Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей 25 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа учреждение Китайри Шаньдун университечӗн ют ҫӗршыв чӗлхисен институчӗн вырӑс чӗлхи факультечӗн деканӗ Чэнь Пэйцзюнь та саламланӑ. Вӑл Кӳкеҫе килмен-ха, видеоҫыхӑну мелӗпе ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Халӗ музейӑн гимн та пур. «Песня о монахе Иакинфе» ята панӑ хайлав авторӗсем Владимир Мишшан (вӑл сӑввине ҫырнӑ) тата Николай Андреев (кӗввине ҫырнӑ), гимна Иван Николаев шӑрантарать.
Юбилея «Хамӑръен» пултарулах пӗрлешӗвӗн хастарӗсем: чӑваш халах художникӗ Юрий Матросов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Петр Пупин, Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, союз членӗсем Надежда Егорова, Антонина Павлова, Ильгизар Басыров та пырса ҫитнӗ.
