Пӑтӑрмахсем
![]() 1-мӗш гимнази. Foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗринче, 1-мӗш гимназире, 7-мӗш класра вӗренекен хӗрача вилнӗ. Пӑтӑрмах физкультура урокӗнче пулнӑ. Ача бассейнра тӑнне ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, физкультура учителӗ ачана шывран туртса кӑларса фельдшерпа пӗрле пӗрремӗш пулӑшу пама пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 9 минутран ҫитнӗ. Вӗсем шкул ачин клиника вилӗмне палӑртнӑ. Вырӑна тухтӑрсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Асӑннӑ бригада 7 минутран ҫитнӗ. Ачана ҫӑлас тесе шурӑ халатлисем 1 сехет ытла тӑрӑшсан та усси пулман. Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫитнӗ. Халӗ вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем ачан шывра ишме юранипе юраманни таранах тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() drive2.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пилӗк ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарланӑ. Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрне усал хыпар пирки ирхине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне тухтӑрсем ҫийӗнчех васканӑ. Шар курнисем патне вӗсем 12 минутран ҫитсе те кӗнӗ. Шурӑ халатлисем пурне те вырӑнтах пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Инкеке лекнӗ пилӗк ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен шутӗнче виҫӗ ача пулни паллӑ. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине вырттарнӑ, аслисене — Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине. «Ҫыхӑнура» форум уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи уйрӑм ҫын ҫуртӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова паян кӗреҫепе тата пуртӑпа кӳрши тапӑннӑ. Хайхи тӗп редакторӑн телефонӗ шар курнӑ, тата унӑн урине ыраттарнӑ. Сӑлтавӗ вара — ҫурхи шыв. Ҫав ҫурхи шывшӑнах Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӑн ҫак ӑнман кӳршӗ майлӑ пулса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те район администрацийӗ те унӑн ӗмӗр-ӗмӗр усӑ курнӑ пахчине туртса илесшӗн. Туртса илсе ӗнтӗ ҫурхи шыва юхтарасшӑн. «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пирки» саккун тӑрӑх (2018 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӗртнӗ улшӑну хыҫҫӑн) ялти ҫурхи шыв юхӑмне йӗркелесси вырӑнти ял тӑрӑх администрацийӗн тивӗҫӗ пулса тӑрать. Анчах та Лапсар ял тӑрӑхӗн тӳри-шарисен шучӗпе Лапсар ялӗнчи Комсомольски урамӗнче ку ӗҫе Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников тата унӑн кил-йышӗ тумалла иккен. |
Чӑваш чӗлхи
![]() revue-ein.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫ шыракансен «HeadHunter» сервисӗ пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата хӑш чӗлхене пӗлнине тишкернӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесен йышне тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисем лекнӗ. Маларах эпир асӑннӑ сервис резюмесене тишкернӗ май ҫапла пӗтӗмлетнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав вӑхӑтрах хӑш чӗлхене пӗлнине питӗ сайра чухне ыйтаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки «HeadHunter Поволжье» (чӑв. HeadHunter Атӑлҫи) сервисӑн пресс-служба ертӳҫи Александра Севостьянова пӗлтернӗ. «HeadHunter» специалисчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине пӗлнине резюме авторӗсенчен 0,6 проценчӗ кӑтартать, пушкӑрт чӗлхине — 0,09%, чӑваш чӗлхине — 0,02%. Ҫапла вара чӑваш чӗлхи виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑннӑ. «HeadHunter» вырнаҫтарнӑ вакансисенчен 500-е яхӑнӗнче тутар чӗлхи пӗлмеллине кӑтартнӑ, 40 вакансире — пушкӑрт чӗлхине, 15-ре — чӑваш чӗлхине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ. Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ. Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() МЧС тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ. Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӑл Олег Алексеевичӑн Фейсбукри страницинче шӑрҫаланӑ. Юрий Туринке Чӑваш Енре Раҫҫей Конституцийӗн 14-мӗш статйине пӑснипе ҫыхӑннӑ ыйту тесе палӑртнӑ. Ыйту авторӗ чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлени пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑ, Муркаш районӗнче те ҫавах-мӗн. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑ. 2017 ҫулта Юрий Туринке хуҫалӑхӗнче чӑваш юписен комплексне (сӑнӳкерчӗкре) уҫнӑччӗ. |
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» пуҫлӑхӗ улшӑннӑ. Ку тивӗҫе Владимир Доброхотов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Вӑл ку ведомствӑна 2015-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ, кайран тӗрлӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, «Чӑвашупрдора» ертсе пынӑ. Палӑртмалла: унччен «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Александр Иванов пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шемалаковсен сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен. «Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ. Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |