Сывлӑх
![]() Коронавирус инфекцине тупса палӑртнӑ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем валли Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче эпидемиологсем ҫынсен ыйтӑвӗсене 8 (8352) 58-24-48, 58-51-66 телефон номерӗсемпе йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма тата асӑннӑ инфекци сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен таврӑннисем пирки хыпарлама Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 26-14-14. Паян, сӑмах май, коронавирус ыйтӑвӗпе Чӑваш Енре пысӑк канашлу иртнӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе аптӑракансем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ast.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта та, Раҫҫейри чылай хулари пекех, Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ пулӗ. Ӑна темиҫе лапамра ирттерӗҫ: Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Шупашкарти тӗп почтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче. Диктант ҫырас тесен малтан регистрациленмелле. Ака уйахӗн 4-мӗшӗнче 14 сехет валли ҫӳлерех палӑртнӑ вырӑнсене килмелле. Кӑҫал диктант тексчӗ Космонавтика куне халаллани пулӗ. Ӑна логотиплӑ ятарлӑ бланксем ҫине ҫырӗҫ, пурне те пӗрешкел ручка валеҫсе парӗҫ. Фирма ручкисем Чӑваш Ене ҫитнӗ ӗнтӗ. Диктант пӗтӗмлетӗвне икӗ эрнерен, акан 18-мӗшӗнче, пӗлме май пулӗ. Вӗсене totaldict.ru сайтра пичетлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chelife.ru сайтри сӑн Тӗнчере коронавирус сарӑлнине пула Шупашкарта та массӑллӑ мероприятисем ирттерме тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫак сӑлтава пулах «Крым ҫуркунни» митинг-концерт та иртмӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 6 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа иртекен уявсене Раҫҫейри хӑш-пӗр реионта та йӗркелемӗҫ. Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре коронавируспа чирлене тӗслӗх пулман-ха. Республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Аса илтерер: Раҫҫейре коронавируспа чирленӗ тӗслӗхсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nevadm.ru сайтри сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарта пӗр арҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Шел те, арҫын вилмеллех аманнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах хулари Хӗвеллӗ бульварта, «Солнечный» микрорайонта» пулнӑ. Ҫав ҫын пӗр 35 ҫулсенче. Арҫын 10-мӗш хутран ӳксен васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисемпе ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Анчах ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май пулман. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр шкулти темиҫе ача тата вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Ирхи 9 сехет тӗлӗнче 20 ҫынна: 18 ачапа 2 вӗрентекене — пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӗсен амакӗ вар-хырӑм инфекцине аса илтернӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн 10 бригади пырса ҫитнӗ. Пульницӑна 14 вӗренекенпе икӗ ҫынна илсе кайнӑ. Сакӑр ача хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче выртать, икӗ вӗрентекенпе 6 ача — васкавлӑ медицина пульницинче. Тӑватӑ ача килте сипленет. Ачасемпе вӗренекенсем мӗнпе чирленине палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Ку ыйтупа Роспотребнадзорӑн управленийӗ те ӗҫе кӳлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри такси мӗн тӗслӗ пулассине халӑхпа татса парӗҫ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ҫакӑн пирки ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хутшӑнма пулать. Таксине пӗр тӗслӗ тӑвас ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Потребительсен прави пирки калаҫнӑ май пӗр тӗслӗ таксис пулсан ҫынсене меллине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ыйтӑм йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнчен, такси пӗр тӗслӗ пулмалли пирки мӗнле шухӑшланине пӗлтерме май пур. Иккӗмӗшӗнчен, мӗнле тӗсли аваннине палӑртма. Сарӑ, шурӑ, шурӑпа сарӑ тӗссем кӑтартнӑ ыйтӑмра. Ҫынсем хӑйсем те сӗнме пултараҫҫӗ. Сасӑлава хальлӗхе хутшӑннисенчен 69 проценчӗ такси тӗсне пӗр пеклетнине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар арҫынни, велочупуҫӑ, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 141 ҫухрӑма 3 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Велоспорт енӗпе ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Португалире иртнӗ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Григорьев финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ҫӗршыври чи вӑйлӑ велочупуҫӑсем хутшӑннӑ, вӗсем 7 ҫаврӑм чупнӑ, пӗтӗмпе – 141 ҫухрӑм. Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ulfishing.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. «Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне. Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.sputnik.md сӑн Чӑваш Ери пӗр колонире айӑпне каҫарттаракан хӗрарӑма киле отпуска янӑ. Ахальтен мар – ҫитӗнӳсем тунӑшӑн. Ҫак хӗрарӑм айӑпланнӑ хӗрарӑмсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка девушки» пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна киле 12 кунлӑха яма йышӑннӑ. Хӗрарӑм хӑй Тутарстанран. Хӗрарӑм патне ашшӗ килнӗ. Тӗлпулура савӑнӑҫ куҫҫулӗсӗр пулман. Ашшӗ хӗрне киле илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |