Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ. Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ. Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер премине тивӗҫ ҫынсемшӗн инҫет мелӗпе с Сасӑлава «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта йӗркеленӗ. Унӑн каҫҫи ҫапларах: https://nk.cap.ru/poll/102. Преми илме тӑратнӑ ӗҫсен шутӗнче — «Серебряная кладовая» проект (Чӑваш наци музейӗ, проект авторӗсем: И.П. Меньшикова, А.К. Алексеев, Н.И. Захарова-Кульева, В.Г. Шляхина, С.В. Недвигина); «Хирурги» хайлавсен ярӑмӗ (автор – А.Н. Волков); «Майра патша парни» истори романӗ (авторӗ – Н.И. Максимов); «Лица Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑнӗсем) курав проекчӗ (автор – Н.В. Смирнова); «Пою тебе, мой край родной» (чӑв. Сан ятупа юрлатӑп, тӑван кӗтесӗм) проект ярӑмӗ (авторӗ – К.А. Долгашев). Преми илме тӑратнӑ ӗҫсемшӗн хальлӗхе 71 ҫын сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() web.archive.org сайтри сӑн Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем кӑшӑлвируса пула Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне каярах тытма пуҫлӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ку тапхӑр хӑҫан пуҫланассине палӑртнӑ. ППЭ ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов паян иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫутӗҫ министерстви Рособрнадзорпа пӗрле экзаменсен расписанийӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрленӗ. Сергей Кравцов министр 11-мӗш класра вӗренекенсем валли вӗренӳ ҫулне ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсас ыйтӑва та сӳтсе явнине пӗлтернӗ. 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем вара экзаменсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тытма пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсем «Макдоналдс» тухтӑрсене тӳлевсӗрех апат ҫитерни пирки ҫырнӑ. Кофе тата чизбургер илме шурӑ халатлисем служба машинипе кӗрсе тухаҫҫӗ. Чӑваш Енри общепит хушшинче тухтӑрсене пулӑшма хатӗррисем татах пур. Тунтикун Шупашкарти пӗр васкавлӑ медпулӑшу станцине вӗри апат илсе ҫитернӗ. вӗсене уйрӑм бокса тултарнӑ. Тухтӑрсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май вӗсене кунне виҫӗ хутчен ҫитерме палӑртнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал акци ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнче 8 ҫулти ача шыва путнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫемьешӗн калама ҫук пысӑк инкек ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Сакӑр ҫулти арҫын ача урама уҫӑлма тухсан пӗве ҫинчи пӑр ҫине кӗрсе кайнӑ. Анчах пӑр катӑлса кайнӑ та шыва кайнӑ. Саккӑрти ачапа пӗрле пулнӑ ҫичӗ ҫулти арҫын ача тусне пулӑшма хӑтланнӑ. Анчах хӑй те шыва кӗрсе ӳкнӗ. Апла пулин те вӑл ҫӑлӑнма вӑй ҫитернӗ. Унтан вӑл аслисенчен пулӑшу ыйтма чупнӑ. Анчах ачана ҫӑлма ӗлкӗреймен. Инкек сӑлтавне, яваплисене тӗпчевҫӗсем тупса палӑртӗҫ. Тӗпчевҫӗсем аслисене ачасемпе тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Кӑшӑлвируса пула халӗ шкул ачисем инҫет мелпе вӗренеҫҫӗ. Вӑхӑта вӗсем килте ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен килекен ҫынсен ик эрне килте лармалла. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку йышӑну паян вӑя кӗнӗ. Апла пулсан сӑмах паянтан пирӗн тӑрӑха урӑх хуласенчен килекенсем пирки пырать. Ют регионтан пирӗн республикӑна килекенсене ик эрне е килте, е дачӑра пурӑнмалла. Ҫак чару сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене тата ӗҫе тухмаллисен йышӗнчисене пырса тивмест. Ытти ҫынна та килтен тухса ҫӳреме хушмаҫҫӗ. Вӗсен лавккана ҫитсе килме, кил ҫывӑхӗнче (100 метртран инҫете каймасӑр) йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме, ҫӳп-ҫап тӑкма тухса кӗме, аптекӑна кайма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ тата тепӗр 9 ҫынна тупса палӑрнӑ. Ҫапла вара COVID-19 диагноза 17 ҫынӑнне лартнӑ. Ҫав шутран пӗр ҫын сывалнӑ. Аса илтерер: вӑл Бразилирен таврӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть ӑна пульницӑран кӑларнӑ. Халь ҫӗнӗрен тупса палӑртнӑ чирлисене федераци лабораторийӗнчен киличченех пульницӑна вырттарнӑ. «Хальхи статистика кӗтменлӗх мар, мӗншӗн тесен инфекци лекнӗ сакӑр ҫын COVID-19 вирусӗллӗ Шупашкар ҫыннипе хутшӑннӑ. Канаш районӗнчи пӗр ҫынна Мускавран килсен тӗрӗсленӗ. Вӗсене пурне те васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци стационарне вырттарнӑ. «Вӗсене сиплеҫҫӗ, рациентсем хӑйсене япӑх мар туяҫҫӗ», — пӗлтернӗ ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак кунсенче кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, ку хыпар та ҫав чирпе ҫыхӑннӑскерех. Килтен тухмасӑр ларсан амакран асӑрханма пулать тесе ӗнентернипе ватти-вӗтти урама тухма шикленет. Влаҫрисем йӗркене ҫирӗплететпӗр тесе саккунсене хытарчӗҫ. Карантин йӗркине пӑсакансене тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ суя хыпар саракансене ҫирӗп явап тыттарма йышӑнчӗҫ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Мы из Чувашии» (чӑв. Эпир Чӑваш Енрен) пӗрлӗхре «Ырантан хулана кӗртме тата унтан тухма чарӗҫ... Ятарлӑ ирӗк кирлӗ пулӗ. Протоколсем ҫырӗҫ… Штраф виҫи 40-70 пин тенкӗ…», – тесе ҫырнине прокуратура асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче ҫавӑн пек чаруллӑ хушу пулман. Апла пулсан тӗнче тетелӗнчи ҫӳлерех асӑннӑ хыпар суя шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Хулари иккӗмӗш пульницӑн стационарне карантина хупнӑ. Унтан никама та кӑлармаҫҫӗ, никама та кӗртмеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Стационарта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынна пулнӑ. Поликлиника вара унчченхиллех ӗҫлет-мӗн. Вӑрмарти район пульницинче 1-мӗш тата 2-мӗш корпуссенче обсерватори туса хунӑ. Ирӗксӗр тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Асӑннӑ пульницӑн терапи уйрӑмӗнче сипленекен пӗр хӗрарӑм covid-19 чирли палӑрнӑ. Пациенткӑпа пӗр уйрамра выртнӑ 26 пациента тата медорганизацире ӗҫлекен 20 ҫынна обсерватора вырттарнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн ытти стационарӗнчи ҫынсенне те анализ илнӗ. 12 тухтӑра киле карантина янӑ. Ытти уйрӑмри специалистсем унчченхиллех ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем ача ҫуратма хатӗрленнӗ 50 ытла хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравласа шыв кайнине, хырӑмӗ ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади 15 минутран Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялне ҫитнӗ. Марина Беловӑпа Артем Налимов хӗрарӑма машинӑна хурса пульницӑна кайма тухнӑ. Анчах ҫитеймен – ҫуратма пуҫланӑ. Водитель машинӑна чарнӑ кӑна – 5 минутран ача сасси янӑраса кайнӑ. Ҫул ҫинче 3 килограмм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Фельдшерсем ку таранччен кун пеккине тӗл пулман. Хӗрарӑма ҫураттарни – вӗсен пӗрремӗш опычӗ. Ача ҫуралсан вӗсем часрах Шупашкрати пульницӑна вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |