Чӑвашлӑх
![]() Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ. Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ. Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Шевлере» каннӑ ачасем Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене кантарчӗҫ. Асаилтеретпӗр, йышра Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне районӗсенчи ачасем пулнӑ. Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ. Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Тӗрӗсрех, вӗсене тапӑнма уйрӑмах ҫӑмӑл. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Positive Technologies компани тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче. Пӗтӗмпе 500-е яхӑн веб-сайта хакланӑ. Ку шутра — банксенне, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенне, патшалӑх учрежденийӗсенне, промышленноҫ предприятийӗсенне тата телекоммуникаци компанийӗсенне сӑнанӑ. Сайтсен 62 процентине амантма ҫӑмӑллине асӑрханӑ. Икӗ ҫул каялла тӗрӗсленӗ чух ҫак цифра пӗчӗкрех пулнӑ иккен. Амантма уйрӑмах ҫӑмӑл сайтсен шутне МИХсенне кӗртнӗ. Вӗсенчен 80 процентне сиенлетме йывӑр мар иккен. Банк пулӑшӑвӗ кӳрекенсене илсен укҫа-тенкӗ тытӑмӗсенчен пӗри те пур енчен хӑрушӑ темелле мар иккен. Сиенлетекен чи анлӑ сарӑлнӑ меслет — сценарисене сайтсем хушшинче пурнӑҫлани. Иккӗмӗш вырӑнта — усӑ куракансен паролӗсемпе идентификаторӗсене ҫителӗксӗр хӳтӗлени. Программа чӗлхине илсен PHP чӗлхипе хатӗрленисене сиенлетес хӑрушлӑх уйрӑмах пsсӑк иккен. Ун йышшисенчен 76 проценчӗ шанчӑксӑррине асӑрханӑ. Java никӗсӗ ҫинче хатӗрленисенчен 70 процентне сиенлетес хӑрушлӑх пур, ASP.NET чӗлхипе хатӗрленисенчен — 55 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паянтан пуҫласа Европа пӗрлешӗвӗнче 1600 ваттран хӑватлӑрах тусанҫӑтӑшсене (пылесоссене) лавккасенче сутма, туса кӑларма тата ытти патшалӑхсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Саккун кӑларакансен шухӑшӗпе ку 2020 ҫул тӗлне 19 тераватт-сехет перекетлеме май парӗ. Ку виҫе 4 электростанци хӑвачӗпе танлашать имӗш. Еврокомисси пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтччен сутакан тусанҫӑтӑшсен вӑтам хӑвачӗ 1800 Вт-па танлашнӑ. Уйрӑмах юлашки кунсенче суту-илӳ хӗрӳ пынӑ — 1600 ваттран хӑватлӑраххисем ытти кунсемпе танлаштарсан 50% ытларах сутӑннӑ. 2000 ваттлисене вара пушшех те туянса пӗтернӗ. Тепӗр 3 ҫултан саккун тата та вӑйлӑланӗ — 2017 ҫулхи авӑнӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа 900 ваттран хӑватлисене сутма юрамӗ. Ҫак саккуна ҫыракансен шухӑшӗпе тусан пуҫтарасси аппарат хӑвачӗпе пӗрре те ҫыхӑнман имӗш. Тусанҫӑтӑшсене хӗстереҫҫӗ пулсан кофемашинӑсене ирӗк парасшӑн — вӗсен хӑватне унччен чарни электроэнергие ытлашшиех перекетлемест иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗ» хысна учрежденийӗ ҫул ҫитменнисене укҫалла медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Асӑннӑ сиплев учрежденийӗ ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫул ҫитменнисене медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Патшалӑх программипе ҫак процедура тӳлевсӗр пурнӑҫламаллискер. Анчах хысна учрежденийӗ укҫалла тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменнисене медицина тӗрӗслевӗ кӑларнипе вӑл 159 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Медицина центрӗн ертӳҫине прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, бухгалтера дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Саккунлӑ мар майпа укҫа илнине сиплев учрежденин тавӑрса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗ 265 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хаклӑ хӑнасене хапха патӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмрисене лаша кӳлнӗ урапапа ярӑнма чӗннӗ. Ял старости Людмила Константинова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ яш-хӗр тетарализациленӗ постановка — «Каччӑ хӗрпе паллашни» — кӑтартнӑ. Хӑнасем урампа утнӑ май Урай Макаҫ ялӗ пирки сӑвӑ вуланӑ. Хӑнасемпе ял ҫыннисем валли курав йӗркеленӗ. Унта вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, ҫыхнӑ карҫинккасем, чӑваш тӗррисем пулнӑ. Уяв лапамӗнче ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене те вырнаҫтарнӑ. Юбилярсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Николаевсен хуҫалӑхне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сцена ҫинче «Сарнар» ансамбль, «Ҫавал», «Леди Данс» тата «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче паллӑ ентешне, Геннадий Маркиянов композитора, халалланӑ каҫ иртнӗ. Уява Маргарита Бронникова библиотекарь уҫнӑ. Вӑл композиторӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Геннадий Александровичӑн ҫывӑх тӑванӗ, унпа пӗр класра вӗрннӗскер, Ираида Яковлева ун пирки аса илнӗ. Вӑл паллӑ ентешӗ пирки чылай кӑсӑкли каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑмсен «Мерчен» вокал ансамблӗ Геннадий Маркияновӑн юррисене шӑрантарнӑ. Геннадий Александровичӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Йӗпреҫ хӗрӗсем», «Ытарайми анне сӑнарӗ», «Шкул вальсӗ», «Эп пӗлетӗп хам кӑна», «Пахчипех-ҫке мӑкӑнь», «Анне сасси». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен «Маугли ӑрӑвӗ» ача-пӑча спектаклӗнче ӳкерӗнес шанчӑк пур. Унта ӳкерӗнме конкурса хутшӑнас тесен www.dobroedelo.mts.ru сайтра ҫыру хӑвармалла. Спектакль премьери кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳре иртмелле. Мюзикл валли актерсене аслисене те, ачасене те шыраҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем пӗрремӗш рольсенче пулӗҫ, теприсем — иккӗмӗш. Хӗрарӑмсен 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫулччен пулмалла, арҫынсене 21-рен пуҫласа 50-чченех йышӑнма хатӗр. Суйлав конкурсӗ Ӗпхӳре иртмелле. Ӑна «Маугли ӑрӑвӗ» проект ертӳҫи Константин Хабенский, спекталкь продюсерӗ Евгений Гуров тата режиссер-постановщикӗ Айнур Сафиуллин ирттерӗҫ. Ку мюзикл Константин Хабенскин фончӗн тата МТС компанин пӗрлехи ыркӑмӑллӑх проекчӗ иккен. Спектакльте пухнӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплеме ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗктерте ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнӑ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ҫулхисем пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗккисене вылямалли лаптӑк «маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки» темен ҫынсем тӑрӑшнипе хута кайнӑ. Саӑвнӑҫлӑ мероприятие палӑртма Шупашкартан «Фаворит» ятлӑ ача-пӑча хореографи коллективне илсе пынӑ. Ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртассишӗн вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хӑйӑр ҫинче пӗрле вылянӑ, пӗрле ярӑннӑ чух чӑн-чӑн туслӑх ҫуралса вӑл ӗмӗре тӑсӑлма пултарать тесе калаҫҫӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Респуликӑра шыва кӗмелли сезон вӗҫленнӗ. Пляжсенче асӑрхаттарса ҫырнӑ ялавсене антарнӑ, пляжсем ӗҫлеме чарӑннӑ. Шел те, пӗтӗмлетӳ савӑнтармасть. Кӑҫал шывра 43 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 37 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 8 ача путса вилнӗ, 8 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сахалрах. Пӗлтӗр 49 пӑтӑрмах пулнӑ, 44 ҫын вилнӗ. ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, япӑх кӑтарту ҫынсем канма пӗлменнипе, яваплӑха туйманнипе ҫыхӑннӑ. Чылай пӑтӑрмах эрех-сӑра ӗҫнӗ ҫынпа пулать. Нумайӑшӗ юраман ҫӗрте шыва кӗрет. Шыва кӗмешкӗн ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче, ача-пӑча лагерӗсенче кунашкал пӑтӑрмахсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |