
Пушкӑртстанри Пишпӳлек ҫӗрӗ ҫинче «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурс иртнӗ. Регионсем шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне ачасемпе ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ. Конкурс учредителӗсем – вырӑнти чӑвашсен канашӗ тата район администрацийӗ.
Конкурса малтан ҫулсерен ирттернӗ пулсан, халӗ вӑл икӗ ҫулта пӗрре чӑваш ҫамрӑкӗсене пуҫтарать. Кӑҫал уяв 11-мӗш хут иртнӗ.
Фестиваль малтан видеотур йӗркеленӗ. Унта 41 конкурсант (500 ытла ача) хутшӑннӑ. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ та талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксем Ҫтерлӗ, Федоровка, Чекмагуш, Пишпӳлек, Мияки, Кармаскалӑ, Пелепей районӗсенчен тата Туймазӑпа Пелепей, Ӗпхӳ хулисенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсем пилӗк номинаципе (кӗвӗ инструмечӗсемпе каласси, халӑх юрри, эстрада юрри, фольклор, ташӑ) тата икӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Чи пысӑк парнене – Гран-прие (25 пин тенкӗлӗх сертификата) – Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмранри модульлӗ клубӑн «Чечек» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи – ПР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алина Степанова, аккомпаниаторӗ – Михаил Кудряшов) тивӗҫнӗ.

Ҫак уйӑхра Пушкӑртстанра чӑваш артисчӗсем концертпа пулӗҫ. Йышра — халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Марта Зайцевапа Михаил Федоров (асли) тата Игорь Иванов.
«Урал сасси» хаҫат гастроль маршручӗпе паллаштарнӑ:
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ – Чекмагуш районӗ, Юмашри культура ҫурчӗ;
16-мӗшӗ – Пелепей, тӗп культура керменӗ;
17-мӗшӗ – Ҫтерлӗ, Загородный поселок, районти культура ҫурчӗ;
18-мӗшӗ – Ишимбай районӗ, Йӗкенпуҫӗнчи культура ҫурчӗ;
19-мӗшӗ – Абдуллино (Эрӗнпур облаҫӗ), «Юбилейный» культура керменӗ;
20-мӗшӗ – Пишпӳлек районӗ, Пӑслӑкри культура ҫурчӗ;
21-мӗшӗ – Октябрьски, Наци культурисен центрӗ.

Пушкӑрт патшалӑх университечӗн тутар тата чӑваш филологи кафедри Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халалласа «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» илемлӗ вулав конкурсне ирттернӗ.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатӑн сайтӗнче аслӑ шкулӑн Ҫтерлӗри филиалӗнче ӗҫлекен доцент, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Лариса Коротаева ҫак эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ конкурса Авӑркаспа Ермеккей, Кармаскалӑпа Ҫтерлӗ, Миякипе Пишпӳлек, Чекмагушпа Пелепей, Федоровка районӗсенчен тата Пелепейпе Ҫтерлӗ хулисенчен 52 вӗренекен хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнисем ҫаксем: Меселпуҫ шкулӗнчи Алексей Ефимов, Мияки районӗнчи Кекен шкулӗнчи Полина Шуркова тата Александр Шурков, Чекмагуш районӗнчи Юмаш шкулӗнчи Екатерина Ефремова, Пелепей районӗнчи Ярмулай шкулӗнчи Маркел Гордеев, Ҫтерлӗ филиалӗнчи Константин Петров Константин Петров.
