Экономика
![]() ideputat.er.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ. Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене маска кӳрсе килнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра паян пӗлтернӗ. «Малтан шантарнӑ пекех республикӑна медицина маскисемпе тивӗҫтертӗмӗр. Паян Чӑваш Ене пысӑк парти –326 пин – килчӗ. Раҫҫейӗн Промышленность министерствипе калаҫу ирттернин усси пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев. Маскӑсене республикӑн патшалӑх аптекисене сутма парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах маскӑсемпе чи малтан тивӗҫтермелли категорие те асӑннӑ. Кунта – пульницӑсенче тӑрӑшакансем, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем. Юлашкинчен асӑннисем пирки республика ертӳҫи Олег Николаев урамсемпе ҫулсем ҫинчен йӗрке тӑваҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене маскӑпа тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() tumentoday.ru сайтри сӑн Паян ҫанталӑк ӑшӑ, хӗвел пӑхать. Анчах ку – нумайлӑха мар, канмалли кунсенче каллех сивӗтет. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтереҫҫӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвӗ, юр та ӳкме пултарӗ. Ыран сывлӑш температури 15 градус тӑрӗ, анчах ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 18 метр таран вӗрӗ. Каҫхине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, тепӗр кун та чарӑнмӗ. Вырсарникун юр ӳкме пултарӗ. Акан 13-мӗшӗнче 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрнере ҫанталӑк самаях ӑшӑтӗ, 20 градус таранах. Ака вӗҫӗнче вара каллех сивӗтме пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк йӗркене кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ сӑвӑ-калав хитре вулакансене Ольга Ырсем ячӗллӗ илемлӗ сӑмах конкурсне хутшӑнма йыхравлать. Ӑмартӑва вулав культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине тата аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Конкурс ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Ун пек конкурса учреждени XIV хут ирттерет. Ольга Ырсем – Чӑваш Ен театр ӳнерне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки пулнӑ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. Кӑҫалхи конкурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе ирттернӗ. Конкурсра ача пахчисенче, шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс номинацийӗсем: сӑвӑсем, проза хайлавӗсем, литературӑпа музыка композицийӗсем, театр миниатюри, спектакльти сыпӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумӗ пулма Игорь Смирнова ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Смирнов унччен те йышӑннӑ. 2013-2014 ҫулсенче министерствӑра ӗҫленӗ вӑл. Ун чухне министр пулса Михаил Ноздряков тимленӗ. Ведомствӑна Светлана Енилина ертсе пыма тытӑнсан 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Игорь Смирнова министр ҫумӗн должноҫӗсӗр хӑварнӑ, управлени пуҫлӑхӗ пулма ҫеҫ шаннӑ. Ӗнер Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумне Ирина Крыловӑна ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн халӗ тӑватӑ ҫум – Ольга Метелева, Галина Павлова, Павел Иванов тата Игорь Смирнов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр 15 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ку цифрӑсенчен тӗлӗннине палӑртмаҫҫӗ. «Чирлисен йышӗ ҫакӑн пек хӑвӑрт ӳснине кӗтме пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче. Пациентсене вируса Чулхулари лабораторинче ҫирӗплетичченех мӗнпур йӗркене пӑхӑнса пульницӑна вырттарнине ӗнентереҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннӑ тӑхӑр ҫынна, аякран килнӗ ултӑ ҫынна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Вӗсене пурне те сиплеҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннисене те шута илнӗ, кӑшӑлвирус анализӗ илнӗ. Ҫапла вара ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 15 сехет тӗлне пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлӗ 34 ҫынна шута илнӗ, вӗсенчен пӗри ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пульницӑран сипленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 1743 ача ҫуралнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчинчен 110 ача сахалрах. Республикӑра 2531 ҫын вилнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 48 ҫын сахалрах. Ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен 45,2 % сахалрах. Халӑхӗн самай пайӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула нумай вилет. Ун пеккисене кӑҫалхи икӗ уйӑхра 1038 ҫынна шута илнӗ. Усал шыҫҫа, тулаш сӑлтавсене, сывлӑш ҫулӗсен, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, инфекци чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс ҫулталӑка ҫитичченхи виҫӗ ача вилнӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Вӑрмар район ҫыннин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 45 ҫулти арҫын азартлӑ (кӑмӑл хӗрсе каймалли) вӑйӑ йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын Канашра 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑйӑ заведенине ӗҫлеттернӗ. Ун валли вӑл пурӑнмалли мар ҫуртра пӳлӗм тара илнӗ. Унта 14 компьютер вырнаҫтарнӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Вӗсем арҫын вӑйӑ заведенине уҫнипе мӗн чухлӗ тупӑш илнине палӑртӗҫ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, азартлӑ вӑйӑ заведенине Шалти ӗҫсен министерствин Канашри йӗрке хуралҫисем тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пирус туртмалли вырӑнсене чакарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пирус туртма юраман вырӑнсен списокне анлӑлатма сӗннӗ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви хатӗрленӗ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫыран хӗрринче, парковкӑсенсе, муниципалитет тата патшалӑх влаҫӗн ҫурчӗсене кӗмелли алӑксенчен, суту-илӳ, пасар, общество апатланӑвӗн, суту-илӳ вырӑнӗсенчен 15 метртан ҫывӑхра туртма чармалла. Сӑмах май каласан, пирус туртакансен шучӗ пирӗн тӑрӑхра чакнӑ-ха. Ҫапах та халӑхӑн 20 проценчӗ туртни паллӑ. Пирус туртманнисем асӑннӑ 20 процент ҫывӑхра мӑкӑрлантарнине те чӑтма пултарайманнине ӑнланма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет. Унӑн тӗллевӗ наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене палӑртса анлӑ сарасси, вулакансен, вулавӑшсен хастарлӑхне ӳстересси. Референдум тапхӑрӗнче вулакансем «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» сайтра кӑмӑла кайнӑ кӗнекешӗн/хайлавшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи» электронлӑ коллекцине 100 чӑваш ҫыравҫин чи пӗлтерӗшлӗ хайлавӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑл шутра Констнтин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Ҫемен Элкерӗн, Юрий Сементерӗн, Хӗветер Уярӑн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллӑ ҫыравҫӑсен кенекисем. Пухӑма 18 ӗмӗр варринчен пуҫласа 21 ӗмӗр таран тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ илемлӗ литература, популярлӑ ӑслӑлӑх литератури кӗнӗ. «Ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» ята чи нумай сасӑ пухнӑ хайлав тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |