячӗллӗ парк урлӑ аллея пулӗ, унта Совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ космонавтсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарӗҫ. Аллея икӗ объекта ҫыхӑнтарӗ: А.Николаевӑн пӑхӑртан тунӑ бюстне тата Космонавтика музейне. Аллея хӗррипе чечексем ешерӗҫ, хунарсем ҫутатӗҫ, канмалли саксем вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ. Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ. Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. 40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри кивӗ ҫуртcем ҫинче вӗсене хӑҫан сӳтессине кӑтартакан таблицӑсем ҫакса хумалла. Ҫапла хушнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкун районсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура. Ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен куҫарас ӗҫ хальхи вӑхӑтра малтанхи тапхӑрта пырать иккен. Ӑна 2013–2014 ҫулсене палӑртнӑ пулнӑ. Кивӗ ҫуртсенчен 3824 ҫынна куҫармалла. Хальлӗхе вӗсенчен пӗрре-пиллӗкмӗш пайӗ кӑна куҫарайнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртсене, республикӑн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 процент хатӗрлесе ҫитернӗ. Шупашкарта сахалтарах: 47 процент. Строительство министрӗ республика Элтеперне ӗнентернӗ тӑрӑх, халӗ ку енпе ыйту тавраш ҫук. Малтан шанчӑксӑр подрядчиксем ура хунӑ пулсан, халӗ ыйту татӑлнӑ имӗш. 2017 ҫулччен 860 кивӗ ҫурта сӳтсе унта пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫӗре куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Родионов Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артистне, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне Виктор Родионова асӑнса асӑну каҫӗ иртнӗ. Виктор Родионов — сценӑн пысӑк ӑсти. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шемшерте 1924 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш театрӗнче артистра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн К. Иванов ячӗллӗ академи драма театрне лекет. Унта вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе, пурӗ тӑватӑ теҫетке ҫул, ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра вӑл 350 ытла роль калӑплать. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс, яш чухнех чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗренет. Театрта ӗҫленӗ вӑхӑта вӑл чӑвашла яп-яка та таса калаҫма вӗренсе ҫитнине кура вӑл урӑх наци ҫынни тесе куракан тӗшмӗртмен те-тӗр. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка тӗпелӗ «Наци вулавӑшӗнчи музыка кӗҫнерникунӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртсе ҫурлан 28-мӗшӗнче «Чун кӗвви» классика музыкин каҫне йыхравлаҫҫӗ. Концерт программине тӗнчери музыка классикин хайлавӗсене кӗртнине пӗлтернӗ. Вӗсене симфони оркестрӗпе симфони капеллин солисчӗсем шӑрантарӗҫ. Акт залӗнче «Ылтӑн музыка классики» кӗнекесен, нота тата мульти-медиа кӑларӑмӗсен куравӗ йӗркелӗҫ. Уяв каҫхи 6 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |