Культура
![]() YouTube-каналти сӑн Алексей Московский юрлакан «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑпа клип ӳкерни пирки, вӑл «Чӑвашсен чи лайӑх клипӗ» пулса тӑни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Унӑн сюжетне аса илтерер: ялти каччӑ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрне Алексей Московские ялти клуба савнине тӗлӗнтерес тесе чӗннӗ. Клуба ял халӑхӗ пухӑннӑ, анчах савни унта пыман, унӑн урах кумир тупӑннӑ – Алексей Шадриков. Ку клип тӗнче тетелне тухнӑранпа 2 эрне ҫеҫ ҫитнӗ, анчах ӑна куракансен йышӗ кунран-кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать. Ку таранччен «Ютуб» каналта ӑна 100 пин ытла ҫын пӑхнӑ. 9 минута тӑсӑлакан клипа чылайӑшӗ лайӑх енчен хак панӑ. Клипа ӳкернӗ ҫӗре чӑваш эстрада артисчӗсем кӑна мар, ахаль ҫынсем те, паллӑ блогерсем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mosaica.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ 65-мӗш маршрут валли перевозчик шырать. Унӑн пассажирсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 30-мӗшӗччен илсе ҫӳремелле. 65-мӗш маршрутпа хальлӗхе маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех автобуссем, лармалли 25 вырӑнлӑ транспорт, ҫула тухмалла. Салона пӗтӗмпе 64 ҫынран кая мар кӗрейӗ. Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ транспорт реформи ирттернӗ чухне 65-мӗш маршрута хупма планланӑччӗ, анчах ҫапла туман. Пӗлтӗр маршрута ЖБК урлӑ Карачура таран тӑсма сӗннӗ, анчах ҫакна та пурнӑҫа кӗртмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rossaprimavera.ru сайтри сӑн Ҫулсем иртсе пынӑ май, шел те, ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри вара ватлӑха, сывлӑх хавшанине пула Ҫӗнтерӳ кунӗнче парад тухса кураймасть, уявпа киленеймест. Самар хулинче кун пек ветеренсене уявпа саламламалли мел тупнӑ. Унти ҫар ҫыннисем 92 ҫулти Зиновий Хайкина балкон айӗнче оркестрпа саламланӑ. Ҫакна кура Чӑваш Енри ветерансене те, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче килтен тухайманнисене, савӑнтарӗҫ: вӗсен чӳречи айӗнче ятарласа вӗсем валли Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тума хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри пӗр колони ӗҫченӗ унта ларакан арҫынна тартнӑшӑн явап тытнӑ. Ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Колони ӗҫченӗпе айӑпланнӑ арҫын ӗҫрен таврӑннӑ. Хайхискер киоска лотерея билечӗ кайса туянма ирӗк ыйтнӑ, лешӗ килӗшнӗ. Анчах хайхи арҫын тарма шутланӑ-мӗн. Колони ӗҫченӗ ҫумра ҫуккипе усӑ курса вӑл куҫран ҫухалнӑ. Анчах нумайлӑха мар – ӑна тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Колони ӗҫченне вара куншӑн лекнӗ - ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан ҫак ҫын колонирен унччен те тарнӑ. Халӗ унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 4 ҫул те 8 уйӑх ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкар хула администрацийӗ муниципалитет ӗҫченӗсене служба командировкине ямалли положени проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пысӑк тата тӗп ушкӑнри должноҫсене йышӑнакан тӳре-шара командировкӑна «СВ» купере кайӗ е бизнес-класлӑ самолетра вӗҫӗ, пысӑк комфортлӑ «виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ» хӑна ҫуртӗнче пурӑнӗ. Анчах хӑна ҫурчӗн пӳлӗмӗн хакӗ талӑкра 10 пин тенкӗрен иртмелле мар. Администрацире ӗҫлекенсен салтавсӑрах командировкӑна каясран пӑрӑнма юрамасть. Паллах, хӑшӗ-пӗрин ку енӗпе ҫӑмӑллӑх пулӗ: ача кӗтекен хӗрарӑмсен, вӗренӳ килӗшӗвӗ вӑйра чухне ӗҫлекенсен, сусӑрсен. Сити-менеджера илес тӗк, ҫак условисем ӑна та пырса тивеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Трейдерсем Нью-йоркри фонд биржинче. Нарӑс, 24, 2020 Тӗнчери чи пуян темиҫе ҫын пӗр кунта, тунтикун, 139 миллиард доллар ҫухатнӑ. Коронавирус тӗнче экономикине витӗм кӳрет тесе ҫапла ҫухату тӳснӗ вӗсем. Вӗсем фонд рынокӗнче укҫасӑр юлнӑ. Кун пирки «Новости» Раҫҫей информаци агентстви «Boomberg» агентство хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Финанс рынокне профессилле хутшӑнакансене финанс информацийӗпе тивӗҫтерекен асӑннӑ агентство сӑнанӑ тӑрӑх, кун пек пысӑк ҫухатӑва юлашки ҫулсенче тӳсекен пулман. LVMH компанийӗсен ушкӑнӗн гендиректорӗ Бернар Арно тата Amazon пуҫлӑхӗ Джефф Безос 4,8 миллиард долларшар ытла пӗтернӗ. Zara хуҫи Амансио Отрега 4 миллиард доллар ҫухатнӑ, Марк Цукерберг — 3,48 миллиард доллар. Ытти миллиардерсем 2,3 миллиардшар доллар ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Газировка» каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ. Асӑннӑ клубра саккуна пӑсма пултарни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хыпарланӑран та тӗрӗслев пуҫарнӑ надзор органӗ. Иккӗмӗш каналпа кӑтартакан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» (чӑв. Тӳрӗ эфир) кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫарамсланса ташланӑ хӗр, сӑмах май каласан, шӑпах ҫав каҫхи клубра савӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсем каҫхи клубра пушар хӑрушсӑрлӑхне, санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркене пӑсма май паракан самантсене те асӑрханӑ. Тӗрӗслев малалла пырать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене пӗтериччен каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм Раҫейри халӑх фрончӗн Чаваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ. Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук. 7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. |
Спорт
![]() Спорт гимнастики енӗпе иртекен кӑҫалхи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Ен спортсменӗ те хутшӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑмӑртӑва кайма Шупашкарти олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗнчи Владислав Поляшов тивӗҫнӗччӗ. Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Австралири ҫав ӑмӑртура ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗ ентешӗн ҫапла майпа 2020 сӳлхи Олимп вӑййине хутшӑнас шанчӑк таа пысӑкланнӑ. Унта хутшӑнакансене тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче епле тупашнине кура палӑртаҫҫӗ те. Спорстменӑн умӗнче — тепӗр икӗ старт. Тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑва кам хутшӑнасси шӑпах ҫавсем хыҫҫӑн паллӑ пулӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() 2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Яндекс.Тӑлмач сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртӗ. Хӑтлав Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн 1-мӗш хутри акт залӗнче пулӗ, пуҫламӑшӗ — 11 сехетре. Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр. Наци вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт. Пӗлме: Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хушнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама «Яндекс» компанин куҫару пайӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ушкӑн, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Яндекс.Тӑлмач урлӑ хальхи вӑхӑтра чӑвашларан 100 яхӑн чӗлхене куҫарма пулать, ҫӗре яхӑн чӗлхерен — чӑвашла. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ушкӑнне кӗрекенсем: Николай Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ытти пулӑшуҫӑсем. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |