Политика
![]() Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ. Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ. Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ. Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те. Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тен, ҫитес вӑхӑтра Раҫҫейре паспорта пӗр сехетрех илме май пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври миграци службин пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Малтанах ку ӗҫе Крымра тӗрӗслӗҫ. Шӑпах унта паспорта 1 сехетре хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унтан, тен, ҫӗршывӗпех ҫакӑн пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Халӗ вара Раҫҫей ҫыннисенчен ытларахӑшӗ миграци службин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр. Ирттернӗ ыйтӑм акӑ мӗн палӑртнӑ: ют ҫӗршыв паспортне илекенсенчен 63 проценчӗ ҫеҫ ведомствӑн ӗҫне лайӑх хакланӑ. 22 проценчӗ кӑштах ҫеҫ кӑмӑлсӑр. 8 проценчӗ пачах кӑмӑлсӑр. 7 проценчӗ ыйтӑва хуравлама тытӑнса тӑнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисене миграци службин ӗҫӗнче мӗн тивӗҫтермен-ха? Ытларахӑшӗ паспорта вӑрах хатӗрленипе кӑмӑлсӑр. Теприсем кирлӗ ыйтун хуравне тупас тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ те — кӑлӑхах. Шӑнкӑравласа ҫитме йывӑр-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ытла нумай документ ыйтнӑшӑн кӑмӑлсӑрланать. Теприсем вара патшалӑх пошлинине миграци службинчех тӳлеме май ҫуккине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс. Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ. «Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар. Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Утаркуль ял уявӗнче Нумай пулмасть Пушкӑртстанри Авӑркас районне кӗрекен Утаркуль ялӗн уявӗ иртнӗ. Ял ячӗ тутарла пулин те («утар» — хутор, «куль» — кӳлӗ) вӑл чӑваш ялӗ шутланать. Халӑх йышӗнчен 81% чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Яла 1924 ҫулта никӗсленӗ, Ӗпхӳри хутсем тӑрӑх чи малтан кунта Семён Иванович Васильев куҫса ларнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вара кунта Ташлӑкӳлти чӑвашсем килме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 23 кил шутланать. Ял уявне ирттернӗ май вырӑнти халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, сӑра вӗретнӗ. Уяв вӑхӑтӗнче Кепеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ф.Ф. Мулюков лайӑх ҫемьесене палӑртнӑ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ З.А.Габзалилова саламланӑ. Ялӗ пысӑках мар пулин те Авӑркас культура керменӗнчи «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ халӑха пысӑк концерт программипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Андриян Николаевӑн сӑнӗ Нумаях пулмасть Чӑваш Енри туризма аталантармалли стратегипе паллаштарнӑ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра турист объекчӗсем патне мӗнле ҫитмеллине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарасшӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, турист навигацийӗпе ют ҫӗршывсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ку турист объекчӗсем патне хӑвӑрт ҫитме пулӑшать. Ҫул ҫинчи кӑтартуҫӑсем информацие сканерламалли QR-кодлӑ пулӗҫ. Ку турист объекчӗсемпе тӗнче тетелӗнче кӗсье телефонӗпе усӑ курса паллашма май парать. Кӑтартуҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫтарма пуҫлӗҫ. Кунта — Андриян Николаев космонавт летчикӑн комплексӗ. ЧР культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андриян Николаевӑн сӑнне 140х160 калӑпӑшлӑ уйра «ӳкерме» палӑртнӑ. Ӑна космонавт 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ. Проектра ҫавӑн пекех — панорамӑна сӑнамалли лапам, веломаршрутсем, туристсене пӑхмалли ытти объектсем. Ку Раҫҫейри туристсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те илӗртме май парасса шанаҫҫӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет. Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент. Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ. Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ. Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти наци кухнисен танлашӑмӗ 2ГИС текен хула справочникӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи чи анлӑ сарӑлнӑ 15 наци кухнисене палӑртнӑ. Пуринчен ытла Европа кухни тӗл пулать иккен. Ӑна кафесемпе ресторансенчен 38 проценчӗ сӗннине асӑрханӑ. «Европа кухни» тени ресторан пӗр-пӗр ҫӗршывӑн е халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе специализацилеменнине пӗлтерет иккен-ха. Анлӑ сарӑлнисен шутне ҫавӑн пекех Кавказ, Тухӑҫ тата Вӑтаҫӗр тинӗс кухнисене кӗнӗ. Сӑмах май, вӗсенче те ытти апат-ҫимӗҫ те тӗл пулать. Наци кухнисене кӑна илес тӗк, Шупашкарта паян вырӑссен тата яппунсен кухнисем ытларах сарӑлнӑ. Пӗрремӗш енӗпе мӗнпур заведенисен чӗрӗк пайӗ специализациленет, иккӗмӗш енӗпе — 14,3 проценчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн чӑваш наци кухни пырать. Ӑна хулари кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ сӗнет. 2ГИС аналитикӗсем Шупашкарти кафесемпе ресторансенчи вӑтам чек хакне те тишкернӗ. Паян вӑл 530 тенкӗпе танлашать иккен. Кунта салат, пӗрремӗш тата иккӗмӗш апатпа десерт кӗрет. Чи хаклӑ кухня — итальянсен. Вӗсенче вӑтамран 850 тенкӗпе апатланма пулать. Чи йӳнни — грузинсен. Унта 200 тенкӗпех апатланма май килет. Итальянсен кухни тӗп хулари наци кухнисен танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) улттӑмӗш вырӑн йышӑнать, грузинсен — вунвиҫҫӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Шупашкар район прокуратури асӑннӑ ял администрацийӗнче услам ӗҫӗ ҫинчен калакан саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн. Сӑмахӗ кунта организацисемпе уйрӑм усламҫӑсем патӗнче патшалӑх тата муниципалитет тӗрӗслевӗ ирттересси пирки пырать. Пӗр-пӗр тӗрӗслев ирттерес тесен кун пирки хушӑва тӗрӗслев органӗн ертӳҫин е унӑн ҫумӗн кӑларма ирӗк пур. Тӗрӗслеве те ҫав хутра кӑтартнӑ ҫынсем кӑна хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче ку саманта тӗпе хуман. Тӗрӗслеве ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫирӗплетмен ҫынсем хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑх пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе «ПолиАРТ» тулли мар яваплӑ обществӑна тӗрӗслеме палӑртнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Моткина тӗрӗслевшӗн уполномоченнӑй тесе ҫырса хунӑ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнчи тӗрӗслеве вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков хӑй хутшӑннӑ. Апла тӑк ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Халӗ Шупашкар район прокуратури хӑй тӗллӗн хуҫаланни статьяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса миравой суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Караоке юрлама ватти-вӗтти пухӑннӑ Шупашкарти Мускав районӗнче урама тухса юрлама чӗнеҫҫӗ Шупашкарти Мускав районӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкне халалласа ирттерекен черетлӗ мероприяти — «Картишӗнчи караоке». Ҫӗнӗ проекта пуҫласа утӑн 23-мӗшӗнче ирттернӗ. Мероприятие ун чух «Афанасьевский» территоринчи общество хӑй тытӑмлӑхӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Кӗвӗ янӑраса кайсан чи малтан унӑн ертӳҫи Валентина Матвеева хӑй кӑмӑллакан юрӑсене шӑрантарма тытӑннӑ. Ӑна кура ыттисем те юрласа янӑ. Юрлакасен сассине илтсе халӑх тавраран пухӑннӑ. Малтан вӗсем ача-пӑча юррине янӑратнӑ, кайран кӑткӑсрах репертуар ҫине куҫнӑ. Чи хастар юрӑҫсене парнепе хавхалантарнӑ. Республикӑн тӗп хулин Мускав район администрацийӗнче кун пек мероприятисем ҫынсене пӗтӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫывӑх ҫывӑх вӑхӑтра «Картишӗнчи караоке» ытти микрорайона та ҫитӗ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |