Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хут уйӑрттарса пӗрлешме юрамӗ. Ҫапах, республикӑри юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗрине ҫырӑнма ирӗк парӗҫ. Анчах уява хӑнасене чӗнме юрамӗ. ЗАГСа хӑнасемсӗр каяс килмесен уява каярах куҫарма тивӗ. Хӑш куна куҫарасси пирки кайран ЗАГС ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен уйрӑлма та юрамӗ. Акан 3-мӗшӗччен панӑ заявленисене уйрӑм йӗркепе пӑхса тухӗҫ. Документсене илме вара чӗнсе илӗҫ. Аса илтерер: ку йӗркесене вӑхӑтлӑха тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнине кура йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ. Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Марина Доналд архивӗнчи сӑнӳкерчӗк «Лондон чӑвашла калаҫать» проект пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Марина Доналд пӗлтернеччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки пӗлсен ҫак йӗркесен авторӗ пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Маринӑпа ҫыхӑннӑччӗ. «Тӗрӗссипе каласан, проект халь пиҫсех ҫитмен-ха. Тепӗр пӗр эрне кирлӗ, эпӗ халь концепцие (чӑвашла хӑрушӑ курӑнать ку сӑмах) вӗҫлетӗп», – хуравланӑччӗ ун чухне хастар ентешӗмӗр. Марина Доналд Лондон хулинче пурӑнать. Хӑй вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар та юриста вӗренсе тухнӑ. Унччен – Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗнче. Шупашкарта та ӗҫленӗ, Мускавра та. Тӗнче тетелӗ урлӑ пулас упӑшкипе паллашнӑ. Великобританире икӗ ҫул каялла пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ вӑл киберхӑрушсӑрлӑх пӗлӗвне илет. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Эстонире пурӑнакан йӑхташсем «Ӑраскал» кӑларӑм йӗркелесе пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл передачӑна Ираида Захарова ертсе пырать. Унӑн черетлӗ каларӑмӗ ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 19 сехет те 35 минутра эфира тухӗ. Ираида Захарова Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑма чӑваш чӗлхине халаллӗҫ. Ӗмӗрсем иртнӗ май чӗлхемӗр аталанни, вӑл улшӑнса пыни пирки калаҫӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл передача ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртакан Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер пулӗ. Эфирта Виталий Адюков юррисем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Республики урлӑ «Атӑл» М-7 трасса 15 ял-хула патӗнчен иртет. Федераци ҫулӗ пулнӑ май машинӑсем йышлӑ хутлаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрене каҫса ҫӳреме кансӗр. Ҫавна шута илсе автобус чарӑнӑвӗсем тата ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул патӗнче хунарсем ҫаксан аван. «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтернӗ тӑрӑх, хунарсене М-7 ҫулӑн Чӑваш Енри виҫӗ участокӗнче вырнаҫтарӗҫ: Кипечкасси (км 629+511 — км 630+010), Шупашкаркасси (км 632+202 — км 632+652) тата Апаш (км 665+473 — км 665+91) тӗлӗнче. Питтикасси тата Энтри Пасар ялӗсем патӗнче светофор вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулсене дезинфекцилеме тытӑннӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ службӑсем санитарипе дезинфекци мероприятийӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ятарлӑ машинӑсем ҫул-йӗре дезинфекцилемелли шӗвексемпе сирпӗтеҫҫӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав дизинфекцилемелли япаласен пахалӑх сертификачӗ пур, ҫавна май вӗсем ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар. Палӑртмалла: ятарлӑ техника пысӑк территорие дезинфекцилеме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() syl.ru сайтри сӑн Чӑвашстат лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки эрнере республикӑра ҫӗр улми, кишӗр хакланнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ҫӗр улми – 8,8 процент, купӑста – 4,6 процент, сухан 4,3 процент хакланнӑ. Кӗрпе таврашӗн хакӗ те ӳснӗ. Уйрӑмах – хура тулпа вир. Астӑватӑр пулӗ: нумаях пулмасть ҫынсем хура тула черет тӑрсах туянчӗҫ. Хура тул хакӗ – 4,1 процент, вир 3,5 процент хӑпарнӑ. Чӑвашстат палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пекех сысна ашӗн, ҫӑмарта, сахӑр, тӑвар, ҫӑнӑх, рис, пан улми хакӗ хӑпарнӑ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ е 2 процент хакланнӑ, е унчченхи пекех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 365news.biz сайтри сӑн Пур ҫӗршывра та коронавируспа кӗрешеҫҫӗ. Чирлисен йышӗ кашни кун нумайланать. Шел те, вилнисен хисепӗ те хушӑнсах пырать. ЧР Сывлӑх сыхлавне коронавируспа кӗрешме 218 млрд тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа – Раҫҫей правительствин резерв фондӗнчен. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку укҫапа Сывлӑх сыхлавӗн министерстви поликлиникӑсем валли койкӑсем туянӗҫ, чирлисене кононавирус инфекцийӗнчен сиплӗҫ. Аса илтерер: паян кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирлӗ 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗри сипленсе пӗтернӗ. Тепри, хӗрарӑм, чирлӗ пулнине паян палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре коронавируспа чирлӗ тепӗр ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫак факта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Ҫӗнӗ коронавирус инфекцине сарас мар енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ӗҫлӗ ушкӑнӗн «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ ларура пӗлтернӗ. Уҫӑмлатар: «тӳрӗ линие» Чӑваш Ен Наци телекуравӗ, Чӑваш Ен Наци радиовӗ тата «Тӑван Радио» эфирӗсенче тата YouTube видеохотингра кӑтартнӑ. Коронавируспа чирлӗ хӗрарӑм пирӗн республикӑна паян килнӗ. Вӑл Мускавра ӗҫлет, Нижневартовскра пропискӑра тӑрать. Раҫҫейӗн тӗп хулинче анализ панӑ, унӑн кӑтартӑвне пӗличчен Чӑваш Ене килнӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑваш Республикин пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӑракан О.А. Николаева Уҫӑ ҫыруХисеплӗ Олег Алексеевич! Виҫӗ уйӑх каярах эпир, Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш халӑхӗн чи паллӑ историкӗн, пӗрремӗш философӗн, этнографӗн, общество деятелӗн, писателӗн, педагогӗн Гурий Иванович Комиссаров-Вантерӑн (1883-1969) вилтӑприне Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче шыраса тупрӑмӑр. Ку пархатарлӑ ӗҫре пире унӑн тӑванӗсем пулӑшрӗҫ. Комиссаров-Вантера чысласа ӗмӗр мӑнаҫланмалӑх историллӗ ӗҫ туса ирттерес тӗлӗшпе эпир, Урал енчи чӑвашсем, сиртен, наци республикин пуҫлӑхӗнчен, пулӑшу ыйтма шутларӑмӑр. Гурий Иванович Комиссаров-Вантер — чӑваш халӑх нацийӗн хастар патриочӗ, ӑслӑлӑх тӗслӗхӗ. Революциченех Гурий Иванович хӑйӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ «Чуваши Казанского Заволжья», «Смысл мировой истории», «Чувашский саламальник» тата ытти наука ӗҫӗсене ҫутта кӑларнӑ. 1918 ҫулта Ӗпхӳре паян та чуна пырса тивекен «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» кӗнекине ҫырса кӑларнӑ. 1921 ҫулта Хусанта «Чӑваш халӑх историне» кӑларнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |