Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗ тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уя тислӗк пырса тӑкнӑшӑн полицие ҫӑхавланӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: 65 ытла гектара Муркаш районӗн ҫынни 49 ҫуллӑха тара илнӗ, унта «Юрма» агрохолдинг тислӗк пырса тӑкнӑ. Тара илекен арҫын административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май Россельхознадзорӑн специалисчӗсем ҫӗр лаптӑкне тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шорчекасси, Шемшер ялӗсенче пурӑнакансем те тислӗк шӑрши кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать. Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче: 1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра; 2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ; 3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен; 4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ 5) тата ытти ыйтусем. Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ! |
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш троллейбус расписанине каллех улӑштарнӑ. Рейссен шутне те улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пар керменӗ патӗнчен 6:28, 6:43, 6:58, 7:13, 09:03, 09:23, 09:43, 10:0315:07, 15:34, 15:59, 16:22, 17:48, 18:12, 18:37 тата 19:04сехетсенче тапранса кайӗ. Шупашкарта «Университет» чарӑнуран троллейбус 7:45, 8:05, 8:28, 8:45, 13:55, 14:20, 14:45, 15:08, 16:24, 16:46, 17:15 тата 17:45 сехетсенче хускалӗ. Пассажирсем транспорт ӑҫта ҫитнине йӗрлеме пултарччӑр тесе маршрута интерактивлӑ карта ҫине кӗртнӗ. «Умный транспорт» (чӑв. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 100-мӗш троллейбус курӑнмасть тӗк ӑна ҫӗнӗрен лартма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hantimansiysk.bezformata.com сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Олег Ладыков тӗлӗшпе суд пулнӑ. Муркаш районӗн сучӗ ӑна 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Анчах Олег Ладыковӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, вӗсем ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Хальлӗхе суд ларӑвӗ хӑҫан пуласси паллӑ мар. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 20 ҫулти Олег Ладыков айӑпӗпе пула 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче авари пулнӑ, УАЗри ҫын суранланнӑ. Сити-менеджерӑн ывӑлӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Кунсӑр пуҫне ӑна унччен полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Айӑплав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑнманшӑн колоние ямалли срокпа улӑштарнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе Олег Ладыкова 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ. «Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ. Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн. Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Клипри сӑн Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ. Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер. Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров. Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Зоя Маслова (old-chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ) пурнӑҫлать Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗн пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер, иртнӗ эрнере Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ пулма шанчӗҫ. Ҫавна май вӑл администрацинчи ӗҫе пӑрахрӗ. Анчах Шупашкар районӗ епле ӗҫлесе пынине вӑл сӑнаса пыма шантарнӑ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗччӗ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидата суйламалли комисси йышне ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ политика мониторингӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Маскин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов, Чӑвашресовпроф ертӳҫи Василий Харитонов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |