Спорт
![]() Отепя. A-viptravel.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей биатлонистсен союзӗ Европа чемпионатне каякан биатлонистсен списокне ҫирӗплетнӗ. Ӑмӑрту Минскра нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн арҫынсен командине Эдуард Латыпов, Саид Каримулла Халили, Василий Томшин, Кирилл Стрельцов, Дмитрий Иванов, Матвей Елисеев тата Никита Поршнев кӗнӗ, хӗрарӑмсенне — Виктория Сливко, Анастасия Поршнева, Евгения Павлова, Ульяна Кайшева, Валерия Васнецова, Екатерина Глазырина тата Кристина Резцова. Ӑмӑрту программинче — суперспринт, супермикст, хутӑш эстафета, хӑваласа ҫитмелле тупӑшу тата спринт. Европа чемпионатне малтан Эстонири Отепя хулинче ирттерме палӑртнӑ. Юр сахаллине кура ӑмӑртӑва Минска (Беларуҫ Республики) куҫарнӑ. Италири Антхольцера иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнче Александр Логинов ылтӑн тата бронза медальсене тивӗҫрӗ. Шел те, чемпионат вӑхӑтӗнчех ун патне вырӑнти полицейскисем шырав ирттерме пырса кӗнӗччӗ. Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен союзӗн пайташӗсем пирӗн ҫӗршыв командин лидерне допингпа усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Японире Ҫӗр ҫинчи чи ватӑ арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Титэцу Ватанабэ ятлӑ ҫав ҫынна Ҫӗр ҫинчи чи аслӑ арҫын тесе виҫӗ эрне каялла официаллӑ йышӑннӑ. Вӑл 112 ҫулта пулнине ТАСС информаци агентстви Киодо агентство хыпарланӑ тӑрӑх паян ирпе пӗлтернӗ. Ниигата префектурӑра пурӑннӑ арҫын 1907 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Японире пурӑннӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ арҫын нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Ҫӗр ҫинчи чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ арҫын унччен шутланнӑ ҫын та Японирен пулнӑ. 113 ҫулти Масадзо Нонака пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Япони ҫыннисем Ҫӗр ҫинчи чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен танлаштарӑмӗнче ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ. Японири чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑм Фукуока префектурӑра пурӑнать. Канэ Танака ятлӑскер 117 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин пӗрремӗш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен калакан ҫӗнӗ приказӗ нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Поликлиникӑсенче епле пӳлӗмсем пуласси вӗсен ҫумне миҫе ҫынна ҫирӗплетнипе ҫыхӑнӗ. Шанчӑк пӳлӗмӗсем, ҫутӑ пайӑркин диагностикин, туртма пӑрахтармалли, стоматолог пӳлӗмӗсем пулмасан юрать. Медучрежденисен штатӗнчен психолог штатне кӑларӗҫ. Ультрасасӑ диагностикин, эндоскоп диагностикин, рентгенодиагностика, прививка пӳлӗмӗсем вара пулмаллах. 30 пин таран ҫын ҫирӗплетнӗ поликлиникӑсенче медицина профилактикин, функци диагностикин, УЗИ, рентген, флюорографи, маммографи пӳлӗмӗсем, клиникӑпа биологи тата биохими лабораторийӗсем пулмалла. Врачсенчен — кардиолог, уролог, ЛОР, офтальмолог, фтизиатр, эндокринолог, хирург, невролог, травматолог, ортопед тата инфекционист. 50 пин ҫын тараннисенче онкологпа эндоскоп диагностикин пӳлӗмӗ пулмалла. 50 пин ытла ҫынлисенче ревматолог, гастроэнтеролог, пульмонолог, нефролог, колонопроктолог и гериатр йышӑнмалла. Вӗсенче медицина реабилитацийӗн, паллиативлӑ пулӑшу тата МРТ пӳлӗмӗсене пӑхса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ. «Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ бюджета налук пухмалли мӗнпур майпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Маларах унтисем хваттер тара паракансене палӑртассипе рейдсем ирттеретчӗҫ. Халӗ те хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ-ха. Анчах хальхин тӗллевӗ урӑхларах. Шупашкар хулин Мускав районӗнче ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫлекенсене палӑртассипе рейда тухнӑ. Специалистсем нумай хваттерлӗ ҫуртсем тӑрӑх ҫӳресе хваттер юсакансене тӗрӗсленӗ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлекенсем участковӑйпа пӗрле Афанасьев урамӗнчи 180 хваттерте пулнӑ. Вӗсенчен 123 хваттер алӑкне уҫакан пулман, 57-шӗнче харпӑрлӑхҫӑсем пурӑннӑ. 4 хваттерте юсав ӗҫӗсем пынӑ. Вӗсенчен пӗринче маҫтӑи ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ. Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ. Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() svoiludivkitae.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем Китай Халӑх Республикине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2,8 хут ытларах продукци ӑсатнӑ. Пӗр уйӑх ҫурӑра ҫак ют ҫӗршыва 1,1 миллион долларлӑх продукци илсе кайнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китая, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, аграгри продукцине 48 процент ытларах /3999 миллион долларлӑх/ ӑсатнӑ. Эппин, Китайра сарӑлнӑ коронавирус Раҫҫейри экспорта витӗм кӳмен. Сӑмах май, «Юрма» агрохолдинг Китай Халӑх Республикине бройлерсен урине тата ытти продукцие ӑсатма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ. Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ. Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах. Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ. Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ. Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ. Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |