|
Статистика
![]() Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал 30 пин ҫынна юханшыв трамвайӗпе турттарнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ. Пассажирсене турттаракан юханшыв транспорчӗ «Шупашкар – Сосновка поселокӗ» маршрутпа ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшнчен ӗҫлеме тытӑннӑ, «Шупашкар – Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж» маршрутпа — утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен. Юханшыв портне тӑкаксене саплаштарма Шупашкар хула администрацийӗ 7,9 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, тепӗр 7,8 миллион тенке республика хыснинчен хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ май пулакан тӑкаксем валли уйӑрнӑ. Йӑлӑма 10 пин ытла пассажир кайнӑ, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляжа — 20 пин ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ педагог, 200 ытла ӗҫ, ҫав шутра — 5 монографин, авторӗ Николай Краснов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Николай Герасимович педагогика ӑслӑлӑхсен докторӗ, профессор, ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Иван Яковлев музейне йӗркелекенӗ пулнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ ҫыннӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл нумай тӑрӑшнӑ. Николай Краснов 1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Мартынкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (хальхи вӑхӑтра — университет) ют чӗлхесен факультетӗнчен, 1963 ҫулта Мускавра ют чӗлхесен педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Пушар тухсан ҫуртри электричествӑна чарса лартнӑ. Ӗнер каҫхине, 20 сехетре, Терешкова урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Ку – общежити. Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Электричествӑна чарса лартнӑ, ҫынсене урама илсе тухнӑ. Вырӑна виҫӗ пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Юрать-ха, общежитире пурӑнакансенчен нихӑшӗ те суранланман, шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын нумай хутлӑ хваттер чӳречинчен ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ӗнер 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 28-мӗш ҫуртӑн 39-мӗш корпусӗнчи 13-мӗш хутран арҫын аялалла персе аннӑ. Вӑл 35 ҫулта пулнӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентернине, ҫавна май прокуратура тӗрӗслев пуҫарнине паян эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти 56-мӗш шкулта вӗрентекенте ӗҫлекен хӗрарӑм-учитель 5-мӗш класс ачисене «йӳнӗ» пушмак тӗпӗпе вараланӑшӑн тата апат ҫинӗ чух тирпейсӗр пулнӑшӑн темтепӗр каласа пӗтернӗ. Вӗсене вӑл, сӑмахран, ҫын шучӗпе тӑранса пурӑнакансем тата чухӑнсем тенӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗрентекене выговор панӑ. Учитель шкултан кӑларса яма ыйтса хӑй кӑмӑлӗпе заявлени ҫырнӑ. Ыран вара хулари мӗнпур шкулта канашлусем ирттерӗҫ, педагогсене хӑйсене епле тытмаллине ӑнлантарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗпе Савватийпе тӗл пулнӑ. Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владыка Чӑваш Енре юлашки темиҫе уйӑхра ырӑ улшӑнусем пулса иртнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ене эпӗ нарӑс уйӑхӗнче килнӗччӗ. Унтанпа республика тата ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ», – тенӗ вӑл. Олег Николаев экономикӑна аталантарассишӗн кунсерен тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнни ҫеҫ мар, вӗсен чунӗнче канлӗх хуҫаланни те пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() journaltdn.ca сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентерсе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах пирки малтан тӗнче тетелӗнче, кайран МИХсенче пӗлтернӗ. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем шкулта вӗрентӳ ҫинчен калакан саккуна епле пӑхӑннине тата педагог хӑйне чӑнахах та килӗшӳсӗр тытнине палӑртӗҫ. Ачасене вырӑс чӗлхипе литературин тӗнчине илсе кӗртекен ҫын вӗренекенсене класри тасамарлӑхшӑн ятланӑ май кӳрентермелле сӑмахсемпе кӑшкӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑл хӑйне шанман, автомобиле суйлама профессионалсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑ. Пӗлтерӗве хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Пулӑшма килӗшекен «ырӑ автоэксперт» кӗҫех тупӑннӑ. Вӑл пулӑшушӑн тата пулас тӑкаксемшӗн 20 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах пулӑшакан ҫын тек сасӑ паман, тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн пӗлтерӗвне хуратнӑ. Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем шанчӑксӑр ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫарса пама сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Сӑрҫи» заповедник туна видеори скрин «Сӑрҫи» заповедник пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнче упа фотоловушка камери ҫине лекнӗ. Ҫавна май кӑмпа пуҫтарма ҫӳрекенсене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Упана камера ӗнер, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 17 сехет те 6 минутра ӳкернӗ. Камерӑна малтан упа лекнӗ, тепӗр 20 минутран кадра кӑмпа пуҫтаракан хӗрарӑм кӗнӗ. Заповедникӑн хурал пайӗн патшалӑх инспекторӗсем кӑмпаҫӑсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере кӑмпаҫӑсен тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, тепӗр 5 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Вӗсем – вырӑнти ҫынсем кӑна мар, ытти районта тата хулара пурӑнакансем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑнӑн 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Шкул автобусӗ ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ ҫӑмӑл автомашинӑна ҫул паман. Аса илтерер: «Приора» салонӗнче арҫын тата икӗ ача пулнӑ. Авари хыҫҫӑн ҫӑмӑл машинӑн водителӗ, 34 ҫулти арҫын, вилнӗ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. 8 ҫулти арҫын ача та вилнӗ. 6-ри ача пульницӑра. Палӑртмалла: ачасем салонра ятарлӑ креслӑра ларман, пиҫиххипе ҫыхӑнман. Автобус водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
