Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пурӑнакан ҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна ятарлӑ бокса вырттарнӑ, хӑйсем те ятарлӑ тум тӑхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫын коронавируспа чирлеме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. «Арҫын ют ҫӗршывран килнӗ текен верси пур, килте ӑна япӑх пулса кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Кунашкал тӗслӗх пулнине ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирленӗ 1 ҫынна шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавран Шупашкара килекен пуйӑспа коронавирус инфекцийӗпе чирлӗ хӗрарӑм таврӑннӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Мари Эл влаҫӗсем хӑйсен республикинче коронавируспа чирлӗ икӗ ҫын тупӑннине ӗнер пӗлтернӗ. Йошкар-Олари пациенткӑсенчен пӗри «Мускав — Шупашкар» пуйӑспа таврӑннӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, ШӖМ тата Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви ҫав вакунта пулнӑ пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне – пурӗ 42 ҫынна – тупса палӑртнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, коронавирус инфекцийӗ ҫакланнипе ҫакланманнине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри тата ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Александр Яковлев, ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑкпа паллаштарассине пӗлтерет. Заповедник тытӑмне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑл «365 заповедных птиц» (чӑв. Заповедникри 365 кайӑк) ҫулталӑк марафонӗ ирттернӗччӗ. Хальхине хастар орнитолог Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. 3–4 уйӑх йӗркелесе пыма шантарнӑ вӑл ҫак ӗҫе. Вӑл вӑхӑтра 77 кайӑкпа паллаштарӗ. «77 телейлӗ число», – тет орнитолог. «77кайӑк (77 птиц) – «Ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑк» марафонти пӗрремӗш кайӑк – тӑрна. Кашни кайӑкпах икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – паллаштарма шантарнӑ. «Тӑрна — Чӑвашри чи пысӑк кайӑксенчен пӗри. Юр ирӗлсе пӗтсен мӑшӑр шурлӑхлӑ вырӑнта йӑва ҫавӑрать, икӗ ҫӑмарта хураҫҫӗ. Чӗпсем тухсан шурлӑхра, ҫаран синче тӗрлӗ тымар-курӑк, вӑрӑ, ҫырла, шапа-пулӑ тупса ҫиеҫҫӗ. Хӗл каҫнӑ вырӑнсенчен тӑван тавралӑха ака уйӑхӗнче таврӑнаҫҫӗ. Йӑва ҫавӑрса чӗпсене ӳстерсе ҫунат ҫине тӑратнӑ хыҫҫӑн вӑрманти шурлӑхсенче пысӑк ушкӑнсене пуҫтарӑнаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче Сӑр тӑрӑхӗнче 1000-1500-е яхӑн тӑрна пулать. Вӗсем унта ҫывӑрма пуҫтӑранаҫҫӗ, апатланма вара тул ҫутӑлсанах Чулхула ҫӗрӗсем ҫинчи уйсене вӗҫсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пӗчӗк ялсене те интернет ҫитӗ. Ҫӗршыври пӗчӗк ялсене тӗнче тетелне тухмашкӑн май туса парассипе ҫыхӑннӑ пуҫару пирки «Парламентская газета» хаҫат пӗлтерет. Маларах та ҫапларах йышӑну тунӑччӗ. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри чылай яла телефон тата интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗччӗ. Анчах ун чухне тӗнче тетелне килсерен тухма 500 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсене ҫеҫ май туса панӑччӗ, 250-500 ҫынлисене – Wi-Fi урлӑ. Ҫӗршыв Правительствин хальхи саккун проектӗнче 100-тен ытларах ҫын пурӑнакан ялсем пирки каланӑ. Ҫӗнӗ йышӑну сахал йышлӑ ялсенче пурӑнакансене хӳтӗлессине, ҫыхӑну инфраструктурине ҫӗршывӗпех сарма май парассине палӑртнӑ. Правительство сӗнӗвне ҫывӑх вӑхӑтри пленарлӑ ларусенчен пӗринче пӑхса тухма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман республикӑра типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче кунашкал темиҫе тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ вун-вун тӗслӗхе шута илнӗ. Атӑл леш енче, халӑх каннӑ вырӑнта, типӗ курӑк хыпса илнӗ 40 ытла тӗслӗх пулнӑ. Тӳре-шара ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтать. Тепӗр хутчен аса илтерер: ку тапхӑрта, коронавирус саралнӑ чухне, килте ларма хушнӑ тӑк ҫакна пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян республикӑра ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Анчах РФ Президенчӗ Владимир Путин коронавируса пула килтен тухса ҫӳреме сӗнмен. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри шута илмен – ҫутҫанталӑк лапамне канма кайнӑ. Атал леш енче, Сосновкӑра тата Октябрьски поселокӗнче, ҫул хӗрринче машинӑсем лартса тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унта канмалли вырӑнсене йӑлтах йышӑнса пӗтернӗ. Аса илтерер: Владимир Путин пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен ҫынсене ӗҫлеме сӗнмен. Ҫакна коронавирус тӑрук хӑвӑрт сараласран тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Коронавируспа чирлекенсен йышӗ хӑҫан чакасси паллӑ. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ Николай Брико «Интерфакса» пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ака уйӑхӗн вӗҫӗ – ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чакма пултарать. РФ Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, китай коронавирусӗ респиратор инфекцийӗсен ушкӑнне кӗрет. Ун пек чир-чӗр кӗрхи-хӗллехи вӑхӑтра вӑйлӑ аталанать. Брико каланӑ тӑрӑх, вирус динамики унпа чирлекенсен шучӗ сасартӑк нумайланнине пӗлтермест. Цифрӑсем пысӑкланни тӗрӗсленисен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Коронавирус тестне халӗ ӳйрӑм ҫын лабораторийӗсемпе клиникисенсе те пурнӑҫлаҫҫӗ. Коронавирус тахҫантанпах аталанакан чир-чӗрпе нушаланакансемшӗн тата иммунитет чакнӑ ватӑсемшӗн ҫеҫ хӑрушшине аса илтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп эпидемиологӗ каланӑ тӑрӑх, чирлисен 80 проценчӗ чире ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс.карта сӑн ӳкерчӗкӗ Ҫитес эрнене пирӗн ҫӗршывра канмалли эрне тесе пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна май ҫӗнӗ мера йышӑнчӗ. Ӗнерхи хушура вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен театрсемпе кинотеатрсен, спортзалсемпе стадионсене ҫеҫ мар, кафе-столовӑйсене те хупмалли пирки каланӑ. Коронавирус чирӗнчен сыхланас енӗпе йӗркеленӗ Шупашкарти оперативлӑ штаб ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара общество апатланӑвӗн 240 предприятийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен 51 кафе ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хупӑннӑ. 18 предприяти апата киле ҫитерсе паиӗ. Ҫав шутра — «Парус», «Евразия», «Вилкобар», «Хочу пельмени». Эрех сутакан13 организаци (халӑхра вӗсене «разливайка» теҫҫӗ) ҫӳлтен сӗннине итлемен. Ҫав йышра — «Хамӑр ял» общество тытса тӑракан 7 кафе, «Русский характер» обществӑн — 2 кафе; «Два вкуса» обществӑн — 4 кафе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cdnuploads.aa.com.tr сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта Чукунҫул вокзалӗнче пуйӑсран пӗр ҫынна пульницӑна илсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫав ҫын чикӗ леш енчен килнӗ, Шупашкара Муска урлӑ пуйӑспа ҫитнӗ. Ҫул ҫинче унӑн ӳт температури хӑпарса кайнӑ. Арҫыннӑн коронавирус пулма пултарнине шута илсе ӑна тата унпа пӗрле вакунра пулнӑ ҫынсене ятарлӑ бригада пульницӑна эвакуациленӗ. Телее, ҫав ҫыннӑн коронавирус пулни ҫирӗпленмен. Ӑна тухтӑрсем малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Сӑмах май, хальлӗхе пирӗн республикӑра пӗр ҫыннӑн ҫеҫ ҫак диагноз ҫирӗпленнӗ. Тухтӑрсем сӑнаса тӑракан ҫынсен йышӗ вара ӳссех пырать. Паян шурӑ халатлисем 746 ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ. Ӗнер ку хисеп 503-пе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gagarinmall.ru сайтри сӑн Раҫҫейри хӑш-пӗр регион, ҫав шутра Чӑваш Ен те, коронавируса пула йышӑнма сӗннӗ мерӑсене пурнӑҫламан-мӗн. Регионти влаҫсене кинотеатрсене, ачасен вылямалли пӳлӗмӗсене, каҫхи клубсене, йышпа канмалли ытти вырӑна пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех хупма каланӑ иккен. Ҫакна 38 регионта ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ, ыттисем ку ыйтӑва вӑхӑтра татса паман. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Кинотеатрсен харпӑрҫисен ассоциацийӗ ҫак ыйтӑва вӑхӑтра татса паман хуласен списокне хатӗрленӗ. Унта ҫаксем кӗнӗ: Белгород, Волгоград, Йошкар-Ола, Астрахань, Иркутск, Новосибирск, Ярославль тата Шупашкар. Палӑртмалла: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кинотеатрсене пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |