Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енри патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, учительсене, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчи педагогсене, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене кашнине тенӗ пекех кӑшӑлвирусран прививка тӑвасшӑн. Бизнеса та «хӗсӗҫ»: суту-илӳре, общество апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене, йӑла ыйтӑвне тивӗҫтерекенсене е пурне те вакцинаци витӗр кӑлармалла, е ӗҫре тӗрлӗ чару пулӗ.
Ертӳҫӗсен хӑйсене укол тутарнине ӳкерсе илмелле, ҫавна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсем урлӑ ыттисене паллаштармалла.
Унта Алла Салаева, Сергей Артамонов, Дмитрий Краснов вице-премьерсем, цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков вӑл енӗпе отчёт тунӑ та темелле.
Ҫак тата ытти ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑрланса пырать, чирлекенсен шучӗ ӳсме тытӑннӑ. «Короновирусӑн штамӗсем вӑй илнӗ май амак чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Инфекцирен вакцинаци кӑна хӳтӗлеет», — тенӗ вӑл.
