Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫул-йӗр инспекцине вырнаҫас тесе улталаннӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 09.06.2021 17:59 | 125 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Пули-пулми илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштарнӑ чухне автоинспекцире тӑрӑшатӑп тесе тыттарнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшенҫи пулнӑ вӑл.

Арҫынран вӑл 21 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ара, тӑкӑксӑр май ҫук: судпа айӑпланманни ҫинчен справка тутармалла, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, ӗҫре кирлӗ тумтире туянмалла, ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче вӗренмелле.

Чӑннипе хӗрарӑм ҫынсене унччен те пӗрре кӑна мар улталаннӑ иккен. Халӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Ҫынна улталанӑшӑн 5 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #ШӖМ, #ултав, #пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар, #ултавҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Арҫын тесе... кивҫен панӑ
2020, 10, 14
Прокурор тенӗрен укҫасӑр юлнӑ
2021, 04, 18
Банкран тухаканӑн укҫине туртса илнӗ
2021, 04, 26
Авиабилет туянса 35 пин ҫухатнӑ
2021, 05, 10
Пуяс тесе 2,3 мллион тенкӗсӗр юлнӑ
2021, 05, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org