Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Кун пирки республикӑри хаҫатсенчен пӗри хыпарлать. Сӑмах унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ рынокӗ пирки пырать. Хуратул кӗрпи сасартӑк хакланса кайнӑ хыҫҫӑн пӗр лавккара ӑна виҫепе сутасси патне те ҫитнӗ-мӗн. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, ҫав суту-илӳ точкинче кӗрпене пӗр алла 6 хутаҫран ытла сутма чарма тытӑннӑ. Тӗрӗссипе вара хуратул хӗсӗк мар.

Апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракан оперативлӑ штаб ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ хамӑр патри апат-ҫимӗҫ ютран кӳрсе килнинчен чылай чухне пахарах та ӗнентернӗ. Ку вӑл аш-какая, кайӑк-кӗшӗк тата сӗт-ҫу продукцине уйрӑмах пырса тивет-мӗн.

Чӑвашпотребсоюзӑн ертӳҫи Валерий Павлов яла машинӑпа пырса тавар сутакансем налук тӳлеҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханать иккен. Ҫавна пула райпо магазинӗсен тупӑшӗ чакать имӗш. Ларурисем эрех хакӗ патне те ҫитнӗ иккен. Федераллӑ сетьсенчен пӗринче йӳнӗ эрех сутаҫҫӗ-мӗн. Анчах ларӑва ертсе пынӑ республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин эрех апат-ҫимӗҫ шутланманни, хаксене вара апат-ҫимӗҫӗнне тишкермеллине аса илтернӗ.

 

Чӑвашлӑх

Йӗпреҫ районӗнчи «Пилеш» ача пахчин воспитателӗсем ачасене наци культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене халӑх ӑсталӑхӗн историйӗпе паллаштараҫҫӗ.

Мария Коркунова тӗрӗ ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсемпе миникурав йӗркеленӗ. Вӑл ҫутҫанталӑка тӗрлет, йӗппе, ҫекӗлпе ҫыхать. Вӑл ачасене ӗлӗк кашни хӗр тупра хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.

Ачасем ҫавӑн пекех ӗлӗк ҫынсем ҫипе хӑйсемех сӑрлани пирки пӗлнӗ. Ҫавна май ҫырлапа, чечекпе, ҫулҫӑпа, тымарпа, йывӑҫ хуппипе, кӗлпе, тӑмпа тата ытти япалапа усӑ курнӑ.

Юрий Певцов хӑваран тем те пӗр ӑсталать. Унӑн ӗҫ пухмачӗнче — карҫинккасем, ҫӑкӑр хумалли савӑтсем, вазӑсем… Вӑл ачасемпе хӑваран авса ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Юрий Егорович ача пахчине асӑнмалӑх карҫинкка парнеленӗ. Вӑл мӑнукне Ромӑна та ҫак ӗҫе вӗрентет.

Людмила Матвеева теттесем хатӗрлет, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлет. Вӑл хӑй те пултарулӑх ҫуртӗнче ачасемпе ӗҫлет. Шӑпӑрлансем унӑн ҫемҫе теттисемпе кӑсӑкланнӑ.

лашкинчен ачасем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.

Сӑнсем (10)

 

Ӳнер Шупашкарти художество училищинче вӗренекен Елена Блохинцева
Шупашкарти художество училищинче вӗренекен Елена Блохинцева

Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) вӗренекен Елена Блохинцевана «Маргарита» ҫӗнтерме пулӑшнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Мускавра хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери XVI курав-конкурсӗ пулнӑ. «Раҫҫейӗн ӳнер эрни» ят панӑскере тӗрлӗ категориллӗ художник хутшӑннӑ: «Профессионал», «Студент», «Юратакан». Курав искусствӑн тӗрлӗ енӗпе иртнӗ: классика живопиҫӗ, абстрактлӑ искусство, графика конкурсӗ, скульптура, фотографи тата ытти.

Ӳнер эрни вӑхӑтӗнче тӗрлӗ маҫтӑр-класс тата лекци иртнӗ. Художество куравӗ евӗр асӑннӑ мероприятие, сӑмах май, тӗнчери 16 ҫӗршывра ирттереҫҫӗ.

«Жанр композицийӗ» номинацире «Маргарита» композиципе маларах асӑннӑ училищере 3-мӗш курсра вӗренекен Елена Блохинцева ҫӗнтернӗ.

 

Культура Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем парнеленӗ кӗнекесем
Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем парнеленӗ кӗнекесем

Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ял вулавӑшне асӑннӑ ялта пурӑнакансем кӗнеке параҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑлшӑн вӗсене вулавӑшра ӗҫлекенсем тав туса ҫитереймеҫҫӗ. Хавасланнӑскерсем ку утӑм пирки «чун ыйтни, парнелекенӗн ырӑ кӑмӑлӗ» тесе хаклаҫҫӗ.

Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем — Тамара Максимовнӑпа Николай Петрович — кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекесене вулавӑша ҫитерме Андрей Михайлов ятлӑ ял ҫынни пулӑшнӑ. Мӗн тесен те нумай парнеленӗ-ҫке лешсем — 150 кӗнеке ытла.

 

Ҫул-йӗр

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче урамсене ҫул сарма тытӑннӑ. Укҫана комплекслӑ майпа тума тесе уйӑракан программа шучӗпе уйӑрнӑ. Проект хакӗ 54,3 миллион тенкӗ ытла тӑрать иккен.

«Кӗмӗле» асӑннӑ ялти Ҫул, Хӗвеллӗ, Ҫаран, Хӗвеланӑҫ урамсене ҫул сарма ямалла. Ӗҫе республикӑри пысӑк строительство предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашатвоҫул» акционерсен уҫӑ обществи кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем строительствӑна килес ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ тӗлне, ку вӑл Республика кунӗ, ӗлкӗрме шантараҫҫӗ-мӗн.

 

Республикӑра «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци вӑхӑтӗнче
«ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци вӑхӑтӗнче

Кашни ҫын пурнӑҫӗнче асра юлмалли самантсем пулаҫҫӗ тесе пуҫлать Канаш район администрацийӗн сайчӗ «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци пирки пӗлтерекен хыпара.

Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, Амӑш кунӗ ҫывхарнине халалласа ҫав акцие йӗркеленӗ. ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Сергеева тата вырӑнти ытти тӳре-шара пульницӑри амӑшӗсемпе тӗлпулнӑ. Вӗсене ҫывхарса килекен уявпа саламланипе пӗрлех ача ҫуратассипе районта лару-тӑру епле иккенне каласа кӑтартнӑ. Ача ҫуралсан регистрацилеме епле хутсем кирли, пулӑшӑва электронлӑ майпа епле илмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Сӑнсем (12)

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче икӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӗсем — «У медведя во бору» экологи сукмакӗ тата «Снежная» гриль беседка.

Уява наци паркӗн директорӗ Ю.Татарских уҫнӑ. Наци паркӗнче унччен те виҫӗ экологи сукмакӗ пулнӑ: «Тайны чувашского леса», «Приоткрывая двери старины», «Эко — невидаль».

«У медведя во бору» ҫӗнӗ сукмак уҫӑлнӑ май наци паркӗпе ҫывӑхрах паллашма пулать. Вӑл туризмӑн пӗр пайӗ, парка килнӗ ҫынсен тавракурӑмне тата анлӑлатӗ.

Сукмак ҫинче кӑтарту паллисем, информаци стенчӗсем, тискер чӗрчунсен макечӗсем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74315
 

Ял хуҫалӑхӗ Рудольф Гармонистов
Рудольф Гармонистов

Муркаш районӗнчи фермер тырӑ акса ӳстернӗ хыҫҫан йӗтӗнпе горчица акма шухӑшланӑ.

Кӑҫал Рудольф Гармонистов йӗтӗне пӗрремӗш хут ҫулса илнӗ. Унччен вӑл тыр-пул кӑна акнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, йӗтӗнпе тата горчицӑпа ытларах укҫа туса илме пулать-мӗн. Йӗтӗн ҫӑвӗ Раҫҫейре те, ют ҫӗршывра та паха ҫимӗҫ шутланать. Каяшӗпе биотопливо тӑваҫҫӗ.

Анчах йӗтӗне ҫулса кӗртме йывӑр-мӗн. Анчах фермер ку ӗҫе тунӑ, вӑрлӑх та хунӑ. Йӗтӗн япӑх ҫулӑнать — пусма пекех. Фермер ӑна мӗнле ӳстермеллине Тверь облаҫӗнче вӗреннӗ. Унта йӗтӗн ӳстермешкӗн патшалӑх пулӑшу парать. Пирӗн республикӑра вара тыр-пул валли ҫеҫ субсиди пур.

Кӑҫал туса илнӗ йӗтӗнпе горчица ют ҫӗршыва ӑсаннӑ. Анчах фермер ҫитес ҫул ӑна Раҫҫейре туянакансем пуласса шанать.

 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗсем, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскерсем, кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пухмача ылтӑн медальсемпе пуянлатнӑ.

Ӑмӑртӑва 34 ҫӗршыври 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те. Вӗсем — Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗ Александр Павлов, Йӗпреҫ район хӗрӗ, халӗ Питӗрте вӗренекен Марина Фёдорова.

Александр Павлов 22 ҫул тултарманнисен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина Федорова та малти вырӑна йышӑннӑ. Кире пуканӗн ветеранӗсем те медальсем ҫӗнсе илнӗ. Владимир Шуряков — 1-мӗш вырӑн, Юрий Карпов -2-мӗш вырӑн, Валерий Притуленко 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Ҫанталӑк сивӗтнӗ-сивӗтмен пулӑҫсем пулла васкаҫҫӗ. Анчах пӑр ҫӳхе, РФ МЧСӗ вӗсене тимлӗрех, асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Пирвайхи пӑр ултавлӑ ҫав. Вӑл ҫирӗп мар, анса каясси те инех мар.

Республикӑра пулӑҫсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Аслисемпе кӑна мар, ачасемпе те. Ҫӑлавҫӑсем ашшӗ-амӑшне ачине куҫран вӗҫертме сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти кӳлмеке, пӑр ҫине, ачасем выляма тухнӑ тӗслӗх пулнӑ-мӗн.

Ачасем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пӑр ҫине тухма хӑраҫҫӗ пулсан аслисем хӑнк та тумаҫҫӗ. Паллах, вӗсене пӑр ҫине пулӑ тытма кайнӑшӑн штрафлама пулмасть. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсемпе вӗсемпе калаҫу ҫеҫ ирттерееҫҫӗ. Вӗсем пуҫ сӗлтеҫҫӗ те ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ, анчах тепӗр куне каллех пӑр ҫинче утаҫҫӗ.

Телее, кӑҫал пирвайхи пӑр ларсан инкек пулман-ха. Анчах ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Пулӑшӑн пурнӑҫа хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермелле-ши?

Асӑрхаттармашкӑн: пӑр 12 сантиметр хулӑнӑш пулсан ҫеҫ хӑрушлӑх ҫук. Ҫын нумай пухӑннӑ ҫӗрте 25 сантиметр пулмалла. Халӗ вара пӑр 10 сантиметр хулӑнӑш ҫеҫ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех е пачах шӑнман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=125221
 

Страницӑсем: 1 ... 3282, 3283, 3284, 3285, 3286, 3287, 3288, 3289, 3290, 3291, [3292], 3293, 3294, 3295, 3296, 3297, 3298, 3299, 3300, 3301, 3302, ... 4008
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 14

1933
92
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
54
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...