Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Оттикӑвӑ

Культура
Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ сӑнӳкерчӗкӗ
Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре автоклубсем пур та вӗсене ахаль тӑратасшӑн мар. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче вӗсем 18 яла ҫитсе концерт кӑтартнӑ. Автоклубпа килнӗ артистсене курма 1410 ҫын пухӑннине ӗнентерет Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.

Вӑрнар тӑрӑхӗнче автоклуб Оттикӑвӑ тата Хураҫырма ялӗсенче пулнӑ. «Санар» фольклор ансамблӗ «Кӗрхи салам!» программа хатӗрленӗ, авалхи юрӑсене шӑрантарнӑ, куракансене халӑх инструменчӗсен сасси те тыткӑнланӑ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче автоклуб Малти Чиперуй тата _Макаҫкасси ялӗсенче пулнӑ. Макаҫкасси ялӗнче Урхас Кушкӑри вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те куракансен умне тухнӑ.

Шупашкар районӗнче автоклуб Арккассинче__ концерт кӑтартнӑ. Унта авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ял кунӗ иртнӗ, автоклуб ҫавӑнта пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-133347207_3980
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнче пурӑнакан Картузовсен ҫемье юбилейӗ: вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ.

Ылтӑн юбилярсем 50 ҫул каяллахи пекех ЗАГСа туй маршӗпе кӗнӗ, ылтӑн туй ҫитнине ӗнентерекен свидетельство ҫине алӑ пуснӑ, унтан пӗр-пӗрне ӗмӗр юратма шантарса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.

Петр Николаевичпа Любовь Александровна паянхи кун пысӑк та туслӑ ҫемйипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Уяв кунхине вӗсем ҫывӑх тӑванӗсемпе сӗтел хушшине пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19356
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи йӗрке хуралҫисем Оттикӑвӑ ялне вӑрра шыраса пырса кӗнӗ. Унччен судпа айӑпланнӑ 43 арҫын килне ухтарнӑ чухне пакунлисем пӑши пуҫне асӑрханӑ.

Арҫын ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчуна вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче персе ӳкернӗ. Ӑна тирпейленӗ те какайӗпе пуҫне килне илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын офицаллӑ майпа сунарҫӑ шутланмасть, пӑшалне те тивӗҫлипе регистрацилемен.

Саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Пӑшие персе пӑрахса ҫутҫанталӑка 80 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ.

Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 28

1868
158
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1903
123
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1922
104
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1932
94
Анатолий Юман, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Овчаров Виктор Викторович, сӑвӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем