Республикӑра
![]() Александр Доманин. Pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Александр Доманина тыттарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Паянах Олег Николаев тепӗр хушу та кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Игорь Воропаева тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, Игорь Воропаев урӑх ӗҫе куҫнӑ. Александр Доманин — 57 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл лавкка пуҫлӑхӗнче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче финанс тата экономика енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ, «Чувашкредитпромбанкӑн» президенчӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ирина Удалова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ. Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ. Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ. Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ. Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ. Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Аслӑ экономика канашӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. Хушӑва вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Сӑмахран ӗҫ патне: паян Аслӑ экономика канашне йӗркелесси ҫинчен калакан хушу алӑ пусрӑм. Аса илтеретӗп, унӑн тӗллевӗ — хисеплӗ экспертсемпе Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн стратегине хатӗрлемелле тата пурнӑҫа кӗртмелле. Кӗҫех канаш йышӗ паллӑ пулӗ тата унӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртӗ. Кайран ӗҫе пуҫӑнмалла тата тӑван республикӑра пурӑнакансен интересӗсене тӗпе хуракан результатсем пулмалла» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен Правительствинче кадр улшӑнӑвӗсем малалла пулса иртеҫҫӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫланисене унччен пӗр вӑхӑт ҫине-ҫинех ылмаштарнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт никама та тӗкӗнменччӗ. Ҫавна кура ытти министр хӑй пуканне ҫухатмӗ тесе шухӑшлакансем те пулчӗҫ. Ӗнер, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, черетлӗ йышӑну тунӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Кудряшова ӗҫрен кӑларнӑ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама Сергей Яковлева шаннӑ. Famous-scientists.ru сайтра Сергей Яковлев ятлӑ ҫын тупӑнчӗ. Вӑл — юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗнче ӗҫлет тесе ҫырнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра Сергей Яковлев юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн проректорӗ пулнине асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Сувар» сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк «Чӑвашла тумлантарса янипе кӑна ача чӑвашла калаҫма тытӑнмасть», — ҫапла ҫырнӑ Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче Константин Малышев. «Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне икӗ халӑха танлаштарни» ят панӑ материал хӑйӗн содержанине ятӗнченех уҫса парать. «Эпир ачасен пуласлӑхне чӑвашсемпе мар, урӑх халӑхпа ҫыхӑнтаратпӑр. Урӑхла каласан курмастпӑр вӗсен чӑвашла пуласлӑхне», — тесе шухӑшлать кӳршӗллӗ регионта ӗҫлесе пурӑнакан журналист. «Эпир ачасене вырӑс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урӑхла. Каласа хӑвармалла, вӗсене те хула пурнӑҫӗ тӑван чӗлхинчен уйӑрма хӑтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнӑ кӳршӗсем», — тенӗ май Тутарстанра наци чӗлхине сарассипе патшалӑх шайӗнче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ. Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ. Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камāри 34-мӗш гимнази-интерната кайнӑ. Кун пирки Елена Нарпи Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Урӑхла чӑваш гимназийӗ. Тутарстан варринчи чӑваш утравӗ. Кунта ачисем те «Аван-и?» тесе сывлӑх сунаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Г.А. Ляхова директор Чӑваш Енри хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илнӗ, хӑтлӑ пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Ачасем музейри экспонатсемпе паллаштарнӑ. Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Тутарстанри мероприяти малалла тãсӑлнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. «чӑваш утравне» |
Хулара
![]() xn--d1aiaaajfxetma1hvb.xn--p1ai сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти икӗ хӗре спайс сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем ӑна пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗрсем Шупашкар хӗрринче 10 пӗчӗк хутаҫа тултарнӑ спайс илнӗ. Пӗтӗмпе – 6 грамм. Наркотике унта вӗсен сообщникӗсем хунӑ. Вӗсемпе хӗрсем электронлӑ майпа ҫырӑннӑ. Шкул ачисене ҫав кунах полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисем спайса туртса илнӗ. Хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.ru сайтри сӑн Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянтан унта карантин пулнине палӑртакан хушӑва алӑ пуснӑ. Карантин юлашки чирленӗ чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта Кармалта йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть. Кармал ялӗнче мӗне пула урнӑ чир тупса палӑртнине хальлӗхе тӗнче тетелӗнче пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |