Республикӑра пӗр эрне ӗнтӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе сывлӑш температури 30 градусран ытларах ӑшӑнать.
Ҫак тапхӑрта 21 ҫын шӑрӑхпа анранӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Тепӗр 7 ҫын, вӗсен йышӗнче ачасем те пур, хӗвел ҫинче хӗрсе кайнӑран тӑн ҫухатнӑ.
Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайрӗ тӗк ӑна сулхӑн вырӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле. Тӑнне ҫухатсан аяк ҫине вырттармалла – капла вӑл хӑсӑкӗпе чыхӑнса каймӗ.