Чӑвашлӑх
![]() Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ. Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() http://photogoroda.com/foto-116893-povorot-na-vyatku.html сӑнӳкерчӗкӗ «Вятка» ҫулӑн Кӳкеҫрен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан пайӗ ванса пӗтнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси/ Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ/Халӑх канашӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ. «Автомашинӑна юратакан юлташсем, ҫулсем халӗ питӗ начар. Ҫӗнӗ Шупашкара «Вяткӑпа» кайнӑ чухне Ирбис заправка патӗнче асӑрханӑр. Ун патне ҫитиччен пысӑк кӳлленчӗк (ҫул варринче таран шӑтӑк) пур. Кайран кӗпер хыҫҫӑн каллех тарӑн шӑтӑк, ҫул варринче те ҫавӑн пек путӑк. Ҫӗнӗ Шупашкара кӗрес умӗн, «Ҫӗнӗ Шупашкар» текен паллӑ тӗлӗнчерехре, ҫулӑн сылтӑм тата варринчи пайӗнче тата тепӗр шӑтӑк», — асӑрхаттарнӑ Дмитрий Чекленеров ятлӑ ҫын. Ку поста вуланисенчен пӗри Кӳкеҫри Совет урамне хурланӑ. Александр Анисимов ҫырнӑ тӑрӑх, район центрӗнчи ҫав ҫула юсанӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ, анчах асфальт ҫурхи шывпа юхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vnnews.ru сайтри сӑн Прокуратура ыйтнипе Красноармейски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн администрацине хуҫасӑр ача-пӑча лапамне хӑйӗн балансӗ ҫине илтернӗ. Ҫапла йышӑну тунӑ суд. Ача-пӑча лапамӗ шӑпӑрлансен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ӑна юсамалла. Анчах камӑн? Унӑн хуҫи ҫук. Анчах ачасем ӑна-кӑна пӗлмеҫҫӗ вӗт – ҫавӑнтах выляма чупаҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, тимӗр тӑвайкки ҫинче сварка тунӑ ҫӗвӗсем уйрӑлса кайнӑ, чуччу ҫинче лармалли ҫук, хӑш-пӗр хатӗре сӑрламалла. Лапама никам та тӗрӗслесе тӑман, ҫавна май вӑл ачасен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Статистика акӑ мӗн кӑтартать: Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул ҫинче 39 чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хыпарлать. Пӗлтӗр аварире 39 тискер чӗрчун вилнӗ. 24 тӗслӗхре аваришӗн айӑплӑ ҫынсем паллӑ, вӗсенчен сунарҫӑсен ресурсне кӳнӗ тӑкака шыраса илмелле пулнӑ. ОСАГО полисӗ пур тӑк ҫак тӑкака страхлав компанийӗ саплаштарать. Пӗлтӗр 29 чӗрчуна ҫул ҫинче ҫапса хӑварса пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Палӑртмалла: ҫак йыша саккуна пӑснӑ сунарӑҫем кӳнӗ тӑкака та кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» черетлӗ ӗҫ уйӑхӗ иртрӗ, ҫавна май пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш чӗлхи Яндекс.Тӑлмача хушӑнчӗ пулин те ку лабораторие ӗҫсӗр ларма май памасть — машшин куҫарӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе тем тесен те ӗҫлемелли пайтах-ха. Иртнӗ уйӑха вӗҫленӗ май мӑшӑрсен йышӗ 304 177 таран ҫитрӗ. Ҫапла май эпир нарӑс уйӑхӗнче 300 пин урлӑ каҫрӑмӑр. Кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан пурӗ 32 687 мӑшӑр хушӑнчӗ (кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмах май, 32 335 мӑшӑрпа пуянлатайрӑмӑр). Малтанхи пек кашни уйӑхра 40-шар пин ӳсменнин сӑлтавӗ вара мӑшӑрлама йывӑр хайлавсем лекнинче: Семен Бабаевскийӗн «Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсемпе» «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ» тата Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑн» кӗнекисене хӑй вӑхӑтӗнче самай улӑштарнине пула мӑшӑрлас ӗҫре кӑлтӑксем нумай сиксе тухаҫҫӗ. Вырӑсла текстсенче авторӗсем каярах нумай сыпӑка катертнине пула пирӗн вӗсене хамӑрӑн куҫарма тивет. Хыпара кӑтартусен танлаштарӑвӗпе вӗҫлӗпӗр. Иртнӗ ҫулхи раштав, тата кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗве хатӗрлеменнине пула танлаштару иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗпе пулӗ. Паянхи кун пирӗн корпусра 1 544 текст (+91), 348 343 пуплевӗш (+109 900), 3 921 640 сӑмах (+1 120 446). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ вӑхӑтра Чӑваш Енри пульницӑсем епле ӗҫлесси халех паллӑ. Приказа ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Амбулаторире тата стационарта пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — канмалли уяв кунӗ, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — канмалли кун. Васкавлӑ пулӑшу кирлисене Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Сӗт кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче графикпа килӗшӳллӗн ӗҫлӗҫ, 8-мӗшӗнче канӗҫ. Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗ те пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче графикпа килӗшӳллӗн ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чӑваш ҫӗpӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫӗ иртӗ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Туссем! Поэзие юратакансем! Мӗнпур палланисемпе палламаннисем те! Сире пурсӑра та Чӑваш Республикин 100 ҫулне паллӑ тунӑ май Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 15.00 сехетре, Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче чӑваш ҫыравҫисене асӑнса «Чӑваш ҫӗрӗн кӑмӑллӑ чӗлхи» поэзи каҫне килме чунтанах йыхрав яратпӑр. Килӗрех. Хапӑл тӑватпӑр!», — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи. Музейра, сӑмах май каласан, яланах тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫав шутра — поэзи каҫӗсем, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем. Мероприятисене Ҫеҫпӗл Мишшине те халаллаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗкри ӳнер шкулӗнче «Василий Эктел – нумай енпе аталаннӑ ӗҫчен» ятпа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Василий Петрович (Эктел) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Район вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Василий Эктел – паллӑ ҫыравҫӑ тата ӳнер ӑсти» ятпа курав йӗркеленӗ. Василий Эктел 1950 ҫулта Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ - университетӗнче) художествӑпа графика факультетӗнче, СССР Ҫыравҫӑсен союзӗн А.М. Горький ячӗллӗ литература институтӗнче вӗреннӗ. Василий Эктел Узбек ССРӗнчи Наманган хулинче шкулта рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен преподавателӗ пулса, Елчӗкре архитекторта, «Ялав», «Пике» журналсенче, «Калем» издательствӑра ӗҫленӗ. Чӑваш литературине вӑл хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ май кӗнӗ. Чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене халалласа публицистика статйисем, очерксем, рецензисем ҫырнӑ. Вӗсене «Тӑван Атӑл», «Пике» журналсенче, «Хыпар», «Советская Чувашия», «Тантӑш», «Коммунизм ялавӗ», «Чӑваш ен», «Вучах» тата ытти хаҫатра пичетленӗ. 15 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫне республикӑри ҫыравҫӑсемпе поэтсем, культура ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе ачасем, вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Шакеев тунӑ сӑн Шупашкарта самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Вӑл ӗнер пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ. «Шупашкар-Арена» пӑр кӗрменне ҫӗршыври 1 пин ытла самбист килнӗ. Ӑмӑртӑва тӳре-шара та курма ҫитнӗ. Общество ӗҫне хутшӑнакан Юрий Шакеев хӑнасен йышӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та унта асӑрханӑ. Юрий Шакеев Михаил Васильевичпа сывлӑх суннӑ, вӑл халӗ ӑҫта ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. «Хальлӗхе эп ӗҫсӗр», - хуравланӑ Михаил Игнатьев. Унтан Михаил Васильевич патне Пӗтӗм Раҫҫейри самбо президенчӗ Сергей Елисеев пынӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрне сывлӑх сунсан куҫран кайса ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьев вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫынна пуҫлӑхран кӑларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче влаҫ органӗсен порталӗнче Олег Алексеевич Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадиловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Марина Кадилова ведомствӑна 2016 ҫулхи кӗркуннеренпе ертсе пынӑ. Олег Алексеевич Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑнсан пур министра та тенӗ пекех улӑштарнӑ. Темиҫе министерствӑна Николай Федоров президент пулнӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |