Пӑтӑрмахсем
![]() МЧС тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ. Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӑл Олег Алексеевичӑн Фейсбукри страницинче шӑрҫаланӑ. Юрий Туринке Чӑваш Енре Раҫҫей Конституцийӗн 14-мӗш статйине пӑснипе ҫыхӑннӑ ыйту тесе палӑртнӑ. Ыйту авторӗ чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлени пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑ, Муркаш районӗнче те ҫавах-мӗн. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑ. 2017 ҫулта Юрий Туринке хуҫалӑхӗнче чӑваш юписен комплексне (сӑнӳкерчӗкре) уҫнӑччӗ. |
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» пуҫлӑхӗ улшӑннӑ. Ку тивӗҫе Владимир Доброхотов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Вӑл ку ведомствӑна 2015-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ, кайран тӗрлӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, «Чӑвашупрдора» ертсе пынӑ. Палӑртмалла: унччен «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Александр Иванов пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шемалаковсен сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен. «Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ. Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sm-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын полици уйрӑмне чӗртсе янӑ. Анчах ҫулӑм пысӑк тӑкак кӑтартса ӗлкӗреймен. Пакунлисем пушара вӑхӑтра сӳнтернӗ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи полицейски уйрӑмӗнче пулса иртнӗ. Шӑмӑршӑ арҫынни полицейскисем ун заявленийӗсем тӗлӗшпе тунӑ йышӑнусемпе килӗшмен. Тавӑрас тесе-ши ӗнтӗ, 2 литр растворитель туяннӑ та полици ҫуртне кӗмелли алӑк умне сапса чӗртсе янӑ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 214-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Вандал-арҫын сывах мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ тухтӑрсем ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче. Анчах ӑна ирӗксӗр сипленме ярасси суд йышӑнӑвӗнчен килет. Ӗҫе халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр министра ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хальхи хушу физкультура тата спорт министрне Михаил Богаратова (сӑнӳкерчӗкре) пырса тивнӗ. Паянах спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Василий Петрова шаннӑ. Вӑл — Кёкусинкай федерацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи. Хушусене республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫсене унччен пурнӑҫланӑ Виктор Богаратов, сӑмах май, Чӑваш Ен Правительствинче чи асличчӗ. Аса илтерер: вӑл — 61 ҫултаччӗ. Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ.Юлашки вӑхӑтра республика правительствинче хӗрарӑмсем нумайланнӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те унта йышланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ӗҫрен каяс сӑмах унчченех тухнӑччӗ-ха. Аса илтерер: республикӑн тӗп прокурорӗ Василий Пословский отставкӑна кайма рапорт ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ нарӑсӑн 22-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокуратурине РФ прокуратуринчен тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ. Паян вара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат прокурор ӗҫрен кайнине, ӑна Владимир Путин ӗсрен хӑтарнине хыпарланӑ. Ҫапах та ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫӗршыв Президенчӗн указне тупаймарӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, республика прокуратуринче прокурор ятне ҫырса хунине илнӗ. Прокуратура сайтӗнче, сӑмах май, прокурор тивӗҫне Александр Евграфов пурнӑҫлать тесе кӑтартнӑ. Анчах кун пирки хыпар ҫукчӗ, прокуратура тытӑмӗнче ҫавӑн пекчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Ftouch%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8832.83jRulSlRahVz-cRkGp9LKkGk0WikBskfdpN46x_-N-53gECLq9d5Lb0GhXLdlKIijuqwIpTTnDlmv_MyHpSxeQAtn1__NZmSsvyrZrifyNhP49PMKj3mzPRArKWlm0T.9ec8800a5b6942858a9aaa3 Раҫҫее Иран тата Кӑнтӑр Корея ҫыннисене кӗртмӗҫ. Вӑхӑтлӑха. Ҫак йышӑну асӑннӑ тӑрӑхсенчен вӗренме, ӗҫлеме, курас тӗллевпе килекенсене пырса тивӗ. Пирӗн ҫӗршыв урлӑ урӑх ҫӗре каякансен те чарӑва пӑхӑнма тивӗҫ. Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви Иранӑн пирӗн ҫӗршыври консульствисенче виза пама чарӑнӗ. Иран гражданӗсене те электрон виза лекмӗ. Иран ҫыннисем транзит визӑсем те илеймӗҫ. Унччен панӑ визӑсене пӑрахӑҫлӗҫ. Кӑнтӑр Корея ҫыннисене пирӗн ҫӗршыва пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кӗртме пӑрахнӑ. Еврази экономика зонине кӗрекен ҫӗршыв ҫыннисене, самолёт экипажӗсене, официаллӑ делегаци пайташӗсене тата Раҫҫейре пурӑнма ирӗк илнисене (вӗсем Мускаври «Шереметьево» аэропортӑн F терминалне килсен) чармӗҫ. Мускаври ҫак аэропортӑн асӑннӑ терминалӗнче тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ, ҫынсене карантинта тытмалли май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вероника Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Иркутск хулинче пурӑнакансем нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне пуҫтарӑннӑ. Вӑл асӑннӑ хулари Офицерсен ҫуртӗнче иртнӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, уявра хӑнасене кичем пулман. Хавасланнӑ та вӗсем, вӑйӑ та вылянӑ. Ҫӑварни йӑли-йӗркине аса илме, аса илме ҫеҫ те мар, ӑна пурнӑҫлама пикеннӗ. Хӑнасем хуран кукли пӗҫерме те вӗреннӗ. Чӑваш тата бурят ташшисене ташлама вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем те пулнӑ. Унтан хӑнасем тулли сӗтел хушшине ларса вӗри чейпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе хӑналаннӑ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ Ҫӑварни ирттерме пулӑшнӑшӑн «Родничок» фольклор тата «Коляда» хореографи ансамблӗсене тав тӑвать. Фольклор ушкӑнне Раҫҫей вӗренӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Татьяна Крашенинникова ертсе пырать, концертмейстерӗ — Олег Шуленко; «Коляда» ансамбле — Татьяна Асламова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ираида Маслова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче Чӑваш музейӗ уҫӑлни ҫинчен асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ. Чӑваш наци музейӗ Тӗменти культура тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗ шутланать. Унта Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурлӑхпа ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ упранать. Музейра 18 ӗмӗртӗн пуҫласа паян кунччен таранхи материалсем: кил-тӗрӗшре, ӳнерте усӑ курнӑ хатӗрсем тата ытти те — пур. Музей йӗркелеме пулӑшнӑшӑн «Тӑван» ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсене тата вырӑнти хастарсене тав тунӑ. Хӑшӗсене ятран асӑннӑ. Кунта Людмила Васильева, Ольга Федорова, Алёна Кучкильдинова, Александр Уркина пур. Музея нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче саванӑҫлӑ лару-тӑрура тӳре-шарана тата журналистсене пухса уҫнӑ. Тӗменти патшалӑх культура институчӗн музыка, хореографи тата театр факультечӗн деканӗ Л.В. Демина музея парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |