Вӗренӳ
![]() Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов ӗнер Аҫтӑрхан облаҫне ӗҫпе ҫитнӗ. «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Началово ялти хусах (выр. казак) кадечӗсен корпусне уҫнӑ хушӑра ҫак ыйтӑва ӑна унта вӗренекен пӗр ҫамрӑк панӑ. «2020 ҫулта, тепӗр пилӗк ҫултан, ют чӗлхепе пурин те экзамен тытма тивӗ», — тенӗ вӑл. Ҫапла май вӑл вӑхӑталла пурин те тытма тивекен пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗсен йышне ют чӗлхе кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак йыша вырӑс чӗлхипе математика кӗреҫҫӗ. Пӗлме: чӑваш чӗлхипе вара хальхи вӑхӑтра та пуласлӑхра та нимӗнле экзамен та тыттармаҫҫӗ. Унччен республикӑра 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин пӗлӗвне тӗрӗслетчӗҫ пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна та пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствишӗн ҫапла вара ют чӗлхене пӗлни тӑван чӗлхерен те пахарах курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Башньӑна юсаҫҫӗ Улатӑр районӗнчи Стемас ял тӑрӑхӗнче шыв башни таса шывпа шкула, ача пахчине, фельдшерпа акушер пунктне, 40 ытла ҫурта тивӗҫтерет. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Юлашки вӑхатра Ленин урамӗнче тата Стрелоксен 141-мӗш дивизийӗн урамӗнче пурӑнакансем шыв башни япӑх ӗҫлеме тытӑннипе кӑмӑлсӑр. Пуху ирттернӗ хыҫҫӑн халӑх ӑна юсама йышӑннӑ. Виҫӗ кун сварка тунӑ. Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ахальтен каламан ҫав. Стемассем ҫурлан 25-мӗшӗнче юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Шкул, ача пахчи, ҫуртсем шывлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫеменкасси ачисем Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси ялӗн ачисем ҫуллахи каникула ӑсатнӑ. «Сывӑ пул, каникул — салам, шкул!» уява ял старости Регина Петровна Быкова пуҫарнипе йӗркеленӗ. Япӑх ҫанталӑк та ачасене выляса кулма чӑрмантарман. Лапамра хаваслӑ юрӑ янӑранӑ. Ирхине ачасемпе аслисем ҫӳп-ҫап пуҫтарса лапама илемлетнӗ. Регина Петровна уява уҫнӑ, программӑпа паллаштарнӑ. Конкурссем хаваслӑ иртнӗ. Уява Ириска клоунессӑпа Мэри пиратка ӗҫленӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурс ирттернӗ, фокуссем кӑтартнӑ. Ачасем ҫулла ҫинчен сӑвӑсем каланӑ. Ирина Воробьева ачасем валли парнесем хатӗрленӗ. Уяв чей ӗҫнипе вӗҫлненнӗ. Ачасем лайӑх канса вӗренӳ ҫулӗ валли хавхаланнӑ. Сӑнсем (55) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Юртукассинче пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ ирттернӗ. Пӗрисем — ҫавапа, теприсем — кӗреплепе тата кӗреҫепе, виҫҫӗмӗшӗсем карҫинккапа тата михӗпе тухнӑ. Юртукассисем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ, вӑрӑм курӑка ҫулнӑ. Паркра хӑрнӑ йывӑҫсене, туратсене каснӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Сывлӑмпи» ушкӑн ӗҫлекенсемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи культура аталанӑвӗн центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне юрӑ-ташӑпа савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Сывлӑмпи» агитбригада — культура ҫурчӗн директорӗ Алина Максимова, Владимир Парфенов аккомпаниатор, Ирина Константиновӑпа Надежда Филиппова культйӗркелӳҫӗсем тата Алевтина Иванова библиотекарь — А.И.Марков усламҫӑ патӗнче йӗтем ҫинче ӗҫлекенсем патӗнче концертпа пулнӑ. А.Макаров хуҫалӑхӗ вырмара лайӑх ӗҫлет. Кунта 90 тонна ытла кӗрхи тулӑ пухса кӗртнӗ. Вырмапа пӗрле кӗрхисене те акаҫҫӗ. Хӗрӳ ӗҫре тӑрӑшакансем чӑваш тата вырӑс юррисене итлесе кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Республикине гриппа хирӗҫ кӗрешекен вакцина илсе килме тытӑннӑ. Палӑртмалла: ӑна кӑҫал, унчченхипе танлаштарсан, самай маларах илсе килеҫҫӗ. Кӳрсе килнӗ партие склада вырнаҫтарнӑ. Ку — кирлӗ чухлехин пӗрре ҫиччӗмӗш пайӗ ҫеҫ. Кӑҫал кӗркунне 95 пин ачана тата 165 пин аслӑ ҫынна вакцина тума палӑртнӑ. ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп эпидемиологӗ Оксана Такмакова каланӑ тӑрӑх, прививкӑна 6 уйӑхран аслӑ ачасене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене, 60 ҫултан иртнисене, медицина ӗҫченӗсене, вӗрентекенсене, транспортра, коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсене, ҫара каякансене, ача кӗтекен хӗрарӑмсене тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Ӑна пурӑнакан вырӑнти медицина учрежденийӗнче тума пулать. Прививкӑна авӑн уйӑхӗнче тума тытӑнӗҫ. Тухтӑрсем ӑна икӗ уйӑхра — чир-чӗр сарӑлнӑ вӑхӑта — туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Упнерти туса пӗтрмен клуб Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ҫул ҫукки халӑха пӑшӑрхантарать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, инкек пулас тӑк машинӑсем яла пылчӑкра кӗреймеҫҫӗ. Упнерти ҫулпа ҫамӑл автомобильсене ҫӳреме йывӑр. Пысӑкрах урапасемшӗн те чӑрмавлӑ. Ҫынсем ытларах урампа ҫуран ҫӳреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри велосипед ҫине ларать. Ялта ҫӑрӑлса тухма май ҫук вырӑнсем те пур. Тӗслӗхрен, кӗпер. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫусан ӑна шыв илет. Ҫапах ачасенчен ытларахӑшӗ шкула ҫак ҫулпах ҫӳрет. Халӑх ку пӑтӑрмах пирки вырӑнти администрацие пӗрре мар асӑрхаттарнӑ. Вера Кондратьева каланӑ тӑрӑх, ҫула тӑватӑ ҫул каяллах тума шантарнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫула юсама укҫа ҫук. Кӑҫал ҫул-йӗре йӗркене кӗртме 537 пин тенкӗ ҫеҫ уйӑрнӑ-мӗн. Кунпа темех тӑваймӑн-мӗн. Упнерсене ку кӑна пӑшӑрхантармасть. Халӑх ялти туса пӗтермен икӗ хутлӑ ҫуртшӑн пӑшӑрханать. Ку ӗҫе 20 ҫул каяллах пӑрахӑҫланӑ иккен. Ачасем вара унта выляма ҫӳреҫҫӗ. Иван Афанасьев каланӑ тӑрӑх, ку ҫурта йӑтса антарма 3 миллион тенкӗ кирлӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫей хӑйне хирӗҫле экономика санкцийӗсем йышӑннӑ ҫӗршывсенчен тавар кӳрсе килме чарнишӗн Евросоюз Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине ҫӑхавласшӑн. Кун пирки суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен еврокомиссар Карел де Гюхт каланӑ. Еврокомиссар авӑн уйӑхӗн ҫурринче ҫӑхавлама пултарнине пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ку ыйтупа татӑклӑ йышӑну туман-мӗн-ха. Маларах Брюссельте Раҫҫей ют ҫӗршыв таварне кӳрсе килме чарнӑ фактпа Пӗтӗм тӗнчери организаципе канашласси пирки каланӑ. Ҫӑхавласси пирки каласан, пуринчен ытла Польша ҫапла тума ыйтать иккен. Ара, вӑл панулми сутмалли пысӑк рынока ҫухатнӑ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑран тарса килекен тепӗр 278 ҫын ҫитмелле. Чӑваш Енре вӗсене вырнаҫтарма тата тепӗр 10 вырӑн туса пама йышӑннӑ. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 13-е ҫитӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра таркайсене «Контур» акционерсен уҫӑ обществинче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. «Контур» территоринче вырнаҫтарнине тата «Чувашиякурорт» санаторие таркайсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт статусне панӑ. Вӗсен хуҫисене кашни таркая пуҫне федераци хыснинчен тӑкаксене саплаштармалла. Пӗр талӑкшӑн — 800 тенкӗ. Хальлӗхе пирӗн республикӑра 186 таркай хӳтлӗх тупнӑ. Ҫӗнӗ пунктсем шутне Шупашкар районӗнчи «Заимка» туризмпа сывлӑх комплексне, Етӗрне районӗнчи «Созвездие» уйлӑха тата «Ача-пӑча канӑвӗ» обществӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» центра тата ыттисене кӗртнӗ. Таркайсене тӳлевсӗр сим-карттӑсем валеҫсе пани пирки эпир хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() А. Г. Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтес вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасем валли парне хатӗрленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл чӗрчунсен кӗтесне пырса курас шухӑшлӑ пӗрремӗш класс ачисене пурне те тӳлевсӗр кӗртет. Анчах аслисен кӗсьене кӗмех тивӗ. Вӗсене укҫалла кӗртеҫҫӗ. Билет хакӗ — 50 тенкӗ. Зоокӗтес ирхи 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсем унӑн — тунтикунпа ытларикун. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тунтикуна лексен те ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |