Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Туслӑх кӑшӑлӗ» 11 ушкӑна пухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.12.2014 20:49 | 1902 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ.

Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ.

Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен хитре юррисемпе, ташшисемпе, ҫипуҫӗпе куракансен чунне килентернӗ.

Сӑнсем (55)

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Чиркӳллӗ Ямаш, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шӗнерпуҫ, #Шуршӑл, #Хуракасси, #Муркаш районӗ, #Чиркӳллӗ Тутарань, #Чӑваш Сурӑм, #Элӗк районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Комсомольски районӗ, #Тукай, #Куславкка районӗ, #Елчӗк, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑванкасси, #Мари Эл, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем