Каллех сивӗтетҪутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӗрле 6-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкалли ҫулла пуҫланнӑранпа пулманччӗ-ха. Ыран ӑшӑтӗ, 19-24 градуса ҫитӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Юнкун валли вара ҫӗрле кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫак кун ҫанталӑк та сивӗтӗ. Юнкун ҫӗрле 3-5 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 15-17 градус. Ҫитменнине, пӗлӗтленӗ, хӗвел таврана ӑшӑтаймӗ. Эрне вӗҫӗнче ӑшӑ килӗ. Ун чухне 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() zastavki.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнӗ. Унччен 2 ҫын инфекцие парӑнтарайманни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашкинчен вилнӗ пациент, арҫын, 34 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнӗ чи ҫамрӑк пациент. Унччен маларах вилнӗ икӗ пациент 45-ре тата 86 ҫулта пулнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 4612 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сипленеҫҫӗ, 2558-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() tp.tver.ru сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти пульницӑра ҫӗрле ҫутӑ сӳнсе ларни пирки ыйтӑва хускатнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ 200 яхӑн пациент сипленет, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. «Кунашкал объектсене резервлӑ энерги ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтересси пирки шутламалла», - тенӗ Олег Алексеевич. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ун пеккисене кашни пульницӑрах пӑхса хӑварнине каланӑ. «Пысӑк авари пулсан, ку чылай учреждение пырса тивет тӗк, энерги ҫӑлкуҫӗ пулмаллах. Сӳтсе явӑпӑр, сире пӗлтерӗпӗр», - тенӗ Вениамин Петров. Электроэнергипе ҫыхӑннӑ авари Хулари клиника центрӗнче пулнӑ. Кӑштахран йӑлтах йӗркене кӗртнӗ, пациентсенчен никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекицйӗн уйрӑм батальонӗн взвочӗн командирӗн ҫумӗ Максим Ломоносов паттӑрлӑхӗ пирки РФ Шалти ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл М-7 федераци трасси ҫинче, Хыркасси ялӗ патӗнче, дежурствӑра тӑнӑ. Каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче полицейски пӗр пӳртрен хура тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑл унта васканӑ. Икӗ хутлӑ пӳрт умӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл унӑн хӗрӗ икӗ ачипе е картишӗнче, е пӳртре пулнине пӗлтернӗ. Ҫулӑм алхаснипе пӳрт патне пыма йывӑр пулнӑ. Апла пулин те полицейски ҫухалса кайман — кӳршӗсен карти урлӑ каҫса кӗнӗ. Унта вӑл хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑмӑн упӑшки те пырса ҫитнӗ. Инкеке ҫакланнӑ амӑшӗпе ачисене иккӗшӗ пӗрле пулса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Улатӑрта пурӑннӑ 29 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ҫӑлавпа шырав слжбин ӗҫченӗсем унӑн виллине Улатӑр юханшывӗ тӗпӗнчен кӑларнӑ. Ку инкек ӗнер, вырсарникун, пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 29-ти арҫын юханшыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Унпа пӗрле тусӗ те пулнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шел те, вӑл тепӗр ҫыран хӗррине ҫитеймен, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ. Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Енре 10 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() m.minval.az сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача. Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл. Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ. Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ. Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арина» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри икӗ учреждение пулӑшнӑ. Депутат хыпарланӑ тӑрӑх, ку проекта уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫеҫ те мар, ун пирки калаҫнӑ та. Халӗ вара тинех ӗҫлеттерсе янӑ. «Арина» проект инвестицие пула тупӑш курнин пӗр пайне чирлӗ ачасене пулӑшма уйӑрассипе ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ финанс марафонӗнче пуҫтарнӑ укҫана Чӑваш Енри ача учрежденине: Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртне тата Шупашкарта «Малютка» (чӑв. Пепке) ятарлӑ ача ҫуртне — уйӑрнӑ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне малашне анлӑлатасшӑн, пулӑшу виҫи те ӳссе парӗ. Проект авторӗсем ача ҫурчӗсем укҫапа епле усӑ курнине те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. | ||
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӗр водитель ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарсан тарма хӑтланнӑ. Инспекторсем сисчӗвленнӗ - ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Инспекторсем арҫын «Лада» машинӑна вӑрланӑ тесе шутланӑ. Анчах водитель инҫе тарайман – ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хӑваланӑ чухне кювета чӑмнӑ. Инспекторсем ӑна тытса чарнӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Водитель ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа инспекторсен иккӗленӳ ҫуралнӑ: тен, машинӑна вӑрласа тарнӑ? Халӗ ҫакна тӗрӗслеҫҫӗ, машинӑна гаражран вӑрласа тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |