Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мускав халӑхӗсен фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.12.2014 17:03 | 1089 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть «Каҫхи Мускав» редакцинче Мускаври халӑхсен фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ халӑх ҫынни пуҫтарӑннӑ.

Раҫҫейре 160 ытла халӑх пурӑнать. Пурин те тенӗ пекех Мускавра элчисем пур. СНГ, СССР патшалӑхӗсене шута илсен вара… пушшех те нумай.

«Каҫхи Мускав» вулакансене ҫулталӑк тӑршшӗпе Мускавра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Ҫак проекта туслӑха, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Сӑмах май, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мускаври чӑвашсен делегацийӗ Леонид Волковпа пӗрле «Мускав халӑхӗсем» телекӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта 4 сехет пынӑ. Чӑваш делегацийӗ куракансене чӑваш халӑх историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, тӗррипе паллаштарнӑ.

Раҫҫей халӑхӗсен фестивальне официаллӑ элчесем хутшӑннӑ: ҫӗршыв посолӗсем, регионсен Мускаври тулли праваллӑ элчисем, Тутарстанри, Мӑкшӑ, Чӑваш, Пушкӑрт, Карели республикисенчи, Арменири, Азербайджанри, Беларуҫри, Сербири, Узбекистанри, Украинӑри наци хореографи ушкӑнӗсем.

Пирӗн республикӑшӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев пулнӑ. Леонид Волков фестивале килнисене чӑваш тӗнчи пирки каласа кӑтартнӑ. Фестивальте «Атӑл» халӑх хорӗ чӑвашла икӗ юра шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (12)

#фестивальсем, #Раҫҫейре, #чӑвашлӑх, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем